Телей кайăкĕ


Паян çанталăк питĕ ăшă. Пĕтĕм чĕрĕ чун вĕри хĕвелтен тарса пытаннă. Йывăç çулçисем тахçанах çумăр курманнипе пĕркеленсе ларнă. Уй варринче кăшман çумлакан Çеруш та темиçе хутчен çывăхри хурăнлăха пăха-пăха илчĕ. «Çак йăрана çумласа тухатăп та рашчана кĕрсе çырла çиетĕп», — тесе шухăшларĕ вăл.

Çеруш салтакран таврăнни шăп та икĕ çул çитрĕ, анчах ун пичĕ çинчи салхулăх çаплах иртсе каймасть-ха. Хăйне, салтакран таврăнаканскерне, Канаш станцине машинăпа кĕтсе илме тухнă ашшĕпе амăшĕ аварие лексе вилни асĕнчен тухмасть унăн. Çеруш хăйне айăплă туять. Килти ĕçсене туса чунне йăпатать вăл: выльăх пăхать, пахча ĕрчетет… Аллинчи сехетне нихăçан та салтмасть. Ашшĕ парни-çке вăл.

 

Ĕçлесе ываннă Çеруш хурăнлăха канма кĕчĕ. Çырла таткаласа çирĕ. Вăрманти сас-чӳ темле чаплă кĕвĕ пек тыткăнларĕ ăна. Çеруш курăк çине ларчĕ те тутлă шăршăллă хурăн çумне тĕршĕнчĕ. Сехетне салтса тĕрĕслерĕ, унан хитре циферблатне ачашласа илчĕ. Вăрман кĕввипе киленсе куçне хупрĕ.

Çак вăхăтра Çеруш аллинчи сехете такам туртса илчĕ. Шартах сиксе ура çине тăчĕ Çеруш. Мĕн пулнине ăнланаймасăр йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Çывăхри хурăн туратти силленчĕ, унта темĕскер йăлтăртатса илчĕ. Çеруш вара хурăнлăхран темле хитре хӳреллĕ кайăк вĕçсе тухса кайнине курчĕ. Çил пек вĕçтерчĕ ача кайăк хыççăн. Сехете ӳкерсе хăварасса шанчĕ, анчах кăлăхах. Çирĕп тытса пырать иккен кайăк сехете. Кайăк ялалла çул тытрĕ, ялтан Çавал хĕррине. Çеруш ывăнчĕ пулин те парăнмарĕ. Ашшĕн сехетне тем пулсан та каялла тавăрасшăн пулчĕ. Кайăк вара Çавал хĕрринчи пысăк йăмра çине пырса ларчĕ. Çерушăн сехетне çирĕп турат çине çакса хучĕ. Çамрăк каччă йăмра çине хăпарасшăн пулчĕ. Кайăк вара йăмрана таккарĕ те, йăмра пысăк та илемлĕ кермен пулса тăчĕ. Кайăкĕ хăй — питĕ илемлĕ пике. Ку кайăкĕ телей кайăкĕ пулнă. Вăл телейсĕр те кичем çынсене пулăшнă. Вĕсене хăйĕн тĕнчине илсе кайнă.

Çеруш пикене питĕ кăмăлларĕ. Унпа калаçсан ун чунне çăмăлрах пулса кайрĕ. Тĕнче те илемлĕрех пек туйăнчĕ. Ача пичĕ çинче кулă çиçсе илчĕ. Вăл вара илемлĕ керментех юлма килĕшрĕ. Илемлĕ кайăк пикепе çемье çавăрчĕ. Ашшĕн сехетне вара аллинчен вĕçертмерĕ.

Халĕ вĕсем çынсем умĕнче кайăксем пек çеç çӳреççĕ. Салхуллă тата шанчăка çухатнă çынсене телейлĕрех пулма пулăшаççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2013-11-12 19:38:21):

Шухăш уçăмлах мар: телей кайăкĕ пике пулса тăни килĕшмерĕ. Телей кайăкĕн пĕр çынна çеç телейлĕ тумалла мар пуль...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: