Улăxра
Хĕвел анас умĕн çывăхри вăрманта куккук виçĕ çаврăм авăтса илчĕ те шăпланчĕ. Хĕрсем те ĕнтĕ ку вăхăта ферма ĕнисене суса пĕтерчĕç.
— Илтрĕн-и, Марье? — терĕ хĕрсенчен пĕри, чечеклĕ шурă тутăр çыхнă пуçне вăрман еннелле сĕлтсе.
Тулли сĕт витрине пушатма васкаса утакан. Марье, çинçе пӳ-силлĕ, ачалларах пит-куçлă хĕр, тăпах чарăнса тăчĕ.
— Мĕнччĕ çав, Лисук? — ыйтрĕ вăл тĕлĕннĕн, Лисукăн чăмăркка та хĕрлĕ сăнĕ, вăрман витĕр юлăшки хĕвел пайăрки ӳкнипе-ши е хăй темшĕн питĕ хĕпĕртенипе, татах та ытларах хĕрелсе çуталнăн курăнать. Унăн тĕксĕм хура куçĕсенче ылтăн хĕлхем çиçет.
— Куллен сăнатăп, — терĕ Лисук, пĕр-пĕр вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек пăшăлтатса. — Куккук, авă, леш çӳллĕ хурăн çине ларать те хĕвеле авăта-авăта ăсатать. Тĕлĕнмелле, тупата!..
— Асăрхаман, — ирĕксĕртереххĕн кулса илчĕ Марье. — Куккукăн ĕçĕ çавă ĕнтĕ — авăт та авăт...
Хĕр-тусĕ умĕнче вăл урăх тытăнса тăмарĕ, витрери сĕтне учетчика виçтерчĕ те бидона пушатрĕ.
Мĕн пулнă Марьене? Ытти чухнехи пек кулкаламасть, сăмахламасть. Куккук авăтнине итлеме кăна мар, Марье паян хăй мĕн чухлĕ сĕт сунине те шутласа пăхмарĕ, кун пирки учетчикран та ыйтса пĕлмерĕ.
Кĕтӳçĕсем — Якур мучипе пĕчĕк Мишша — ĕнесене картана хупрĕç. Хĕрсем вăрманти йывăç тĕмисем хушшинче кăнтăрлах çурлапа курăк вырса пухнă та халĕ çав курăка ĕнесем умне — валашка çине — хура-хура пачĕç. Ан тив, паниçкесем сĕт лайăхрах антарччăр! Кашниех çапла ĕмĕтленет-çке! Кăнтăрла шăрăх, шăни-пăванĕ те аптăратать. Каç сулхăнĕнче вара ĕнесем умри уçă апата мăшлата-мăшлатах çиеççĕ.
Ĕне фермин «çуллахи лагерĕ» питĕ илемлĕ кĕтесе вырнаçнă. Тӳлек юханшывăн икĕ енĕпе ешĕл улăх-çаран сарăлса выртать. Ăна пĕр тикĕс теме çук. Тĕлĕ-тĕлĕпе вăл улăп алли лартса хăварнă тем пысăкăш такана пĕк айлăмла курăнать, тĕлĕ-тĕлĕпе çав «тăкана» ансăрланать, унтан каллех тикĕсленсе, таçта çитиех сарăлса каять. Сулахай çыран хĕррипе вĕтĕ хăвалăх тăсăлать, хăмăш ашкăрса ӳсет. Хӳтлĕхĕ ытлашшиех мар пулин те, унта карăксемпе текерлĕксем хăюллăнах йăва çавăраççĕ. Хăвалăх хунав вăрманпа пĕрлешнĕ çĕрте вара карăш карăклатни те час-часах илтĕнет. Çур çĕр çитеспе шăпчăксем вăранаççĕ, пĕтĕм тавралăх янăраса кăна тăрать.
Шыври тункатасемпе хăва тымарĕсем хушшинче темĕнле питĕ пысăк çуйăн пулă пытанса пурăнать, теççĕ ял çыннисем. Тытма ăна ялти чи ăста пулăç Якур мучи те паянччен тытаймасть, авă. Курасса çав мăнттай çуйăна нумайăшĕ курнă. Шыв çине уйăх мĕлки ӳксен, çуйăн хăй йăвинчен тухать те уйăх çаврашкине хыпса çăтма хăтланать имĕш. Те чăн ку сăмах, те суя — калама хĕн.
Çуркунне, кашни çул тенĕ пекех, Çавал шывĕ сулахай çырантан ейĕве тухса сарăлать. Кунта колхоз, улăх ути тăвас тесе, выльăх-чĕрлĕх çӳретмест. Фермăн «çуллахи лагерĕ» сылтăм çыранта, ялтан икĕ-виçĕ çухрăмра, вырнаçнă. Чăнкăрах пулнă пирки сылтăм çырана нихçан та шыв илмест. Çапах та кунта çурхи нӳрлĕхпе курăк малтан питĕ сĕтеклĕ ӳсет, çуллахи шăрăх çитсен вара типсе хытăркама тытăнать. Çавна кура, колхоз сылтăм енчи çарана çулсеренех кĕтӳ кĕтме уйăрать.
Вăрман çывăхĕнчи пĕр хӳтĕ кукăра çатан карта тытса çаврăннă, тăррине сайхалăх сарса улăм витнĕ — выльăхсем валли каç выртмалли хӳтлĕх яланах хатĕр. Инçех те мар кĕтӳçсен хурал хӳшши ларать. Унта Якур мучипе пĕчĕк Мишша выртса тăраççĕ.
Çыран хĕррипе кăшт пăварах кайсан, çавăн пек хӳшĕсем татах виççĕ пур. Ку вăл — «Хĕркасси». Ĕне сăвакан хĕрсем ăна хăйсемех çавнашкал кулăшла ят панă. Каç-каç ялти яш-кĕрĕм вăййине кайма ӳркенекен хĕрсем ĕнтĕ çавăнтă выртса канаççĕ. Çумăрлă çанталăкра вара «Хĕркасси» пуриншĕн те шанчăклă хӳтлĕх.
Паян шăрăх çанталăк пулчĕ. Хĕрсем çутă бидонсене тин сунă ăшă сĕт чăп-тулли тултарчĕç те виçĕ лавпа ялти сепаратор пунктне ăсатрĕç. Каç сулхăнĕпе хăйсем шыва кĕме шут тытрĕç. Мĕнех вара! Çывăхра ют çын куçĕ çук-иç! Мĕн вăтанмалли! Çăй та çай, ишк те хихик пуçланчĕ хайхи шывра. Чĕнтĕр çулçăллă хăвалăх хушшипе çепĕç шурă çурăмсем каç сĕмлĕхĕнче йăлт та йăлт кăна çиçе-çиçе илеççĕ. Ăнсăртран тапраннă шăв-шав пĕтĕм тавралăха хускатрĕ, вăхăтлăха шăпланнă кайăксем те йăвисенчен пăр та пăр вĕçе-вĕçе тухрĕç.
Пĕр Марье кăна шыва кĕме анмарĕ. Ăна хăйĕн хĕр-тусĕ ӳкĕтлени кăлăхах пулчĕ.
— Мĕн чĕмĕри? Мĕншĕн юнтаратăн? Мана çиллентĕн-им? — çине-çинех йӳтетет ăна Лисук.
— Ним те мар... Иртсе каять, — лăпкăн çеç хуравлать Марье, ачалла салху куçне аяккалла тартса.
Ытти хĕрсем шыва кĕрсе тухрĕç те ялти вăййа кайма пуçтарăнчĕç. Хĕр ĕмĕрĕ — хĕрĕх кун кăна, ĕмĕре ыйхă чăпти чыхса ирттерес мар-ха, терĕç вĕсем. Хĕрсемпе пĕрле ачаллă инкесем те килĕсене туртăнчĕç. Марье ниçта та кайма кăмăл тумарĕ. Ăна кура Лисук та «Хĕркассинчех» юлчĕ. Тепĕр тесен, Якур мучие каçхи хуралта пулăшни те кирлĕ. Пĕччен чухне, тен, Марье те хăйĕн хуйхи-суйхине пĕр пытармасăрах уçса парĕ?!. Мĕн амакĕ асаплантарать-ши ăна?..
Тавралăха ăшă каç сĕмĕ сырса илчĕ. Хĕвеланăçĕнче кăна пĕлĕт хĕрри сарă пурçăн тĕслĕн çуталса тăрать. Кăшт çӳлерех, шăпах ял тĕлĕнче, малтанхи пысăк çăлтăр курăнса кайрĕ. Хăвалăхра карăш темĕнле канăçсăррăн чăркăшса сасă пачĕ.
Икĕ хĕр, Марьепе Лисук, çырма хĕррине анса, питне-куçне çурĕç те килтен илсе килнĕ апата типĕллех ларса çирĕç.
— Эсĕ, Марье тусăм, тем, Алюшпа хирĕçмен-и? — питĕ асăрханса ыйтрĕ Лисук.
Марье пуçне çеç пăркаларĕ. Алюшпа мĕншĕн хирĕçмелле? Вăл — колхозри чи лайăх шофер, питĕ кăмăллă каччă. Каç-каç Алюш хăех «Хĕркассине» килекенччĕ-ха. Тен, кĕçĕр те килнĕ пулĕччĕ, анчах колхоз валли цемент илме хулана кайнă та — таврăнайман.
— Кала ĕнтĕ, мĕн пулнă сана? — вĕриленмех тытăнчĕ Лисук. — Иксĕмĕр яланах туслăччĕ... Эп санран нихçан та ним пытарман.
Вĕсем хӳшĕ умĕнче лараççĕ. Кĕçех вĕсене пĕлĕт пек вăрăмтуна сырса илчĕ.
— Çыртаççĕ... Атя, кăвайт чĕртер, — терĕ Марье, сăмаха урăх çĕрелле пăрма тăрăшса.
— Çыртакансем пур-ха вĕсем, — шӳтлесе илме пăхрĕ Лисук. — Сана та, ав, тем сăхнă...
«Вăрăмтуна... çын юнне сăхать те сивле чирĕ ертсе хăварать... Çынсем хушшинче те вăрăмтунасем пур-ха... Çунатсăр, анчах хытă çыртаççĕ...» Марьене çак шухăш çӳçентерсех ячĕ. Вĕсем, Лисукпа иккĕшĕ, вăрмантан хăрăк шанкă пухса килчĕç те кăвайт чĕртрĕç. Тĕтĕмĕ çăрарах пултăр тесе, çиелтен чĕрĕ çулçăллă хăва çаппи хуçкаласа хучĕç. Халĕ аван ĕнтĕ!
Те йӳçĕ тĕтĕм каснипе, те кăмăлĕ пăлханнипе Марьен куçĕсем шывланчĕç. Тăвăлса çитнĕ чунне уçмасăр текех тӳсме çук пек туйăнчĕ ăна. Пуç çинчи хуйхă-суйха юлташне каласа парсан, чĕрене çăмăлрах, ара.
— Эпĕ фермăра ĕçлеме пăрахасшăн, — терĕ Марье кӳреннĕ ача сассипе.
— Мĕншĕн? — кăртах сикрĕ Лисук.
— Çынсем питĕ кураймаççĕ...
— Кам? Кама кураймасть? — вĕриленнипе ура çине сиксе тăчĕ Лисук.
— Пур унта...
— Кала! Халех каласа кăтарт! — хĕр-тусĕ умне чĕркуçленсе ларчĕ Лисук. — Унашкал çын та пур-ши тĕнчере?
Марьен кăмăлĕ кăшт лăпланчĕ, вăл вара выльăх кăшманĕ акнă пусăра мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ.
Паян ирхине, ĕне суса пĕтернĕ хыççăн, Марье ытти юлташĕсемпе пĕрле яла каяймарĕ. Унăн ĕçри халачĕпе куллен тыткалакан алшăллийĕ хуралнăччĕ. Марье çавсене çырма хĕррине анса çурĕ те хӳшĕ çине типĕтме çакрĕ. Паянлăха яла каймасан та юрĕ-ха, тенĕччĕ вăл малтан. Сулхăнта кĕнеке тытса вулама та питĕ лайăх. Тинтерех вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ çамрăкăн хут-кĕнекерен татăлас килмест çав...
Анчах Марьен кĕнеке тытса ларасси пулмарĕ. Вăл уй варринче шурă та кĕрен, хĕрлĕ те сенкер тутăрсем вĕлкĕшнине асăрхарĕ. Хĕрарăмсем паян кăшман пуссине çумлама тухнă иккен. Авă, «Беларусь» трактор та васкасах каллĕ-маллĕ кускалать — ретсем хушшине кăпкалатать.
— Кайса пăхам-ха, — терĕ Марье. — Унтан яла та çитсе килĕп. Вăхăт пур...
Урăх пĕр иккĕленсе тăмасăр, вăл аллинчи Чехов кĕнекипех хĕрсемпе инкесем ĕçленĕ çĕрелле çул тытрĕ. Питĕ ырă-çке çав ешĕл хирпе утма! Сылтăм енче тунана ларнă ыраш калчи хййĕн тĕксĕм хумĕсене кустарать. Сулахайра — тулă, сĕлĕ, вир калчисем ашкăрсах хĕвел, патнелле туртăнаççĕ. Маларах кайсан — пурçăн пек ачаш пăрçа тунисем кăтраланаççĕ. Кассăн-кассăн вĕрекен уçă çил кăкăра ыррăн кăтăклантарать. Сенкер тӳпере ывăна пĕлмен тăри хăйĕн ĕмĕрхи кĕмĕл шăнкăравне шăнкăртаттарать. Ытла та кăмăллă-çке ĕнтĕ!
Çут тĕнче илемĕпе киленсе пынă май, Марье кăшман пуссине епле çитсе тăнине те сисеймерĕ.
— Ĕçчен халăха — мухтав! — терĕ вăл, пурне те ырă сунса. — Юрă çеç илтĕнмест сирĕн. Ытти — ытла та хитре...
Пурте хавас кĕтсе илчĕç пек Марьене. Анчах çав самантра пĕр лутакарах пӳ-силлĕ, кӳпшекрех сăн-питлĕ хĕр, Варвари ятлăскер, ытти хĕрсем хушшинчен маларах тухрĕ те, икĕ аллипе пилĕкне икĕ енчен тĕрелесе, Марьене хирĕç пырса тăчĕ.
— Пирĕн юрлама вăхăт çук, — терĕ вăл янкăш сассипе. — Эпир алла кĕнеке тытса çӳреместпĕр...
Марье сасартăк сăнран ӳкрĕ.
— Кĕнеке вăл нимех те мар-ха... ăна... — терĕ Марье лăпкăн çеç. — Анчах сана мĕн çитмест-ши, Варвари?
— Мĕн çитмест? — çухăрса ячĕ лешĕ, тин çеç пăрахнă катмакне аллине тытса. — Ак çак япалана курнă-и эс? Пĕлетĕн-и мĕн ятлă вăл? Катмак, теççĕ ăна, кат-мак! Тракторпа ĕçленçи тăваççĕ-ха тата... Хушшине чĕртерсе тухаççĕ те кăшман кутĕнчи тăпра хыттипех юлать. Чул пек! Пирĕн пур — хул-çурăм суракан пуличчен катмакла! Кунĕ-кунĕпе такка, такка, такка! Акă, пăх-ха, мĕн ку? — Варвари сылтăм ывăç тупанне сарчĕ те Марье куçĕ патнех илсе пычĕ. — Мĕн хăмписем çаксем, э?..
— Чим-ха, Варвари, — ĕнтĕ хăюллăнах пӳлчĕ ăна Марье. — Кунта хăш енчен айăплă вара эп?..
— Хăш енче-е-е-ен? — тата хытăрах тилĕрсе кайрĕ лешĕ. — Çак кăшмана кам валли акнă-ха ăна, э? Сирĕн валли!..
— Эп кăшман çиместĕп-çке, — кулса илме пăхрĕ Марье. —Выльăх кăшманĕ...
— Выльăх кăшманĕ çав! Эп те çиместĕп ăна! — пĕтĕм хире илтĕнмелле янмăштарса кăшкăрчĕ Варвари. — Кашни çулах пусси-пуссипе акатпăр... Ферма ĕнисем валли. Сан ĕнӳсем валли. Апла-тăк — сан валли! Ара, сан ĕнӳсем кăшман тĕшĕреççĕ те сĕт ытларах антараççĕ. Сана — укçа, преми, чап! Акă, катмак тыт та таклаттар! Курăн вара мĕнлерех асаппа алла килет çав укçа!.. Ха, хул хушшине кĕнеке хĕстернĕ те уй курса çӳрет!... Çынсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслет... Тупăннă инспехтăр!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...