Анна аппа
1
Ăçта кăна вĕри ĕç пултăр —
Унта çĕклен эс ял-йыша;
Унта эс çыхнă хĕрлĕ тутăр
Хăмач ялав пек ялкăшать.
Ăçта кăна çитетĕн эсĕ —
Унта тĕнче илемлĕрех.
Унта чĕрепеле ĕçлеççĕ
Унта чула та чун кĕрет.
Ăçта тулли вăйпа сывлать çĕр,
Ăнса ӳсет колхоз тырри —
Унта эс, пирĕн председатель,
Ял-йышăн çулăмлă чĕри.
Çавăнпала сана чĕнĕççĕ
Ватти-вĕтти те пĕр ятпа:
— Пуриншĕн те тăван эс, — теççĕ, —
Пӳришнĕн те — Анна аппа!..
Çав пысăк чыспала хисепшĕн
Пуçларăм эп те сăввăма.
...Иртнисене аса илсессĕн —
Ӳнта хĕн-хурĕ сахал мар.
Хĕвелсĕр, тĕксĕм тĕнче тăрăх
Тупă сасси кĕрленĕ чух,
Пĕр çултискер, эс юлнă тăлăх,
Ютра пуç хунă сан аçу.
Çак хуйхăра вара аннӳн те
Вĕри, тăварлă куççульпе
Сасартăк куç çутийĕ суннĕ
Çӳлти çут çăлтăр сӳннĕ пек.
Чӳречерен сив çилĕ вĕрнĕ,
Пĕр вĕçĕм йынăшса çинçен.
Чун татăлас пек эсĕ йĕрнĕ
Хутман сив кăмака çинче.
Телей тени мĕскер иккен вăл, —
Ăна кĕтмен эс пĕлессе...
Курман куçпа аннӳ тинкернĕ
Малти пĕр тĕксĕм кĕтессе.
Чун усрамалăх çăкăр ыйтнă
Вăл хăйĕн чĕмсĕр турринчен.
Тискер тĕнче асапĕ выртнă
Ун типшĕм хулпуççи çинче.
Ун кĕллине илтмерĕ турă,
Памарĕ çăкăр пиллере...
...Кĕçех мĕнпур Россия тăрăх
Çил-тăвăл кайрĕ кĕрлесе.
Вăраннă халăхăн телейĕ
Çĕкленчĕ çутă та таса.
Сирĕн пӳрте Этем телейĕ
Çав кун çеç кĕчĕ çуталса.
Тĕп пулчĕ ĕмĕрсенĕн терчĕ,
Тасалчĕ кив тĕнче шăрши.
Сана чипер пăхса ӳстерчĕç
Комсомолпа тăван çĕршыв.
Ял çыннисем шалт тĕлĕнтерчĕç:
Хĕлле хай çĕрĕ-çĕрĕпе
Пĕр сирĕн пĕчĕк чӳрече çеç
Çунатчĕ чĕрĕп куçĕ пек.
Тайлăк сĕтел çине пуç тайнă —
Лараттăн Ленин томĕпе.
Çапла эс çутă ăс пуçтарнă
Утмашкăн пурнăç çулĕпе.
Сан пуçăнта çапла вăраннă
Пĕр çирĕп ĕмĕт те пĕр шут:
«Ан тив, пурнăçăмра яланлăх
Ман тивĕç пултăр — кĕрешу».
Сан чĕрӳнте çак шухăш чĕрĕ,
Эс пиçĕхрĕн кĕрешӳре.
Эс, халăхăн сăпайлă хĕрĕ,
Çӳретĕн пысăк хисепре.
Ăçта кăна вĕри ĕç пултăр —
Унта çĕклен эс ял-йыша;
Унта эс çыхнă хĕрлĕ тутăр
Хăмач ялав пек ялкăшать.
Çавăнпала сана чĕнеççĕ
Ватти-вĕтти те пĕр ятпа:
— Пуриншĕн те тăван эс, — теççĕ, —
Пуриншĕн те — Анна аппа!..
2
Ялсемĕр пирĕн пулнă тĕттĕм...
Пулас кунçул çути çинчен
Çамрăксене эс вĕрентеттĕн
Вăрăм хĕлти улахсенче.
Хирти Шăхранăн юрĕ айĕн
Янратчĕç çĕнĕ юрăсем.
Комсомола çав хĕл чылаййăн
Кĕрсе вăй илчĕç çамрăксем.
Кунта тата, пĕччен те хăрăк
Хуçалăха юсас тесе,
Тăван Мускав ăс панă тăрăх
Колхоз пуçарчĕç чухăнсем.
Ĕçленĕ ĕмĕр — ларнă выçă...
Çитет! Пĕрле пухар хăват! —
Çак шухăшпа пур чухăн пычĕ
Вĕри те шавлă пухăва.
Анчах çав вăхăтра çӳретчĕ
Ламран лама усал элек:
«Колхоз тени — эсрел тивлечĕ,
Тур çырнипе вăл пĕтмеллех...»
Таçтан тухса çак ирсĕр сасă
Саланнă килĕрен киле...
Анна малтан пĕр шарламасăр
Сăнанă, тĕшмĕртнĕ хуллен.
Чĕрипеле вăл сиснĕ, курнă:
Ялта ĕçлет хаяр тăшман.
Чукмар таврашĕ шăппăн урнă,
Чукмар таврашĕ çывăрман.
Пуян Чукмар çиллес шăртланнă,
Ял тăрăх сарнă ирсĕр сас.
Хăй йышĕпе вăл каварлашнă,
Чӳречине кĕççе карса.
Леш кашкăр терĕш тискер кайăк
Уй урлă шăршă сиснĕ пек,
Хăй пĕтессе вăл пĕлнĕ лайăх,
Нăш-нăш шăршланă сăмсипе.
Кулак урипеле те туйнă:
Çунать-çке çĕр ун айĕнче.
Çунать вăл пĕтĕм шанчăк çуннăн,
Пĕтес пек кĕç-вĕçех тĕнче.
Тăшман çапах та ĕмĕтленнĕ
Алрах тытмашкăн çав çĕре.
Вăрçа тухма вăл хатĕрленнĕ
Кĕçĕр тесессĕн кĕçĕрех.
Тăшман шăлне шатăртаттарнă,
Хăйранă вăрттăн асавне.
Мĕнпур пек хурăнташ-тăванĕ
Пуçтарăннă Чукмар патне.
Кĕрхи каç тĕксĕм те ултавлă...
Кашни юпа, кашни мĕлке —
Сĕм-тĕттĕмре пĕлместĕн — кам вăл? —
Тухса тăрать тăшман пекех.
3
Пĕр ир Анна аппа васкавлăн
Урампала иртсе пырать.
Правлени тĕлĕнче тем халăх
Йĕркесĕр кĕрлесе тăрать.
Анна илтет:
— Тĕп пултăр! Çитрĕ!
— Çук, ĕç тухмасть колхозпала!
— Кăшт пурăнсах чуна шалт витрĕ!
— Саланмалла!
— Салатмалла!
Анна курать: кун пек хаяррăн
Кăшкăрашаççĕ пурте мар.
«Асли» паллах кунта — Чукмаров,
Ялти леш кăкламан тымар.
Тунта тек тытăнса тăмасăр,
Анна правление кĕрет.
— Мĕскершĕн лашана памастăр? —
Пĕри кунта та çихĕрет.
Ял-йыш капла иккен çĕкленнĕ,
Юнав та пур ун сассинче.
Эртелпе çырнă заявлени
Вырта парать сĕтел çинче.
Пĕр татăк хут. Ăна тĕрленĕ
Йĕри-тавра алă пусса:
«Чипер юл, сыв пул, правлени,
Эпир тухатпăр колхозран...»
Анна аппа тытса вуларĕ, —
Кам ĕçĕ — йывăр мар пĕлме.
Кунта та курчĕ вăл Чукмарăн
Сайра та сарăхнă шăлне.
4
Тăшман — чее те сăхă тилĕ —
Ĕçлет-мĕн çурăм хыçĕнчех.
Тăрса юлать шăп çичĕ килĕ
Кайри Шăхран колхозĕнче.
Анна аппа, тек чăтаймасăр,
Ĕçе хăй аллине илет.
Шăп çавăн чух ăна пĕр саслăн
Суйлаççĕ председателе.
Ăçтан пуçлас? Шухăшламашкăн
Аннан халь вăхăт çук питех.
Вăл инкесен йышне пухасшăн,
Вĕсем, тен, кĕрĕç ӳкĕте?!.
Ыра пĕлмесĕр, кунĕн-çĕрĕн
Инкесемпе вăл калаçать:
— Текех ăнланмалла-çке сирĕн
Чăн ирĕклĕ çĕн пурнăçа! —
Вĕсем, тен, чăн та ăнланаççĕ,
Куçран пăхаççĕ тĕмсĕлсе.
— Анчах та пирĕн тем калаççĕ,
Тем шут тăваççĕ арçынсем?!.
Арçыннисем те, пĕр кулмасăр,
Чĕлĕмсене чеен ĕмсе,
Калаççĕ: «Хиреçсе тăмастпăр,
Анчах тепле-çке арăмсем?!.»
Çапла хĕрарăмĕ, арçынă
Куçран пăхаççĕ пĕр-пĕрне.
Анчах кашни-пĕри хăй тĕллĕн
Утăм тумашкăн именет.
Кунсем шав малалла тапаççĕ...
Çуракине кĕç тухас чух
Пĕтсе çитет выльăх апачĕ,
Утсем те япăх, вăрлăх çук...
5
Умра — пĕрремĕш çураки.
Анна, хăюллăнрах!
Сан аллунта — колхоз шăпи,
Ял шанчăкĕ санра.
Килсе капланнă пур ĕçе
Татасчĕ паянах.
Çуна кӳлсе Анна вĕçет
Иркӳлĕм района.
Таçта çитсе те перĕнет,
Кĕрет пур кукăра.
Кăçал акмалăх вăрлăхне
Район тупса парать.
Çамки çинчи тарне шăлса
Тăвать вăл кирлине.
Анчах çаплах хыпалансах
Юлать вăл çĕрлене.
Хуралнă тăкăс çулпала
Хуллен утать лаша.
Вăрлăх илмешкĕн каймалла
Ыран ак Канаша.
Çул пăсăлать. Çул кунсерен
Тăкăсланса пырать.
Кăнтăр енчен ăш çил вĕрет,
Хăмшăлтарать юра.
Юр йывăррăн сывла-сывла
Пусăрăнсах кĕрет.
Каç сĕмĕ пур енчен ытла
Хупланă уй-хире.
Арантарах утать лаша,
Хуллен шăвать çуна.
Ĕç-пуç пирки шухăшласа
Пырать, чĕнмест Анна.
Чĕнмест Анна, сисмест Анна,
Унтан хайхи пăхать:
Çил-тăвăл пек хыçлă çуна
Ума килсе тухать.
Шур пăс та кăпăк сирпĕнет
Умри ут сикнĕçем.
Пырса çапаççĕ пĕр-пĕрне
Çуна кĕреслисем.
Лешсен çунийĕ вăркăнать
Сасартăк ӳпнелле.
Анна кунта ăна-кăна
Тин тавçăрса илет.
Улма-чăпар урхамаха
Пит çăмăл паллама.
Лешсем йăваннă сулнăка,
Çĕрте аппаланаç.
Анна халь курчĕ куçăнах,
Ăнланчĕ уççăнах:
Ӳпне йăваннă çав çуна
Чукмарăн-мĕн чăнах.
Анна кунта, çук, тĕлĕрмен, —
Курать: ĕç ырă мар...
...Çул çинче кĕтсе илме
Тухнă-мĕн Чукмар.
Анна çакă хушăра
Тăчĕ те ура çине,
Çурăм тăрăх пушăпа
Туртса çапрĕ лашине.
Лаша вирлен вирхĕнчĕ,
Калăн — арçури.
Хыçран сасă илтĕнчĕ:
— Чим, шуйттан чури!..
Çавăнтах пăшал сасси те,
Тĕлсĕр-пилсĕр аслати пек,
Кĕрлесе каять.
Хăвалать Анна утне,
Хăй вăр-вар çуна тĕпне
Лăпчăнса выртать.
Сиккипе чупать лаша,
Çурать тĕксĕм сывлăша
Икĕ еннелле.
Шартлатать каллех пăшал,
Анчах пуля йăнăшать —
Лекеймест тĕле.
Шиклĕхе Анна манать,
Вăл сиксе тăрать самант,
Каялла пăхать.
Анчах урнă урхамах
Пӳлĕнсен те самаях,
Пурпĕр хăвалать.
Парăнмасть Анна лаши те,
Шăхăрать çил пĕкĕ витĕр,
Хытă пынăçем.
Питĕ тĕттĕм çурхи каçĕ...
Кĕç ак курăнса каяççĕ
Йăлтăр çутăсем.
Яла çитнĕ-мĕн Анна,
Вăхăт лав çинчен анма...
Ак колхозăн килĕ-çурчĕ,
Акă — ăш вите...
Урнă кашкăр тăрса юлчĕ
Тĕксĕм уй-хирте.
6
Тепĕр кунне ял ир вăранчĕ,
Ун куçĕ уçăлчĕ тинех.
Кĕçех Чукмар кулак ăсанчĕ
Соловкине.
Çурхи хĕвел хавассăн пăхрĕ,
Хура тĕтре сирĕлнĕ пек.
Çуракине ял-йышĕ тухрĕ
Пĕр эртелпе.
Çурхи тӳпе сенкер те тăрă,
Хирте вĕри ĕç тапранать.
Йăрансăр анлă уй-хир тăрăх
Утать Анна.
7
Тӳлек-тӳлек сад пахчинче,
Мĕнпур ял-йышĕ умĕнче
Колхозăн чаплă бригадирĕ
Вĕри сăмах ак хускатать:
— Верховнăй Совета халь пирĕн
Суйламалла кунтан чи çирĕп,
Чи пултаруллă депутат.
Ĕçлетĕр халăхшăн вăл хытă
Пире ан мантăр ĕмĕрне.
Тĕп Мускава çитерсе пытăр
Ялтан пур халăх ĕмĕтне.
Çитертĕр тĕрĕсех унтан та
Вăл аслă парти шухăшне.
Нихçан та ан мăнкăмăллантăр,
Ан путтăр вак-тĕвек ăшне.
Ыранхине паян вăл куртăр,
Çĕршыв пире çапла чĕнет! —
Кунта хайхи куç хыврĕç пурте
Михайлова Анна çине.
Ун чĕрине хĕвел пек витрĕç
Чи кăмăллă куç çутисем.
Вăл — хура куçлă, чĕкеç питлĕ —
Кулса тăрать, хĕпĕртесе.
Ăçта тулли вăйпа сывлать çĕр —
Ăнса ӳсет колхоз тырри —
Унта эс, пирĕн председатель,
Ял-йышăн çулăмлă чĕри.
Çавăнпала сана чĕнеççĕ
Ватти-вĕтти те пĕр ятпа:
— Пуриншĕн те тăван эс, — теççĕ, —
Пуриншĕн те — Анна аппа!..
Вара вăл шухăшлăн, йĕркеллĕн
Вĕри сăмах çĕкленнĕçем,
Анна аппашăн ал çĕклерĕç
Хирти Шăхран ял çыннисем.
Ĕçлетĕр вăл, шанатпăр терĕç
Хамăр ӳстернĕ Аннана! —
Çак ят чи ырă хыпар евĕр
Саланчĕ пĕтĕм таврана.
Вара пĕр харăс ĕçе тухрĕç
Хĕрӳллĕ агитаторсем.
Вара çĕкленчĕ пĕтĕм округ,
Аннашăн сасăлас тесе.
Шупашкартан хаçат та çитрĕ.
Анна аппа çав хаçатра —
Хурлăхан куçлă, чĕкеç питлĕ —
Вăтаннă пек кулса тăрать.
Анна аппа, Анна аппаçăм,
Çав кунсенче эп те санпа
Пит ыррăн тĕл пулса калаçрăм,
Мухтарăм çак поэмăпа.
Пуриншĕн те чăн-чăн юлташ эс,
Суйлав кампани ӳснĕçем,
Санпа куçран курса паллашрĕç
Пур таврари суйлавçăсем.
Анчах сана унччен те пĕлнĕ,
Ялан эс пысăк хисепре.
Пирĕн пекех эс тивĕç илнĕ
Тухса ялти хура пӳртрен.
Пирĕн пекех куçна эс уçрăн,
Тинкертĕн малалла инçе.
Пирĕн пекех хăюллăн ӳсрĕн
Çĕршыв хĕвелĕ ăшшинче.
Эс çитĕнтĕн, эс алла илтĕн
Чи пысăк та вĕри ĕçсем.
Сана тĕлленĕ кантăк витĕр
Кулак обрезĕн кĕпçисем.
Çапах, çапах пĕр хăрамасăр
Эс ӳсрĕн халăх ĕçĕнче.
Сана, çĕрле çула тухсассăн,
Тăшман йĕрленĕ çул çинче.
Сана тăшманăн сив тăхланĕ
Пайтах сĕмленнĕ пĕтерме;
Пайтах сана вăл хăваланă,
Анчах нихçан та çитеймен.
Тăшман шăртланнă, хаярланнă,
Пытарайман хăй ăншăртне.
Вăл сан çуртна тĕртсе çунтарнă,
Çунтарнă халăх çурт-йĕрне.
Тыр-пул ăшне шалча вăл çапнă
Колхоз машинине ватма.
Çăла вăл наркăмăш та сапнă
Мĕнпур чĕр пурнăçа татма.
Çапла пайтах вăл сăтăр турĕ,
Пире хаяррăн тавăрса.
Анчах ăна хăйнех истори
Хăварчĕ варалла вăрса.
Кĕрешӳре эс ӳсрĕн çирĕп,
Анна аппа, колхоз чĕри.
...Ахальтен мар-çке бригадирăн
Сăмахĕ пулчĕ пит вĕри.
Ахальтен мар сана чĕнеççĕ
Ватти-вĕтти те пĕр ятпа:
— Пуриншĕн те тăван эс, — теççĕ, —
Пуриншĕн те — Анна аппа!..
Мухтавлă пултăн ахаль мар эс,
Чысу çĕкленĕ сан татах.
Пур халăхпа сана суйларĕç
Пĕр кăмăллăн депутата.
Халь акă уй-хирпе пыратăн,
Утатăн кăмăллă кăна:
Сан умăнта ултă бригадăн
Тырри мăнаçлăн хумханать.
Хумхантăр, тинĕс пек çĕклентĕр,
Тырпул паха-тăк — кун аван.
Хальччен кунта хуркайăксем те,
Çара çĕре, канма ларман.
Хумсем инçе-инçе каяççĕ...
Ак эс уй тăрăх пынăçем
Сана ыр суннăн пуç таяççĕ
Парка, сĕтеклĕ пучахсем.
Путенесем те харăс-харăс
Çунат çапаççĕ пикенсех.
Ав, умлă-хыçлă иртсе кайрĕç
Çӳл тӳпере самолетсем.
Пурте вĕсем сана калаççĕ
Çак çĕкленӳллĕ самантра:
— Сана ӳстернĕ Совет влаçĕ,
Ĕçле эс Аслă Советра!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...