Сăмах тĕшши


Юр-çумăра сисет суран...

Пĕлет, тĕп-тĕрĕс хăямат...

Ни утпала халь, ни çуран

Чĕнмест мана военкомат.

Шăп уйăх вĕçĕнче пĕрре

Сывмар укçи килет кал-кал.

Çук, çырлахмасть кунпа чĕре,

Ку çеç — ман пурнăçшăн сахал.

Чунпа, юнпа та эп — хресчен,

Хура çĕрпе эп пĕртăван.

Хирте çанçурăм хĕриччен

Йышпа суха тăвасчĕ ман.

Вырасчĕ тырă.

Пĕр çĕре

Ăна пухсассăн кĕркунне,

Тулли те хĕмлĕ пĕрчĕре

Курасчĕ ĕмĕт çитнине.

Акса тăваймĕ çав тырпул

Вут çилĕ шалтăр хуçнă хул...

Сăмах тĕшши акасчĕ ман

Хастар çынсен чĕрисене.

Пĕлесчĕ — манăн вăрлахран

Телей калчи ӳсессине.

Ыйтассăм çук хам ĕçшĕн хак —

Пулас килет каллех салтак.

Ман юнăмри кашни тумлам

Çак ĕмĕтпе хĕрет паян.

Ахаль салтак кăна пулам —

Салтак малта пырать ялан.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: