Юхан шыв...


Юхан шыв…

юхан шыв юхать…

юхан шыв юхать те юхать,

таçтан тухать те тухать.

Пĕр шăнкăртатать, кĕрлет те тулхăрать –

юхан шыв юхать.

 

Шыв тĕлне

шăрăхра ăш хыпнийĕ тухать –

йĕкĕр ывăçласа ăшне кантарать,

шыв тĕлне

тӳрĕ çул шыраканĕ тухать –

çиллине шăнараймасăр

сурса-ылханса хăварать.

Юхать юхан шыв,

никама итлемесĕр юхать.

 

Поэт чĕри…

поэт чĕри, эс мар-и юхан шыв,

кала, эс мар-и юнсене

пĕр канăçа пĕлмесĕр хăвалан,

пĕр ерипен юхан, пĕр ейĕве яран,

тан таппине авăрсене пĕтĕрттерен?

Кала, эс мар-и вăл

пăхăнманлăхупа çунатăн,

поэт чĕри?

 

Шурă çӳçлĕ...

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

Шурă çӳçлĕ сăрт-ту шухăшлать,

темскер çинчен шутлать те шутлать

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

 

Ту тĕлне

ăмăрт кайăк чĕреллĕ çӳревçĕ тухать –

çулсăр-мĕнсĕр васкать,

çӳлелле ăнтăлать,

ту тĕлне

туя тытнă шур сухал тухать –

яшлăхне ас илсе

чĕрине хытарать,

ту тĕлне

çӳллĕшрен чунĕ çук çул çӳревçĕ тухать –

каялла чакать.

Ларать сăрт-ту,

мăнаçлăн ларать.

 

Поэтăн шухăшĕ...

поэтăн шухăшĕ, эс мар-и çав сăрт-ту,

кала, эс мар-и çынсене

хăв тӳпӳне çитме чĕнетĕн,

ирхи тĕтрен, шур пĕлĕтĕн юхатăн,

çĕр чĕтретсе кĕмсĕртететĕн те

чăл-пар вататăн?

Кала, эс мар-и вăл

мăнаçлăха çĕклетĕн,

поэтăн шухăшĕ?

 

Юхать юхан шыв,

юхан шыв

ту çинчен юхать,

шăнкăртатать, кĕрлет те тулхăрать,

мăнаçлă чулсене çăвать.

Эй, пăрăнăр!

Сăрт-ту çинчи юхан шыва

мехел çитмен, çитмен чарма.

Шарла,

кĕрле,

чул хыççăн чул эс çу!

Мăнаçлă сăрт-тăва

ан пар,

ан пар эс мăкланма!

ăнлан,

чĕре пăлханăвне

эп юхăмра кăна куратăп,

ăна хăватлатма

мăнаçлă сăрт-тусем шыратăп.

Юх, юхан шыв!

Çĕклен, сăрт-ту!

Эсир пур чух манра

Поэзи пур!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: