Ылтăн йăмра
Ĕлĕк-авал, унтанпа вăхăт пин çултан та ытларах иртнĕ пулĕ, Чăваш çĕрне инçетри пĕр патшалăхран элчĕсем килнĕ тет.
Вĕсем килнин сăлтавĕ мĕнре-ха? Инçетри халăхсем Аслă Атăл тăрăхĕнче нумай тĕрлĕ йывăç ӳснине илтнĕ. Çавăнпа нумайăшĕ çакна хăйсен куçĕпе хăйсем курасшăн пулнă, çав йывăçсен хунавĕсене илсе кайса хăйсем патĕнче ĕрчетесшĕн пулнă.
Элчĕсем — вĕсем виççĕн пулнă — Чăваш çĕр-шывĕ тăрăх нумай çӳренĕ. Ытларах вĕсем вăрмансем курса çӳренĕ тет. Курнă-илтнĕ йывăç ячĕсене — патша тарçи пулăшнипе — çыра-çыра илнĕ тет, ӳкере-ӳкере илнĕ тет. Хăйсен çĕр-шывне илсе кайса ĕрчетмелли «йывăç-кучченеç» шыранă тет.
Вĕсене йăмра йывăççи питĕ килĕшсе кайнă тет. Тураттисене хуçса илме пуçланă тет. Вара Чăваш патша тарçи çапла каланă: «Ку — чăваш йăмри. Йăмра пирĕншĕн чи хакли, сире эпир унăн пĕр туратне те параса яма пултараймастпăр. Мĕншĕн тесен, чăваш йăмри чăваш халăхне, чăваш ялне çак çулччен упраса хăварма пултарнă».
Çавăнпа та йăмра Чăвашра çеç ӳсет пулĕ тесе шутлатпăр.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...