Атăл тапранчĕ


Хĕрӳленсех пырать хĕвел кăварĕ...

Пуян та аслă пурнăç хуçи пек,

Хĕвел çĕршыв çине сапа пуçларĕ

Хăй ăшшине чăн Улăп ывçипе.

 

Вара шур юр, чун кĕнĕ пек сасартăк,

Пăшăлтатма пикенчĕ уй-хирте.

Анчах чĕлхи тепле вăрттăн пулсан та,

Эпир ăна чухлатпăр ĕмĕртен.

 

Вăрттăнланни ахаль кăна шур юрăн!

Ун айĕнче вăранчĕç çулкуçсем.

Пин сасăпа вĕсем пуçарчĕç юрă,

Выля-выля, хаваслăн тĕркĕшсе.

 

Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупăççĕ,

Çитме васкаççĕ аслă Атăла.

Хĕвел çинче çиçсе йăлтăртатаççĕ

Тăкăнса кайнă чĕрĕ ылтăнла.

 

Камăн алли çакна халь тытса чарĕ!

Хĕвел пăхать те ăшшăнрах кулать.

Тăван çĕршывăн аслă юн тымарĕ —

Хăватлă Атăл — тулнăçем тулать.

 

Юханшывсем васкаççĕ пинĕн-пинĕн

Пĕр çулпала, пурте пĕр çĕрелле.

Ачисене ачашшăн кĕтсе илнĕн,

Пурне те Атăл хăй çумне илет.

 

Çавал, Сăр шывĕ, Ункă, Энĕш, Вылă...

Ытти ĕçчен те ятсăр çырмасем

Сунаççĕ пурте: «Атăл пултăр вăйлă!» —

Хăйсен вăйне тăмаççĕ хĕрхенсе.

 

Мăн Атăлтан вăйли тупаймăн урăх,

Унпа пĕр юханшыв танлашаймасть.

Тăван Российăн паттăр пĕвĕ тăрăх

Тапса тăрать вăл тулăх та мăнаç.

 

Вăл акă хăватне пухса çитерчĕ;

Вара, никам та сисейми, çĕрле,

Ун çийĕнчи хурçă пек пăр кисренчĕ,

Хускалчĕ пăр шыв таппипе пĕрле.

 

Ирпе çынсем çыран хĕрне тухсассăн:

«Тапранчĕ, — терĕç, — хăй вăхăтĕнче!..

Нимех те çук пек çырантан пăхсассăн,

Анчах мĕнле хăват ун таппинче!

 

Вăл иртĕхмесĕр, меллĕн, васкамасăр,

Хăйĕн виçесĕр хăватне туйса,

Пăр лаптăкне ваклать те касăк-касăк,

Çаплах пĕр шавсăр малалла куçать.

 

Мĕнле хăват ăна халь тытса чартăр!

Чарсан — ватать! Çитет вăл тинĕсе.

Çаплах куçать мухтавлă пирĕн çар та,

Тăшман çарне хаяррăн çĕмĕрсе.

 

Ун паттăр чĕринче — çĕршыв хăвачĕ,

Вăйне никам хуçаймĕ унăнне.

 

...Тапранчĕ Атăл, йывăр пăр хускалчĕ,

Утать çĕршывăм тăрăх çуркунне.

 

Алрель, 1943

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: