Хăнара
Пуçана çĕнĕ хваттер «çума» чĕнчĕ. Кайрăм. Эпĕ çитнĕ çĕре ытти хăнасем сĕтел тавра ларса тухма та ĕлкĕрнĕ. Шавлаççĕ кăна. Алăк урати урлă ярса пусма ĕлкĕртĕм çеç, ман алла хут купăс тыттарса та ячĕç. Хĕрме ĕлкĕрнĕ халăха хут купăс сасси кана кирлĕ ĕнтĕ. Турткалашса тăмарăм, ура тапсах купăса тăсса ятăм. Эй, кайрĕ вара ташă тапранса. Кам мĕнле авкаланма-сикме пĕлет, çапла тăрăслаттарать. Ташă картине кĕмен çын юлмарĕ те пулмалла. Çамкана тар пĕрчисем тапса тухсан тин чарăнтăм выляма. Çурăм та лачкамах иккен. Кăштах сывлăш çавăрса илем-ха терĕм. Исленнĕ çан-çурăмпа тула тухма шиклентĕм. Пĕрре питĕ хытă шăнса пăсăлнăччĕ те... Çапла вара хваттертен тухма шутламарăм. Пӳлĕмсем тăрăх пăхкаласа çӳреме тытăнтăм. Çĕнĕ хваттере пăхмалла-çке. Залра — халăх. Кухньăна, çывăрмалли пӳлĕме çитрĕм, пур çĕрте те — çынсем. Кĕçех виç-тăват арçын пирус мăкăрлантарма тухрĕç.
«Тепĕр пӳлĕмĕ пушах-ши пуçанан?.. Тен, çавăнта сывлăш уçăрах?» Çак шухăшпа алăка тĕртрĕм те шала кĕнĕ-кĕмен сылтăм кĕтесре пысăк пӳ-силлĕ арçынпа пĕчĕкрех хĕрарăм ыталанса тăнине курах кайрăм. Самаях хĕрнĕскерсен сăн-пичĕсем пиçсе çитнĕ палан пек хĕм сапаççĕ. Чăпăрт! чăпăрт! чуп тăваççĕ. Хĕрӳленсе кайнăскерсем çын кĕнине те туймаççĕ, мăшлатаççĕ те эхлетеççĕ çеç. Çав териех выçса çитнĕ тейĕн — пĕр-пĕрне çăтса яма хатĕр.
— Эй, Тур çырлах! — терĕм те, алăка хуллен хупса коридора тухрăм. Тен, упăшкипе арăмĕ вĕсем.
— Атя, Кулька, ура тупанĕсене тепре çĕмĕрттерсе илер. Ăçта хут купăс? Шăрантар! — сĕнчĕ Валерьян, пуçанан тăванĕ.
Купăс çемми хăнасене каллех ура çине тăратрĕ. Эх, кисретрĕç вара урая.
Кĕçех ташă ушкăнĕнче пулĕмри «вăрттăн» çынсем те курăнчĕç. Хайхи пысăк çан-çурăмлă арçын çинçе кĕлеткеллĕ хĕрарăмпа çаврăнать. Хутран-ситрен ăна, чăп-чăмăр питлĕскерне, пилĕкĕнчен ыталаса илет те: «Хоп-па!Хоп-па!» — тесе çӳлелле вăш та вăш ывăтать. Ăна пăхса тĕлĕнтĕм эпĕ. Пĕринпе вăл эхлетсе те мăшлатса чуп тăвать. Теприне хура тара ӳкиччен маччаналла вĕçтерет. Хăшĕ-ши арăмĕ? Хăшĕ-ши еркĕнĕ?
Çапла шухăшланă самантра пӳлĕмре ыталашса тăнă хĕрарăмĕ те ташлакансен йышне шуса тухрĕ. Упăшкипе çиччас кĕвĕçсе-хирĕçсе кайĕç-ши кусем тесе сиккелесе ларатăп. Лешĕ вара çине тăрсах чăп-чăмăр питлипе пĕрле ташлать. Эпĕ шутланă пек çаврăнса тухмарĕ ĕç-пуç.
Пĕчĕк хĕрарăм хăй пекех тепĕр лутака арçынпа çыхланса кайрĕ те чăваш çеммине хăлхана чикмесĕрех урисене питĕ хăвăрттан вылята пуçларĕ.
— Атя, çеммине улăштар! Грузинсен ташшине, «Лезгинка» текеннине, шăрантар! — аяк пĕрчинчен пуç пӳрнипе тĕртсе систерчĕ мана Валерьян. — Пăх-ха, еплерех авкаланаççĕ вĕсем.
Килĕшрĕм унпа. Те грузинсен, те молдавансен çемми пулчĕ — хăвăрттăн нăртлаттартăм кăна купăса. Çитмĕл çулти Лексантăр мучи те тӳссе тăраймарĕ. Карчăккине кĕпе çаннинчен çатăрласа тытрĕ те ташă картинелле сĕтĕрчĕ.
Ак тамаша! Çак самантра леш мăнттайĕпе пĕчĕк хĕрарăм каллех пĕрлешсе кайрĕç — алла-аллăн тытăнсах ташша ислете пуçларĕç. Лутака арçынна аяккалла вăшт çеç сирсе ывăтрĕ сарлака хул-çурамли.
— Куратăн-и çакна?! — терĕ вăл пысăк чăмăрне çĕклесе. — Тепре çулăхсан нимĕр тăватăп!..
Эх, пуçларĕ вара урая тăрăслаттарма! Çил-тăвăл çитрĕ тейĕн. Авкаланать, хуçкаланать — çывăха ан пыр. Пĕчĕк хĕрарăмĕ те унран юлмасăр кускалать...
Хам ĕмĕрте, аллă çулалла çывхарса пыратăп пулин те, çакнашкал иртĕхсе ташланине курманччĕ-ха эпĕ. Чун тăвăннипе, тарăхнипе выляма пăрахасшăнччĕ те... Пуçана кăмăлне пăсас мар терĕм. Ырă çын вăл ман пуçана. Хисеплетпĕр ăна.
Хăнара пулнăранпа икĕ эрне иртрĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк пӳлĕмри пысăк арçынпа пĕчĕк хĕрарăм халĕ те куç умĕнчех-ха. Чыслăха манса, каçăхса кайса тĕпĕртетни ниепле те манăçа тухмасть. Камсем пулчĕç-ши вĕсем? Упăшкипе арăмĕ-ши? Е?..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...