Вилес кунĕ çитнĕ шăнасеем...


Вилес кунĕ çитнĕ шăнасеем

чӳрече кантăкĕ çине çапăнса

хаяррăн çухăраççĕ,

ним тăвайман енне, мана,

сăвă çырма ларнăскере,

çатăр çыртса, кăштах лăпланаççĕ.

Кĕрхи ултав кулăллă хĕвел

сивĕ пӳрт чӳречинчен курăнсан

каллех пуç хĕрлĕн

çутталла сирпĕнеççĕ,

кантăк çине çапăнса

месерле кайса ӳкеççĕ.

Тăна кĕрсен,

хăйсен шăписемпе çырлахнăн,

пĕрене çурăкĕсене

кĕрсе пытанаççĕ.

…Ыран-паян

пĕрремĕш шăн пулать.

 

6.09.1977.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: