Çулçă
Юлашки салампа кам ал сулчĕ?
Мĕн каласшăн мана кĕрхи çулçă?
Сар çăкалăх çӳçне çил турать.
Йӳнчĕкле авăнать те турат —
Сăпкара ярăнтарнă пек шухă
Çулçăсем вылянмаççĕ пĕр хушă,
Хумханаççĕ мана ал сулса...
Эп тытатăп хуллен пĕр çулçа.
Сарăхса хулăмланнă ун сийĕ.
Витĕр çапнă ăна кĕрхи сивĕ.
Ал тымарĕ пекех, куртăм ак,
Шăнăрсем,..
Халь те симĕс, кăвак.
Ирĕн-каçăн çулла çавсем тăрăх
Тăпрари сĕткен чупнă тăп-тăрă.
Шевлене çулçă илнĕ ывçа,
Парса тăнă чĕр вăй йывăçа.
Акă халь юлашки хут ал сулчĕ.
Вăхăт кайрĕ пулас хĕл енне.
Симĕс шăнăрлă çулçă, ах çулçă,
Асилтертĕн аннем аллине.
Jean-Marie Camille Guérin (2021-01-08 10:57:00):
Илемлĕ. Çанталăк хĕл енне сулăннă чухнехи тунсăха питĕ уçăмлăн палăртать