«Çăлтăрсем çинчен çырчăç нумайăш...»


Çăлтăрсем çинчен çырчăç нумайăш.

Тăккаларĕç тӳпе пурлăхне.

Анчах темшĕн çын евĕр курмаĕç

Аслă çĕрĕн чăн-чăн ырлăхне.

 

Сăвăлаççĕ халь те ирĕн-каçăн,

Вĕçĕмрее: «Уйăх пек, çăлтăр пек...»

Пире кăмăл тума шутламаççĕ

Пĕрре, калăпăр, çĕр çырлипе.

 

Çырлара, кашни сăвăçшăн паллă,

Çут хĕвелĕн сĕткенĕ вĕрет.

Чул пек мар, этемле пурăнмалăх

Черĕ çимĕç ыйтать-çке чĕре.

 

Çăлтăра тиркеместĕп эп уссăр,

Ан тив, ялкăштăр вăл тӳпере.

Анчах маншăн çумри савнă тусăм

Инçетри çăлтăртан вĕрирех.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: