Улăxра


Таçтан амакран пĕрхĕнсе тухнă çак мăшкăлтăк шыв пек пăтранчăк сăмах таппине никам та вăхăтра чарса лартаймарĕ. Теплерен тин типшĕмрех сăн-питлĕ Прасук инке майĕпен çеç, анчах пурне те илтĕнмелле сăмах хушрĕ:

— Ах эс, Варвари, — терĕ вăл. — Марьене кăлăхах усал сăмахпа хăртса пĕтертĕн. Хăвна пĕлесчĕ. Ĕçе те кăçал тин йĕркеллĕ туха пуçларăн-иç! Пахчуна касса илесрен хăраса...

— А-а! — сиксе ӳкрĕ каллех Варвари. — Эсир мана çеç куратăр! Кĕнекеллисене курмастăр!..

Чараксăр чĕлхе татах мĕнле наркăмăш пĕрхĕнтерсе кăларнине каласа пама та йывăр. Марье хăйне хăй тӳлек тытайман пулсан, тен, çавăнтах çӳçлешесси те пуçланнă пулĕччĕ?!. Лешĕ Марьене тата темтепĕр каласа кӳрентерчĕ: «Тантăшĕсем вĕренме кайнă... Хулана... Ку пур, фермăна хăйма çиме васканă!..»

Кĕçех шăпăртатса анас пек куççульне Марье аран çеç тытса чарчĕ.

— Кам епле ĕçленине ялйыш хăех курать, — терĕ вăл шăппăн. — Эс, Варвари, маншăн çеç ĕçлетĕн пулсан, эпĕ колхозшăн ĕçлетĕп. Саншăн та, хамшăн та, пуриншĕн те... Çын аллинчи кукăль сăмси пысăках курăнать ĕнтĕ. Атя, пыр та фермăна, ĕçлесе пăх!..

— Хе-ей, ăна унта шанса яма юрать-и? Пĕтрĕ вара ферма!.. Вăл унта, хăй калашле, хăйма çиме анчах каясшăн.

Инкесем Варварие йĕри-таврах хупăрласа илчĕç. Пур енчен те ăна чышкăсемпе юнасах ятлама пуçларĕç:

— Кăшман текелет-ха. Хăй вăл — кăшман тăшманĕ!

— Сӳсленчĕк чĕлхе!

— Сăхă куç!

— Ыйхă чăпти!

Лешĕ тӳсеймерĕ, катмакне хулпуççи урлă çавăрса хучĕ те ялалла таплаттарчĕ.

— Шалăп паратăп! — кăшкăрашать хăй, хир çулĕпе утнă май. — Райкома евитлетĕп! Ха, епле хĕсĕрлеççĕ! Ĕçлеме те памаççĕ!..

Тата тем янăрашрĕ Варвари, анчах унăн пакăç сăмахĕсем, çилпе вĕçсе кайнă пек, кеçех илтĕнми пулчĕç.

Усал çăвар хупланчĕ. Çапах та Марьен чунĕ ыратать... Паçăр тухман куççулĕ халь акă Лисук умĕнче шăпăртатса анчĕ. Нумаях пурăнса курман-ха çĕр çинче Марье. Апла пулин те, хĕр-тусне паçăрхи пăтăрмах пирки каласа кăтартнă май, Марье хăй пурнăçне, «хĕрĕх кунлйх хĕр ĕмĕрне», йăлтах аса илчĕ. Вăл пĕлтĕр кăна-ха вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ. Унăн аттестатĕнче шăкăрах лайах паллăсем. Чăн та, малтан вăл ялхуçалăх институтне кайма ĕмĕтленнĕччĕ. Кайрантарах ку шухăш улшăнчĕ. Пĕр-икĕ çул колхозра ĕçлес, вăй пухас та ăс пухас, терĕ вăл. Тĕрĕс шухăш... Çук, фермăна Марье «хăйма çиме» кайман. Малтанах, ферма юхăнчăк чухне, унта никам та ĕçлесшĕн марччĕ. Ай-яй, йывăр лекрĕ-çке Марьене!.. Хăнăхман алă пилĕк-ултă ĕне сунă хыççăнах ним пĕлми пулатчĕ, пуçĕ те çаврăна-çаврăна каятчĕ. Тĕлĕкĕнче те вăл хăйне ĕне айĕнче ларнă пек куратчĕ. Туртать-туртать ĕне чĕччине — сĕт анмасть... Халь авă ĕнесем кунран-кун сĕт хушса пыраççĕ те, Варвари пек сĕмсĕрсем ăмсана пуçларĕç. Ĕçлесе пăхтăр, ара, мĕн тути калĕ! Хĕллехи шартлама сивĕре те, кĕрхи йĕпе-сапара та Марьепе унăн хĕр-тусĕсем фермăран татăлмаççĕ. Вĕсем çак ĕçе пĕтĕм чун-чĕрине панă. «Хăйма çиме»... — тупнă сăмах.

— Лăплан, Марье, — терĕ Лисук, тусне хăй çумне пăчăртаса. — Кашни карма çăвара тутăр карса хуплаймăн. Варвари вăл мăнтăрпа иртĕхет. Хăй ытлашши ĕçлесе ырханланса юласран шикленет. Алă сул та малалла уттар. Çитес кĕркунне акă вĕренме те кайăн-ха. Эсĕ манăн аслă хĕр, — каллех Марьене, амăшĕ пек, кăкăрĕ çумне тытса пăчăртарĕ Лисук. — Лăплан...

Марье питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ те именчĕклĕн йăл çеç кулчĕ.

— Лăплантăм, ĕнтĕ, чунăм та уçăлчĕ, — терĕ вăл. — Ĕçлесе кăтартапăр-ха эпир Варвари пеккисене!..

— Ара çав, ара! — хаваслантарчĕ тусне Лисук. — Атя, хӳшше кĕрсе выртар. Аттуш çуллахи каç çерçи сăмсинчен те кĕскерех. Кĕçех шурăмпуç çуталса килĕ. Хĕрсем те ялтан таврăнĕç. Выртса канар.

Хĕрсем хӳшше кĕчĕç те çумма-çуммăн пăчăртанса выртрĕç. Чунĕ лăпланнă Марье, ĕнтĕ ача чухнехи пекех, пуçне çемçе утă çине хунă-хуман ырă та тарăн ыйха путрĕ...

...Мĕн ку?.. Марье куçне сасартăк анлă-анлă улăх курăнса кайрĕ. Улăхра — пин-пин чечек. Чечек çинче — сывлăм. Кашни чечек çинче — пĕрер тумлам. Хĕвел тин кăна тухнă-ха. Унăн çутă пайăркисем витерсе илнипе сывлăм тумламĕсем ылтăнăн та кĕмĕлĕн ялкăшаççĕ. Таçтан инçетрен те мар, çывăхран та мар юрă илтĕнет. Питĕ палланă сасă, питĕ палланă юрă.

 

Тăван çĕрĕм-шывăм

Илемлĕ те тулăх.

Ирех сыпрĕ сывлăм

Чечек сарнă улăх...

 

Кам сасси ку? Ăçта илтнĕ ăна Марье?

 

Тавах, çут хĕвелĕм,

Сӳнми кăварушăн!

Тавах, çут телейĕм,

Вĕри юратушăн!..

 

Акă ешĕл вăрман хĕрринче темĕнле çутă-çутă сăн курăнса каять. Пике сăнĕ. Питĕ-питĕ хитре сăн. Вăл Марье патнелле çывхарса килет. Çывхарнăçем илемлĕрех курăнать сарпике. Марье тĕлĕннипе ĕнине сума та чарăнать. Вырăнтан та хускалаймасть. Пике ĕнтĕ питĕ çывăхра. Унăн сăнне лайăхах уйăрса илме пулать. Пике ылтăн тĕслĕрех çырă çӳçне сылтăм хулпуççийĕ çине çивĕтлесе хунă. Сăнĕ таса. Куçĕсем пысăк.

«Чим, ара ку Вера Павловна пулчĕ-иç!» — ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртесе ӳкет Марье.

— Вера Павловна! Вера Павловна! Епле килме пĕлтĕр? Епле çул тупрăр пирĕн чăваш ялне? Килĕрех, килĕр! Маларах иртĕр! — чунтан хавасланса, саламлать Марье инçетрен килнĕ хăнана, анчах унăн сасси тухмасть. Пăлханнипе ĕнтĕ.

Пике малтан йăл кулса илет, унтан калать хайхи, пĕр кулмасăрах калать:

— Эсир ĕнесене халĕ те алăпа сăватăр-çке, — тет. — Эпĕ кунта машинăсем курма ĕмĕтленнĕччĕ. Çутă машинăсем...

Унтан Вера Павловна аллине çăмăллăн çĕклет. Марье куçĕ умне кăн-кăвак комбинезон тăхăннă Алюш тухса тăрать. Марьен савнă тусĕ Алюш! Алексей Сурбанов. Колхоз шоферĕ... Анчах çук!.. Халь вăл шофер кăна мар иккен. Вăл — колхоз механикĕ.

— Ну, Алексей Михалч, — тет ăна Вера Павловна. — Ĕне сумалли агрегата вырнаçтарса ларт-ха.

Акă Марье куçĕ умĕнче — çап-çутă машина, шап-шурă пăрăхсем... Çутă машина майĕпен кĕрлеме тытăнать, канăçлăн кавлесе тăракан мăнтăр ĕнесен çиллисем патĕнчен шурă пăрăхсем тарăх сĕт тапа пуçлать. «Сĕт» тесе çырнă пысăк цистернăна тапать çав шап-шурă çăл-куç. Çук, çук, унта та мар-ха! Шурă капрон пăрăхсем инçете-инçете тăсăлса каяççĕ. Тӳрех хулана. Унтан çинçе пăрăхсем тăрăх сĕт столовăйсене, ача сачĕсемпе яслисене саланать.

— Мĕн тери ырă! — хăй ăссĕн тĕлĕнет Марье. — Эп пăхакан паниçке сĕчĕ тӳрех хулари ачасем патне çитет... Ăшă сĕт... Тутлă сĕт... Çийĕр-çийĕр, ачасем, пысăк пулăр, — тет Марье, пĕчĕк паттăрсене лăпкаса....

Тата тем каласшăн Марье, вара Вера Павловнăна тав тăвасшăн, анчах асамлă тĕлĕнтермĕш пике куçран пачах çухалать...

— Чимĕр, Вера Павловна! — хыттăн чĕнме тăрать Марье. Чĕнет, чĕнет, каллех чĕнет! Çук, Марьен каллех сасси тухмасть. Вăл куçне уçать те асăрхать — тул çутăлнă...

«Мĕн тери ырă тĕлĕк, — тет Марье, хăй ăссĕн йăл кулса. — Тĕлĕкре ытарайми Вера Павловнăна куртăм иккен. Чернышевскин «Мĕн тумалла?» романĕнчи Вера Павловна... Эх, унăн тăваттăмĕш тĕлĕкĕ! Çутă тĕлĕк — çутă ĕмĕт!.. Вăл ĕмĕтленнисенчен чылайăшне çитнĕ-ха эпир, анчах... ĕçлемелле! Хытăрах ĕçлемелле!!!»

Марье вăр-вар сиксе тăчĕ те хӳшĕрен тухрĕ. Таврара питĕ тӳлек. Çавал çийĕпе хăйма пек шурă тĕтре сăрхăнса шăвать. Çаранти курăк çутă сывлăмпа витĕннĕ. Кĕçех вăрман хыçĕнчен хĕвелĕн пысăк кустăрми хĕрелсе-йăлтăртатса хăпарчĕ. Ĕнтĕ шăпах çав самантра çывăхри вăрманта куккук авăтса ячĕ. Çав сасса кĕтнĕ пекех, Якур мучи те хăйĕн хӳшшинчен тухрĕ, тутлăн анасласа илчĕ.

— Мишша, тăмалла пуль! Мишша! — чĕнчĕ вăл урмăшрах сассипе.

Акă «Хĕркасси» пĕтĕм йышĕпех вăранчĕ. Хĕрсем пĕрин хыççăн тепри Çавал хĕррине пит çума чупа-чупа анчĕç. Марье çăвăнса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çыран хĕрринчен вăл Лисук мĕнле çăвăннине сăнăса тăрать. Лешĕ питне шурă алшăллипе сăтăрса типĕтрĕ те хăйĕн шыв тĕкĕрĕ çинчи сăнне чылайччен пăхса тăчĕ. Марье тӳсеймерĕ, кулса ячĕ.

— Хитре, питĕ хитре! — терĕ вăл. Тусĕ ăна çавăнтах йĕкĕр ывăçпа шыв ăсса сапрĕ. Марье тармарĕ, Лисук патне çывăхарах пычĕ.

— Эс çывăрса юлтăн, тусăм, — терĕ вăл, йăл та йăл кулкаласа. — Хăвăн куккукна та илтеймерĕн. Куккук хĕвел анаспа анчах мар, хĕвел тухаспа та авăтать. Эпĕ илтрĕм паян... Тата... Тата, эх, мĕн тери тĕлĕк куртăм! Тĕлĕнмелле тĕлĕк, тупата!.. Каласа парăп-ха...

Çав самантра куккук тепĕр хут авăтса ячĕ. Куккук сассипе улăхра çĕнĕ кун пуçланчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: