Хĕвеллĕ çумăр


— Юрĕ, апла тейĕпĕр, — кăшт лăпланчĕ çамрăк агроном. — Анчах пусă çаврăнăш планне пăснă пирки тыр-пул тухăçĕ çултан-çул чакса пырать-çке-ха! Ку вара кам интересĕ? Мĕн, эсир курмастăр-им, сисместĕр-им çавна?

— Мĕн эпир? Эпир — пĕчĕк çынсем, — тачка хулпуççине кăлт та кăлт сиктеркелесе, икĕ аллине те лаштăрах усрĕ Хадаров. — Эпир — пысăк машинăри пĕчĕк винтиксем кăна. Пире çӳлтен хушаççĕ...

Çамрăк агроном хăй тĕллĕн кулса илчĕ. «Пĕлĕтрен те çӳллĕ, хĕвелтен те çутă аттемĕр йыхăрать. Аслăран та аслă аттемĕр хушать. Тавай, тавай, с огоньком!..» Вара тырпул хатĕрлевĕ шучĕпе колхозăн акас вăрлăхне те тиесе ăсатма лекет, выльăх апатне те... Унтан колхоз ссуда илет... Унтан Хадаров çав ссудăна «списать» тума пулăшать... Пăх та кур, пархатарлă ĕç!.. «Эпир мĕн?.. Эпир — пĕчĕк çынсем!.. Пире çӳлтен хушаççĕ...» Мĕскĕн чун, вăл ĕнтĕ хăй тĕллĕн шухăшлама та тăнчах маннă!..

Вĕсем пĕр хушă хире-хирĕç сăмах чĕнеймерĕç. Тепĕр тесен, Шангина çак çынпа юнашар тăма та аван мар... йĕрĕнес те килет унран, хĕрхенес те килет ăна... Тен, ун чухне чăннипех вăхăчĕ çавнашкал пулнă? Хăв тĕллĕн шухăшлама юраман?.. Çук, апла пулма пултараймасть!.. Шухăшлакан çын яланах шухăшлать, пĕрене тени вара... шыва май кăна ишет... Çамрăк агроном халь ентĕ лайăх ăнланать: Иван Демьянович Хадаров мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăç юхăмĕпе майлашăнса пыма тăрăшнă... Пурнăçа хăй аллипе тума мар, майлашăнса пыма!..

Кăкăрне сасартăках çĕр тĕрлĕ туйăм капланса килнипе ним калама аптăранă Шангин пуçне пĕкрĕ те хăй ури айне таçтан йĕтем тулашĕнчен çумăр шывĕ юхса кĕнине асăрхарĕ. Вăл кăшт аяккарах пăрăнса тăчĕ. Шăпах çав вăхăтра, шыв пырса хускатнипе пулас, пĕлтĕрхи улăм айĕнчен хуп-хура çунатлă, хăмăртарах сарă пуçлă пысăк кăпшанкă йăраланса тухрĕ. Пулать иккен çавнашкал киревсĕр япала. Микулай, пуçне çĕклесе, Хадаров çине куç хӳрипе пăхса илчĕ. Лешĕ хура плащ тӳмисене вĕçертсе янă, сарă сăран карттусне тарлă çамки çинчен ĕнси патнелле тĕртсе лартнă...

Хăй куçне мĕн кӳрăннинчен хăех тĕлĕнчĕ Микулай, кăшт çӳçенсе те илчĕ. «Хура çунат, сарă пуç... — терĕ вăл, хăй ăссĕн. — Кивĕ улăм айĕнчи кăпшанкă эс, Хадаров! Акă мĕн!.. Санашкал кăпшанкăсене пула тăпра эрозийĕ пуçланать... Чун эрозийĕ... Пурнăç эрозийĕ...»

— Итле-ха, Хадаров юлташ, — йывăр туйăмне аран çеç пусарса ыйтрĕ çамрăк агроном, — кам эсĕ? Мĕнле этем?

— Эпĕ-и? — шартах сикрĕ Хадаров, унтан сасартăк тарăхса кайрĕ. — Эпĕ — çын, çын! Чин, чин! тенĕ пек илтĕнчĕ Шангина.

— Эпĕ — главнăй агроном! Сан пуçлăху!. Эсĕ!.. Эсĕ — амăшай пăрушĕ!.. Хăвна кура мар, пур çĕре те сĕкĕнсе çӳретĕн... Ялти пĕтĕм пурнăçа пуçхĕрлĕ çавăрттаратăн... Пусă çаврăнăшĕ!.. Пусă çаврăнăшĕ çинчен мар, пуç çавăрасси çинчен ытларах шухăшлатăн эс. Çын телейне хапсăнатăн!.. Чипер çĕртенех ман ывăл çемйине пăсрăн, каскăн чун!..

— Çук, Хадаров юлташ, — пĕр пăлханусăр хирĕçлерĕ Микулай, — пăсăк çемьене пăсма мар, тӳрлетме çеç пулать...

— Тăхта!.. Тăхта, сана та тӳрлетĕпĕр-ха! — кĕске туналлă чышкипе сывлăша хаяррăн юнаса илчĕ Хадаров. — Кăтартăпăр!.. Кантăршăн та, ыттишĕн те...

Мăнттай кӳлепине кура мар, Хадаров витнĕ йĕтем айĕнчен вăкăр пек вăркăнса тухрĕ те çул çинче кĕтекен «газикĕ» патнелле ыткăнчĕ. Ун хура плащĕн арки икĕ хура çунат евĕр сарăлса-вăркăшса пырать.

— Кăпшанкă!..

Нумай вăхăт та çуманччĕ çумăр, анчах çул самантрах йĕпенсе кайнă иккен. Васкаса лăппи-лаппи утакан Хадаров пĕр-икĕ хутчен те шуçа-шуçа кайрĕ, кăшт кăна çĕре лаплатса ӳкмерĕ.

Çамрăк агроном ăна аякран сăнаса тăрать.

— Кăпшанкă! Хура кăпшанкă!..

Акă, Хадаров машина ăшне хăвăрт кĕрсе ларчĕ те, пĕр çаврăнса пăхмасăрах, ялалла вĕçтерчĕ. «Газик» кустăрмисем айĕнчен ластăкăн-ластăкăн пылчăк вăркăнса юлать. Çăра пылчăк, хура пылчăк. Тĕрĕссипе, çав пылчăк машина кустăрмисем айĕнчен те мар-ха, Хадаровран хăйĕнчен сирпĕнет тейĕн. Нумай çултанпа пухăнса хытса ларнă пылчăк, халь, акă, çумăр шывĕпе йĕпресе, хыçалалла вăркăнать...

 

31

Кашни çын хыççăнах çĕр çинче хăйĕн йĕрĕ юлать... Çамрăк агроном шухăша кайрĕ. Çапла, тăпра ăманĕ те, авă, çумăр хыççăн çиеле тухнă. Пылчăклă çул тăрăх авкаланса шунă май, вăл та хăйĕн кукăр-макăр йĕрне хăварать. Хадаровăн «газикĕ» хыççăн хирти, çул çине тарăнрах йĕр юлчĕ. Упалла лăппи-лаппи пуснă ура йĕрĕсем вара чечче шатри хыççăн юлнă йĕрсем пек курăнаççĕ. Аннемĕр çĕр пичĕ çинче — чечче шатри...

Микулайăн сасартăк чунĕ çӳçенчĕ. «Çынна тиркетĕп-ха, — шухăшларĕ вăл, — анчах ман хыççăн мĕнле йĕр юлĕ-ши? Эпĕ тин кăна çула тухнă, пурнăç çулĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă. Унта та кукăр-макăр пайтах. Апла... сыхланарах ут, юлташ!»

«Сыхланарах? — хăйĕн шухăшне хăех пӳлет çамрăк агроном. — Тăпра ăманĕ пек шумалла мар-и?! Çук, тăванăм, ку мехел сан валли мар! Хăюллăрах та чăрсăртарах! — акă епле сан мехелӳ. Хăвăн çулна суйласа илтĕн пулсан, малтан малалла пĕр пăркаланмасăр ут çав çулпа. Çирĕппĕн, патваррăн! Ырă ĕмĕт чĕрере ырă вăй-хăват чĕртет. Çĕр çинче ырă ĕмĕтпе кăна çӳре, юлташ!»

Ытлашши çӳллĕ вырăнах та мар çамрăк агроном тăракан уй тĕмески, çапах та кунтан пĕтĕм тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Анатри Çавалкас, Мăн Çавалкас, Тури Çавалкас... Ку енче, авă, Чиркӳллĕ Çавалкас... Тăватă Çавалкас — пĕр колхоз. Тăватă ял — пĕртăван. Çапла, вĕсем ĕнтĕ Микулайшăн та çывăх тăвансем пулса тăчĕç. Тепĕр тесен, тăванлăх тивлетне вăхăт виçипе виçме пулать-ши вара? Кунта чун-чĕре виçи, кăмăл виçи кирлĕ. Анчах унашкал виçесем çут тĕнчере çук. Чун-чĕре туйăмне, кăмăл тарăнăшĕпе анлăшне нимĕнле виçепе те виçеймĕн. Эсĕ çак тăватă Çавалкаса е пĕр-пĕр урăх яла килĕштерни, «чĕре патне илни» ниçта та мар, сан кулленхи ĕçӳнте çеç сисĕнме пултарать. Тепĕр чух куçа курăнми ĕçре... Апла ытлашши сăмах вĕçтермесĕр, хăлаçланмасăр-çунатланмасăр пуçа чик те ĕçле, хисеплĕ юлташ!

Ку тĕрĕс-ха, питĕ тĕрĕс! Çав вăхăтрах этем тени пин-пин çулхи аваллăхранах шухăшлама вĕреннĕ. Пĕрмаях шухăшлать этем. Ĕнерхи, паянхи, ыранхи çинчен... Этем шухăшламасăр пурăнма пултараймасть. Çакăнпа уйрăлса тăрать те вăл ытти чĕрчунсенчен, ӳсентăрансенчен... Тата аннемĕрçĕр хăй те этеме яланах шухăшлаттарать.

Çĕр чăмăрне тĕнче уçлăхĕнче аякран сăнаса пăхас пулсассăн, вăл пире этем пуçĕ пек курăнма кирлĕ. Тепĕр чух художниксем ăна шăпах çавăн евĕрлĕ ӳкерсе кăтартаççĕ. Шухăшлакан çĕр чăмăрĕ... Çын пуç мимийĕ пекех, çĕр чăмăрĕ те икĕ пая уйрăлса тăрать: хĕвелтухăç çурчăмăрĕ, хĕвеланăç çурчăмăрĕ. Эх, вĕсем иккĕшĕ те пĕр пек шухăшласчĕ, пĕр ĕмĕтпе пурăнасчĕ! Çук çав, халлĕхе апла мар. Халлĕхе пĕр енче — хĕвеллĕ кун, тепĕр енче — тĕттĕм каç... Хăш чухне тĕттĕм каç мĕлки ача-пăчан çутă сăнĕ-пичĕ çине те пырса ӳкет.

Чылайччен шухăша кайса тăчĕ çамрăк агроном. Вăхăт-вăхăт ун пуçĕнчи шухăшсем паянхи çумăр пĕлĕчĕсем пекех каплана-каплана хăпарчĕç. Анчах тепле пулсан та, Микулай ĕнтĕ хăй валли мĕн йышăнмаллине çирĕп йышăнчĕ: унăн кĕрешмелле! Çĕр тасалăхĕшĕн, чун тасалăхĕшĕн... Халлĕхе ку — пуçламăшĕ, малтанхи утăм... Чечекленекен çĕр тени поэтсен сăввисенче кăна мар, чăн-чăн пурнăçра пулмалла!..

Халлĕхе çĕр çинче тăпра ăманĕн кукăр-макăр йĕрĕпе пĕрлех Хадаровăн пылчăклă йĕрĕ те юлать-ха. Тивĕçлипе, этем хыççăн тĕнчере ырă йĕр кăна юлма кирлĕ.

Тачка çумăр пĕлĕчĕсем майĕпен сирĕлчĕç. Ешĕл айлăмра Çавал шывĕ каллех çутă пурçăн хăю пек авкаланса тухса выртрĕ. Мĕнле пике алли пăрахса хăварнă-ши çав хăйăва? Сана илĕртме мар-ши, Микулай тусăм? Эппин, ил сар пике парнине. Хăв çумна, чĕрӳ патне хытăрах пăчăртаса тыт. Вара?..

Вара сана пĕри кĕтет унта, Николай Степанович! Иртенпех кĕтет...

Ĕнтĕ çумăр пĕлĕчĕсемпе пĕрле пуçри тăкăс шухăшсем йăлтах сирĕлчĕç.

Мĕне пĕлтерет çул çинчи «Хатар йĕрĕ»? Ниме те пелтермест. Çĕр типет, çĕнĕ машинăсем ирте-ирте каяççĕ, çул каллех тикĕсленет.

Николай Степанович хăйне темĕнле йăх-яхран тасалнă пек туйса илчĕ. Пĕркун Атăлта шыва кĕрсен çавăн пек пулнăччĕ. Ӳт-пӳ таса, чун таса. Ан тив, Хадарова вăл ытлашши тӳрккес сăмах каланă пултăр, кӳрентернĕ пултăр. Анчах тĕрĕссине каланă, чĕре çинчине. Хăçан та пулин каламаллахчĕ çав сăмаха. Тата ку ĕçе каплипех хăварма та юрамасть. Хадаров — район пурнăçĕн тилхепине тытса пыракан çынсенчен пĕри. Вăл «кăтартăпăр!» тесе юнарĕ пулсан, эпир те алла усса лармăпăр.

Чи пахи — çамрăк агрономăн паян чĕри çинче çăмăл. Çул шуçлакраххине пăхмасăрах, çăмăллăн утать вăл Камай вăрманĕ еннелле... Пĕр харăс капланса килнĕ çумăр пек харăссăнах иртсе кайрĕ. Тачка пелĕтсем хушшинче каллех хĕвелĕн çутă сăнĕ йăлкăшса илчĕ. Утнăçем çул та ура айĕнчех типшĕрсе пырать. Кассăн-кассăн çил вĕркелет. Тӳлек кăна çил. Сывлăш уçă. Анчах «йĕпе кĕтесре» каллех пĕлĕтсем капланаççĕ-ха. Çумăр канăç памасть. Юрĕ-çке, нимех те мар!.. Агроном малаллах утать.

Авă ĕнтĕ сахăр кăшманĕ акнă пусă варрипе «Беларусь» трактор ерипен йăлтăртатса пыни те курăнать. Анчах мĕн пулчĕ-ха Микулай чĕрине? Тин çеç лăпланнăскер, вал сасартăк çĕнĕрен кăртлатма тытăнчĕ. Малтанхи хут хире тухнă тейĕн... Малтанхи хут. Пĕтĕмпех малтанхи хут...

Агроном çывхарса пынăçем «Беларусь» чарăнчĕ. Хуçи кабинăран сиксе тухрĕ те трактор хыçĕнчен кăкарнă культиватор патне пĕшкĕнчĕ...

Çук, малтанхи хут мар курать Николай Шангин тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă çак сăпайлă хĕре!.. Виçĕмçултанпа вăл «Маяк» колхозăн анлă уй-хирĕнчен те, сахăр кăшманĕ акнă ешĕл пусăран та, Камай вăрманĕнчен те пачах уйрăлман... Самантлăха та!.. Тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă хĕр те «Белрусь» трактор çинчен виçĕмçултанпа анса курман... Хăйĕн юратнă ĕçĕнчен татăлман... Самантлăха та!.. Йăлтах виçĕмçулхи сăнсем... Хальхинче «куç ултавĕ» мар, чăн-чăн чĕрĕ пурнăç...

— Нина! — шăппăн чĕнчĕ çамрăк агроном.

Нина илтрĕ ун сассине, пуçне кăртах çĕклерĕ. Анчах хирĕç чĕнеймерĕ. Кăн-кăвак куçĕсем тата ытларах пысăкланчĕç, сăнĕ пĕр шуралчĕ, пĕр хĕрелчĕ. Микулай ун çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Çук, çук, Нина нимĕн чухлĕ те улшăнман. Сăнĕ те çавах, куçĕсем те çавах. Хитре, çамрăк таса. Стайлă хĕр... Ара, хĕр пулмасăр, кăçал шăпах çирĕм çул тултарнăскере, епле ăна инке арăм теме хăяс-ха?

Улшăнман... Анчах Нина сăнран пăхма çеç çавăн пек курăнать. Чунĕпе-чĕрипе, шухăшĕпе-кăмăлĕпе вăл — йăлтах урăх çын. «Тамăк хуранĕнче» вĕресе тухнă çын. Çĕнĕ çын!..

Ун çийĕнчи тĕксĕм кăвак комбинезон та — çунă хыççăн — ĕнтĕ хытах шупкалнă... Анчах ятуллă тум ĕçре вараланма ĕлкĕреймен. Нина паян пуçласа ĕçе тухнă. Икĕ çул иртнĕ хыççăн — пĕрремĕш кун... Çук, çук, ку нимех те мар!.. Нина ĕнтĕ, малтанхи пекех, — комсомолка. Ăна ял çамрăкĕсем çĕнĕрен хăйсен йышне тавăрчĕç. Вăл хĕр пуçăн лекнĕ тыткăнран çăлăнса тухрĕ. Ăна Хадаровсен йĕплĕ пралук карнă çӳллĕ хӳми те, Ăçтиçук-Таçукăн тимĕр хĕскĕч пек алли те чарса тăраймарĕ. Нина тăван килне таврăнчĕ. Унăн ывăл ачине тăван амăшĕ — ачан кукамăшĕ — чунтан юратса пăхать, ăшă алăпа ачашлать, артаклать.

— Нина — чĕнчĕ каллех Микулай, — эс ĕçе тухрăн эппин?

— Тухрăм та-ха... — хăюсăррăн хирĕç чĕнчĕ Нина. — Ĕçĕ тем ăнасшăнах мар...

— Мĕншĕн апла?

— Кăшман акнă чух ретсем хушшине ансăр хăварнă. Çавна пула культиватор каскăчи кăшт пăрăнсанах калчана тăпăлтарать. Тата...

Нина пĕр-икĕ утăм маларах тухрĕ те кăшман калчи патнелле пĕшкĕнчĕ.

— Тата кăшмана питĕ йăвă акнă, — терĕ вăл. — Вăхăтра сайралатман. Культиватора пĕр хутчен ретсем урлă кăлармалла пулнă. Епле калатăр-ха эсир, агрономсем: букетировка тетĕр-и çав? Калча ретне каса-каса, уйрăм букетсем тумалла эпин. Калча букечĕсем!..

Ку сăмаха илтсен, ягрономăн çурăмне сасартăках вĕри тар пăчăртанса тухрĕ.

— Букетировка... — мăкăртатса илчĕ вăл. — Эх, тăмсай! Епле маннă-ха эпĕ çав ĕçе? Халиччен хам тĕллĕн сахăр кăшманĕ акса курман та... Кĕнеке хурчĕ!..

— Тепĕр япала, — çавăнтах хушса хучĕ Нина, — вăхăтра сайралатманнипе, букетировка туманнипе кăшман калчи нумай çĕрте кĕпçене кайнă... Халех мĕн те пулин тумалла, Николай Степанович!..

— Да-а, задача! — агроном шухăша кайса пуçне пĕкрĕ. — Вăт, пĕлекен çын тӳрех калать. Эпĕ пур — уй тăрăх сĕнксе çӳретĕп.

— Ун пекех пăшăрханма кирлĕ мар, Николай Степанович, — çăмрăк агронома хĕрхеннĕн йăл кулса илчĕ Нина — йăнăша тӳрлетме пулать... Халлĕхе кая юлман-ха...

Çак вăхăтра çĕнĕрен капланса хăпарнă хура пĕлет сасартăк шăтса кайрĕ те çумăр яра пачĕ. Нина тӳрех хăй тракторĕн кабини патнелле ыткăнчĕ. Микулай çумăр айĕнчех тăрса юлчĕ. Унăн-кунăн чупкаларĕ, ниçта пытанма та пĕлеймерĕ.

— Николай Степанович, кил кунта! — кабина алăкне яри уçса йыхăрчĕ Нина. — Кăлăхах йĕпенетĕн... Килсем хăвăртрах!..

Агрономăн урăх май çук. Вăл кабинăна Нинăпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Тĕлĕнмелле!.. Паян акă вăл иккĕмĕш хут çумăртан пытанать. Хальхинче ăна, паçăрхи пек мар, чăннипех те ырă, кăмăллă...

Кассăн-кассăн килсе çăвакан çумăр вăраха пымасть. Кĕçех вăл уй урлă Камай вăрманĕ еннелле чашкăртса иртрĕ. Хыçалтан хĕвел кулса ячĕ. Вăрман урлă вара тем çӳллĕш те тем анлăш асамат кĕперĕ çичĕ тĕспе ярăмланса хăпарчĕ. Акăш-макăш чаплă кĕпер! Унăн пĕр вĕçĕ — вăрман тăрринче, тепĕр вĕçĕ. — Çавал çинче.

Юнашар ларакан икĕ чун шăпăрт та чĕнмеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин чĕрисем питĕ çывăхра кăртлатса тапнине çеç илтеççĕ.

Микулая çак самантра хăй «Беларусь» трактор кабининче мар, темĕнле çăлтăр патне вĕçекен карап ăшĕнче ларса пынăн туйăнчĕ.

Космос карапĕ... Унпа юнашар — Нина. Вĕсен иккĕшин пĕрле асамат кĕперĕ витĕр вĕçсе тухмалла.

Анчах мĕн пулчĕ-ха Нинăна? Микулай çаврăнса пăхрĕ те Нинăн пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăртатса юхнине асăрхарĕ.

— Нина, мĕн пулчĕ сана? — шикленсех ыйтрĕ Микулай. — Кӳренмелли татах пĕтмен-им-ха саншăн?

— Çук, ним те мар, — куççулĕ витĕр йăл кулчĕ Нина. — Çумăр çăвать... Хĕвел пăхать... Хĕвеллĕ çумăр... Ара, хĕвеллĕ çумăрпа тырă лайăх пулать, теççĕ.

— Тем пекчĕ, тем пекчĕ — сăмах тупаймасăр хушса хучĕ çамрăк агроном. — Ырлăха пултăрччĕ хĕвеллĕ çумăр!...

Çак вăхăтра кабина алăкне тул енчен тахашĕ питĕ асăрханса шаккарĕ.

— Çумăр тахçанах иртсе кайнă, тухăр! - илтĕнчĕ урмăшрах хулăн сасă. Ермолаев механик сасси...

Микулайпа Нина кабинăран вăрт-вартах сиксе тухрĕç. Вĕсене комсомол комитечĕн секретарĕ умĕнче аванах та мар пулчĕ. Çавна Иван Ермолаевич питĕ лайăх сисрĕ.

— Юрать-ха кабинине хам туса патăм, — терĕ вăл сăмаха урăх çĕрелле пăрса. — Малтанах кăларнă «Беларусь» тракторсем йăлтах кабинăсăр... Уяр чух — хĕвел çунтарать, йĕпе-сапара — çумăр шӳтерет...

— Спаççипах, Иван Ермолаевич, — хавассăн тав турĕ Нина. — Питĕ лайăх кабина. Пĕр кĕрсе ларсан, тухас та килмест...

— Иккĕн, конешнă, тăвăртарах, — халь ĕнтĕ кулса илмесĕр тӳсеймерĕ механик. — Ну, Нинук, мĕнле сан ĕç-пуç?

— Чиперехчĕ-ха, — терĕ Нина, — анчах культиваторăн каскăчисем питĕ мăкалнă. Çумкурăк тымарĕсене вуçех касмаççĕ. Тăпăлтармаççĕ те, иçмасса!.. Ахаль çеç сăтăрттарса, тăпра ăшне варса хăвараççĕ. Тымарне касман çумкурăк çĕнĕрен чĕрĕлет... Хăйрамалла...

— Яснă-ясмăк, — Иван Ермолаевич культиватор каскăчисане çавăнтах çӳлелле çĕклесе лартрĕ. — Хăйрамалла... Тĕрĕс! Çивĕчрех пулччăр каскăчсем. Çумкурăкне тымарĕпех касчăр. Йăлтах тăпăлтарччăр!.. Ара-и, агроном юлташ?

■ Страницăсем: 1... 32 33 34 35 36 37 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: