Мода — вăл мода
Шăлсене сиплекен пулĕм. Пукан çине хитре хĕр хăпарса ларнă. Тухтăр аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаласа илсе ĕçе пикенет. Хĕр çăварĕ патне тухтăр хура коронка çывхартса пырсанах:
— Эсир мана хура шăлсем лартасшăн-им вара? — тесе нăйкăшса ячĕ.
— Ара, мĕнле тĕслĕ шăлсем лартмалли çинчен асăрхаттармарăр та... Акă сирĕнпе калаçса татăлнă пирки хучĕ те пур.
— Эпĕ... Эпĕ... Эсир хăвăрах пĕлетĕр пуль тесе.
— Нимĕн кала та пĕлместĕп. Эпир çак хут çинче мĕн çырнă тăрăх ĕçлетпĕр. Шăл техникĕ те мĕн кирлине веçех туса хатĕрленĕ. Материал мĕн чухлĕ пĕтернĕ тата?! Халь тин нимĕн тума та çук, — терĕ тухтăр хĕре тата ытларах «хăратса».
— Манăн хура шăлсемпех çӳремелле-и вара? Эпĕ çамрăк-ха, качча каяс шухăшăм та пур.
— Мĕн, Сире качча шăлăсене тĕрĕслесе илет-им савнă çыннăр? Ара, Эсир лаша мар вĕт. Апла пулсан вăл Сире юратмастех, — терĕ тухтăр кулкаласа.
Пĕр вăхăт хушши пӳлĕмре шăплăх хуçаланать.
— Юре, эпĕ ирĕксĕрлесех шăл лартмастăп. Тӳленĕ укçăра каялла илме пултаратăр. Тен, урăх тухтăр патне кайăр. Халĕ Ульяновскра кашни çуртрах шăл тухтăрĕсем ĕçлеççĕ. Хăвăрăн кăмăлăр, хăш тухтăрне ытларах шанатăр — çавна суйласа илме пултаратăр. Халĕ коммунистсем хуçаланнă вăхăтри пурнăç мар. Демократи!
— Çук, çук! Эпĕ Сире хирĕç мар. Эпĕ Сирех шанатăп.
— Тепĕр енчен... вĕсем те ман пекех ĕçлеççĕ. Пăхăр-ха, вĕсен сĕтелĕсем çинче те хура коронкăсемех выртаççĕ. Эпир халĕ урăх тĕслисене тумастпăр, — терĕ йĕкĕлтешсе тухтăр.
— Мĕнле пулсан та... манăн шурă шăлсемпех çӳрес килет.
— Ара, хура шăлсене Эсир кăлăхах килĕштерместĕр. Ав Даяна Роз юрăç умĕнчи пĕр шăлĕсĕрех юрлать. Мускава гастрольте пулнă хыççăн юрăçа кăмăллакан хĕрсем сывă шăлĕсенех кăларттарма тытăннă.
Хĕр çакăн хыççăн та килĕшменнине ăнланса илсен, тухтăр тепĕр майлă калаçма тытăнчĕ.
— Çитменнине... — текелерĕ тухтăр, — ют çĕршывсенче халĕ хура шăлсем модăра. Фарфор шăлсем пăрахăçа тухнă...
— Апла пулсан юрĕ эппин.., — терĕ хĕр кăштах шухăшласа ларнă хыççăн.
— Тӳрех ан килĕшĕр-ха, пĕр-икĕ кун тĕплĕн шухăшласа пăхăр. Кайран кулянмалла ан пултăр. Эсир ылханни мана та тивме пултарĕ...
— Килĕшетĕп! Мода — вăл мода! — терĕ хĕр кăшкăрсах.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...