Çуй
Шавлать хаяр тĕнче,
леш вĕçĕнче,
ку вĕçĕнче шавлать,
йăшăлтатать,
чашăлтатать,
кашлать те патлатать.
Тĕттĕм.
Сасартăк тӳпене çурса
вут-хĕлхем сирпĕнет.
Шартарнă куçăм куриччен
çиçĕм çутнă тĕнче
лаштах ишĕлет –
аслати çĕмĕрет.
Тĕттĕм.
Яр-р уçăлчĕ тĕнче чаршавĕ –
сăрт-ту, вăрман тухать ума,
мăн чулсене çавăрттарса
хумсем
кумаççĕ,
хысак çинчен сике-сике
авăрсене чăмаççĕ.
Çĕр чĕтретсе те кĕрлесе
хуса çитрĕ çутта
пĕр хĕрхенӳсĕр аслати.
Çиçĕм çутнă тĕнче
каллех
арканчĕ,
хура сĕме
путланчĕ.
Тĕттĕм.
Куçа шартарчĕ
çиçĕм.
Шур тĕтре
хуралса, хуралса пычĕ те
ман умра
хаяр та хăрушă тĕнче
кĕрлеме пуçларĕ.
Çак тавра
хаклă сасă илтетĕп,
çывăх сасă илтетĕп.
Ах, ытла та хăюсăр вăл,
имшер те йăлăнчăк
çав сасă:
«Эй, вут амăшĕ,
эсĕ çырлах, эсĕ каçар, эсĕ хĕрхен.
Сан хăватна пăхăнса
чĕркуçленетпĕр эпир,
сана асăнса
пиçнĕ ашпа витĕнетпĕр эпир,
эй, вут амăшĕ,
каçар пире.
Паян кун пулсан та,
ыран кун пулсан та
ан пăрах пире, хĕрхен пире.
Хырăмсем выçсан çулăмна пар,
ал-ура шăнсан ăшшуна пар,
каç сĕмне сирме çуттуна пар,
тăшмана çĕнме хăватна пар.
Паян кун пулсан та,
ыран кун пулсан та
ан сӳн, ан пăрах пире,
хĕрхен пире,
вут амăшĕ».
Шар-р! кĕрлерĕ
çӳлте,
çут тĕнче
ялт-ялт илчĕ те сиксе
каллех
çухалчĕ.
Тĕттĕм.
Аслатийĕ кăна
кăлтăр-кăлтăртатса
малалла кустарчĕ.
Тĕттĕм.
Сĕм-тĕттĕм.
ĕмĕрсен çумăрĕ
ĕнтĕркет,
çĕр туртăмне пăхăнса
шăм-шака ислетет.
Тӳпери сасăсем,
ăçта эсир,
ăçта çухалтăр?
Çутал, тĕнче.
Çутал!
Ял-л!
ялтăрчĕ тĕнче шăналăкĕ,
яр-р уçăнчĕ хура чаршав.
Чарăнман-ха
шав.
Леш вĕçĕнче те,
ку вĕçĕнче
чанклатать
Утсем пĕр кĕçенсе
чун сăрличчен
тулхăраççĕ,
çынсем
урса харлатаççĕ,
Аттила йĕкĕчĕсем
Рим тусанне
çăта-çăта
уххисене
карăнтараççĕ,
Европăна
çуй кăтартаççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...