Ялта
Сап-сар автан кашта çинчен
Пусне пăрса сăнать мана.
Ун ашшĕ мар-и эп килсен
Лексеччĕ пĕлтĕр хурана?
Ак шаклатать те калинке,
Килсе çитет тури инке.
Ун пур саппунĕ айĕнче
Хутпа пăкланă кĕленче.
Çуйхашнă сасă илтĕнет:
«Кукка, кукка...»
Хапха чĕрикĕ, —
Улт-çич ача сырса илет.
Утайманни те пур пĕр-иккĕ.
Кĕтнех пуль эпĕ килессе,
Тус-тантăшсем персе çитеççĕ.
— Паян пит шăрăх-çке, — тесе
Сĕтел енне пăхса илеççĕ.
Кунта шӳте сума сăваççĕ.
Кунта кашни — Йĕп Ахванеçĕ.
Сӳнтернĕ май пирус тĕпне,
Пĕри кăларчĕ, кур, «йĕпне»:
— Уйрăлайман-мĕн эс ялтан,
Хула çумне çыпçăнайман...
Çилленĕп-и? Шӳте хавас:
— Ялта чух пĕр туйран юлман.
Чыса яман.
Çынна сутман.
Сиртен ман мĕншĕн уйрăлас?
Туя сасси тулта шăк-шак.
Кĕрет ман вăрçăри юлташăм.
Çемçелнĕ мухмăрлă шăмшак.
Е хăтланать юри ултавшăн?
Пырса ларать те ман çума, —
Каллех итле, каллех çав çемĕ:
— Эпир санпа епле çунман?
Çĕр çывăрми, калас, ĕçленĕ.
Атя шаккар.
Ан вĕçкĕнлен.
Мĕнле поэт вăл, ĕçмесен?
Хĕвел те тӳнчĕ. Каçхине
Шăпланнă пек уй-хир кĕрлевĕ.
Тӳпен çӳçенчĕк виттине
Ял хĕрĕсем пулас тĕрленĕ.
Çиле туятăп пит çинче.
Тăван пекех вăл сунчĕ сывлăх.
Хĕрӳллĕ мăкăнь куçĕнче
Куççуль пĕрчи пек чĕрĕ сывлăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...