Мĕскĕн


Автан авăтать, тул çутăлать,

Хĕвел тухать, ăшăтать.

Çурхи тĕнче уçăлать,

Симĕс кĕпе тăхăнать.

Курăк-чечек чĕрĕлет,

Вĕçен кайăк хĕпĕртет,

Йăва тума тытăнать,

Ирпе каçчен тăрăшать.

Этемми те савăнать,

Уя тухма хусканать,

Суха пуçне хатĕрлет,

Сӳрине те тӳрлетет.

Манăн анчах калăм çук:

Тырă акма çĕрĕм çук,

Суха тума лашам çук,

Сăмах хушма никам çук.

Савнă арăм масарта,

Ывăлăм та çавăнта.

Ай-хай пуçăм, ман пуçăм,

Кама калам хуйхăма?

Мĕнпур мулăм — хура пӳрт,

Атте-анне пиллĕхĕ,

Пĕр кушак та пĕр йытă, —

Пĕрле тĕнче кĕтетпĕр.

Çăкăр пирĕн пĕрмай мар:

Паян пур та ыран çук.

Пиртен пуян ялта кам? —

Шырасан та тупас çук.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: