Каçару
Пĕлетĕп, тăшман эсĕ маншăн,
Пĕлетĕп, эп саншăн тăшман.
Пĕлетĕп, çул хупă тăшманшăн,
Уçмашкăн ăна тăрăшман.
Çур ĕмĕр иртсен тин ăнлантăм
Кун пек пулмалла маррине.
Ăнлантăм та питĕ хурлантăм, —
Кĕтме шанчăк çук ыррине.
Çĕр Чăмăрĕ лысăк та анлă,
Пурне те кĕтес çитмелле.
Этем этемпе тус-тăванлă
Пулма, лурăнма пĕлмелле.
Санран каçару эп ыйтатăп:
— Каçар, пултаратăн пулсан!..
Чăпар пуçăма эп таятăп,
Ăшра йывăр шухăш юлсан.
Мана çак шайран ăнлансассăн,
Ыйтсассăн, ман пек, каçару, —
Паян эп сывламăттăм ассăн,
Ку пулĕ — паха пуçару.
Ун чух тăшман мар эпĕ пулăп, —
Çулти тус-тăван та юлташ.
Туспа юлташ пур чух çын — Улăп,
Ютри те сана хурăнташ.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...