Хĕвеллĕхре эс пурăнан


Çуралтăн эс.

Телей курма-ши?

Тен, хурлăх акнă хытхура

Каçми хӳме пулса кармашĕ,

Пепкеçĕм, сан сăпку тавра?

 

Хĕн-асапран тăмасăр татăк

Тĕнче тискере куçкĕрет

(Сана валли, тен,)

Çĕнĕ тамăк —

Пĕр-пĕр Майданек хатĕрлет.

 

Паян та атом кăвасакĕ

Яппун çыннин тути çинче.

Кала, каллех çĕн Нагасаки

Курасшăн-и эс, çут тĕнче?

 

Ачам, тен, тăлăхăн-туратăн

Шăпипеле эс пĕртăван?

Эп шухăша путса тăратăп

Хам ĕмĕр тертлĕ пулнăран.

 

Çук-и вăй-хал сана çăлмалăх?

Куратăп эп:

Çак ирхине

Манпа пĕр харăс пĕтĕм халăх

Пăхать ача сăпки çине.

 

Кашни сĕнет кунçул çуначĕ

Тĕк ӳкерми вĕçме хастар.

Пĕр шухăшпа чунсем çуйаççĕ:

— Пепкеçĕм, эсĕ курмăн шар!

 

Çĕр тĕнĕлне тытасшăн çирĕп

Пухать вăй халăх вĕçĕмрен.

Вăл никама та памĕ ирĕк

Пушар чĕртмешкĕн çĕнĕрен.

 

Кур, кун каçа куç вĕçертмесĕр

Шевле ташлать сăпка çинче.

Çурхи сĕрен кĕперĕ евĕр

Йăлтăртатать сар пĕкече.

 

Телей алли, ачам, суранлă,

Ăна ĕçпе сыват ялан.

Эс çĕн хĕвел çутма çуралнă,

Хĕвеллĕхре эс пурăнан!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: