Тăна кĕни


Ан сехĕрлен,

Тархасламастăп.

Мĕншĕн йĕрлен?

Асăрхамастăп.

 

Эп саншăн мар,

Сисет ман чунăм.

Эс маншăн мар,

Юрату — туйăм.

 

Мĕнле çаплах

Пулса-ши тухрĕ?

Сăлтавсăрах

Куççулĕ юхрĕ.

 

Суя çăтмах

Пĕр каçлăх çеç вăл.

Суя сăмах

Пурнăçшăн савăл.

 

Кӳрентерме

Ытла та çăмăл.

Кӳрентерсен —

Аманĕ кăмăл.

 

Туйăм ăшши?

Ăнлантăм, çитĕ!

Пурнăç тĕшши

Тусанпа витĕ.

 

Ан сехĕрлен,

Çулна пулместĕп.

Халь йăлт пĕлен —

Сана кӳлместĕп.

 

Хам айăпа

Эп йышăнатăп.

Пурнăç-шăпа —

Тӳре. Шанатăп.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: