Тихăнпа Пăрамун
Тихăнпа Пăрамун тесен-и? Э-э, çапла, пирĕн таврара вĕсене палламан çын çук çав вара. Ий-я, ватти-вĕтти таран пĕлеççĕ. Усаллипе мар, çу-ук, мĕншĕн усаллипе пултăр-ха, ырă ятпа сума суса, мухтаса асăнаççĕ вĕсене.
Тихăнĕ ватăскер ĕнтĕ, шанкама ырхан питлĕ. Хăрах куçне, сулахаййине, пĕчĕк чухнех шурă карса илнĕрен, хура сăран саплăкĕпе çыхса çӳрет.
Парамунĕ унран чылай çамрăкрах çын. Пысăкки те пысăк та, вăйĕ вара — ай-вай-вай! Пĕррехинче вăл хăйне сĕкме тăнă вăкăра, мăйракипе сăмсинчен çаклатса илсе, ним мар парăнтарнă.
Тихăнпа Пăрамун хурăнташлă. Чылай пулчĕ-ха унтанпа. Тихăн ывăлĕ Ванюшке Пăрамун йăмăкне Машука качча илчĕ. Пирĕн таврара çак çынсене вĕсем хăталлă пулнишĕн пĕлеççĕ тесе ан шутлăр эсир. Вĕсем иккĕшĕ те ăста платниксем.
Çапла, çак ăста платниксен чапĕ таçта çитиех сарăлнă ĕнтĕ. Ара, ниçта пырсан та аллисене пăсман вĕсем, пур çĕрте те ĕçлес тесех ĕçленĕ.
Тихăнĕ вăл, хăрах куçлă анчах пулсан та, ашшĕне кура, урайĕнче упаленме пуçласанах пуртă тытма вĕреннĕ темелле. Халь вара хăрах куçне хупать те пуртăпа пĕрене касма тытăнать. Çапла куçа хупнă пулсан та, пурттине çĕр хутчен шак та пĕр йĕр çине лартать. Кирлĕ пулсан, тавлашас-тăвас тетĕр пулсан, пин хут та лартса кăтартать, шутласа пыма çеç ан ӳркенĕр.
Пăрамунĕ унашкалах çаврăнăçуллă мар та, анчах унпа ĕçлеме çăмăл, теççĕ. Ултă-çичĕ метр тăршшĕ сухăрлă пĕренене ырана пĕччен çĕклесе хурать вăл.
Ĕлĕкрех вĕсем пĕр-пĕринпе сайраран тепле кăна хутшăнкаласа ĕçлетчĕç-ха. Хăталлă пулнăран вара ялан пĕрле. Иккĕшне йĕкерлесе вĕренпе çыхнă темелле çав: пĕри каймасан, тепри те каймасть. Вĕсене ĕçлеме илсе каяс текенсем таврари кашни ялтанах килетчĕç.
Хăйсене евĕр мыскари пур тата çак хăтасен. Ĕç пĕтерсе укçа илнĕ хыççăн хуть хăçан та, хăйсем каларăш, «ĕшеннĕ шăмшакка çемçетме», «çĕнĕ çурт-йĕре çума» юратаççĕ.
— Ну, çĕр каçне хы-ытă хăм панă вара, — тет Пăрамунĕ, чĕлхерен пăртак вĕлтĕрккескер, тепĕр ирхине çынсем умĕнче каппайланса. — Мĕнле йăванса кайнине пач та астумастăп.
— А эпĕ ĕçеймерĕм те, — çăварĕнчен чĕлĕмне кăларса, чăрт сурса хурать Тихăнĕ.
— Мĕншĕн тата? — ыйтаççĕ çынсем.
— Мĕншĕнни, ара... Пит ӳсĕр пулнă та, çавăнпа мар-и, — чăхлатса кулса илет Тихăн.
Пĕррехинче, çуллахи чи хĕрӳллĕ вăхăтра, çак «икĕ хăта» колхозри ĕне витине лартнă çĕртен пачах çухалчĕç. Пĕр кун иртет, иккĕ, виççĕ — вĕсем çаплах çук та çук. Строительсен бригадирĕ аптăраса çитрĕ — нихăшĕ те пĕлмест. Арăмĕсенчен ыйтсан вĕсем те: «Кăвак çутăпах таçта тухса кайрĕç, пĕр сăмах та каласа хăвармарĕç, хамăр та шалт тĕлĕнетпĕр çав», — терĕç кăна.
Ĕçне ăна Тихăнĕ пуçласа янă-мĕн. Канаш пасарне кайса килнĕ те вăл çав каçах Пăрамун хăти патне лаплаттарса аннă.
— Ну, эс мĕнле, хăта, манпа пĕрле пыма килĕшетĕн-и? — тесе ыйтнă.
— Ăçта?
— Авалхи пĕлĕше куртăм Канашра. Пӳрт тăратма чĕнет.
— Вара? Колхозра мĕнле? Вите тума пăрахсах-и? — тенĕ Пăрамун.
— Эпир иккĕн кайни колхозшăн мĕн вара, — аллине çеç сулнă Тихăн. — Бригадăра эпир анчах мар, вун сакăр çын. Пирĕнсĕрех ĕлкĕрĕç.
— Лайăх мар пуль апла пăрахса кайсая. Хамăр колхоз-çке.
Тихăнĕ хăйĕннех каланă.
— Мĕн, амутьке, лайăх марри пултăр! Шутла хăвах. Колхозра пире ĕç кунĕпе ĕçлеттереççĕ. Лере — укçа тӳлеççĕ. Кӳптĕм укçа.
Пăрамун çаплах иккĕленнĕ-ха.
— Тата çакна та пĕл эс! — Тихăн шанкама ырхан янахĕ айĕнчи юман йĕкелĕ пек хытă макăльне пуç пӳрнипе тăк! тĕртсе кăтартнă — Ĕç пĕтерсен леш те мăй таран пулать. Мĕн эс, чухламастăн-им? Алă çапса килĕшрĕм. Кунта пире тем чул ĕçлесен те «мăкăрччи» парас çук.
Пăрамунĕ чĕнмесĕр тăнине кура, Тихăнĕ малалла «пыл сĕрнĕ».
— Эччĕ, — тенĕ вăл, хăпартланса. — Колхозри ĕç пирĕнтен ниçта та тарас çук. Ку тарать, ыранах тепĕр çын аллине лекет. Çăварти çăмах тухса ӳкĕ. Юрĕ эппин, хăта, эсĕ пымасан, эпĕ пĕчченех каятăп. Шантарса килтĕм. Снаш, епле мăкăрланса таврăнăп пĕрре. Эсир кунта — тип çăварпа...
Тихăн пуçне кăлт çĕкленĕ, чĕлхи вĕçне çăвар маччине перĕнтерсе чаклаттарса илнĕ. Пăрамунăн пырĕ ярăнса кайнă, шăп янахĕ тĕлĕнче кăр-р! туни илтĕннĕ...
Канашра вĕсем виçĕ эрне ытларах ĕçлерĕç пулас. Пӳртне чăнах та (ăстасемех çав!) проект тăрăх, илемлĕ лартрĕç. Пӳрт хуçи питĕ савăнчĕ, тав турĕ ӳркенмен ăстасене. Укçине те çийĕнчех парса татрĕ.
Укçи — укçи те-ха, пирĕн платниксем, малтан каланă пекех, «çĕнĕ пӳрте çумасăр» ниепле те тухса каймарĕç. Ун пирки ĕçлеме кĕрĕшнĕ чухнех шак хунă-çке-ха вĕсем: «Ĕç пĕтерсен, авалхи йăлапа, пӳрте çумаллах пулать, кайăк та шывран йĕпенмесĕр тухмасть», — терĕç.
Ырă кăмăллă пӳрт хуçи вĕсене тарават пăхрĕ. Чĕлхе селĕпленичченех «çурĕç» вара çĕнĕ пӳрте пирĕн платниксем. Юлашкинчен вĕсен куçне стакан та иккĕлле курăна пуçларĕ. Вĕсем киле каяс теме тапратрĕç.
Киле каяс тенĕрен, çакна каласа хăвармалла. Пӳрт хуçи ярасшăн марччĕ вĕсене. Ӳсĕр çынна çĕр хута аякри çула кăларса яма хăрамаллах çав. Анчах лешсене ăçта итлеттерме! Вĕсен хăйсен турриех.
— Халь эпир киле мар, Çĕпĕре нипоччом çитетпĕр! — терĕ Пăрамунĕ. — Тискер кайăк курсан-и? Мăйне пăрса каялла пăхакан тăватăп. Акă, пуртăпа сава хутаçрах, çурăм хыçĕнчех пулаççĕ.
Пӳрт хуçи тем чул ӳкĕтлесе те ӳкĕте кĕртеймерĕ вĕсене.
Ун патĕнчен тухсан, вĕсем пĕр кана урам хушшипе чиперех утрĕç. Чайнăй тĕлне çитсен, Тихăнĕ чарăнчĕ.
— Кĕрсе тухар-и? Пыр типсе ларчĕ, сăра ĕçес килет, — терĕ вăл.
— Кĕрсе тухар, — килĕшрĕ Пăрамун та.
Вара чайнăя кĕчĕç те сĕтел хушшинчех укçа кăлара-кăлара шутлама тапратрĕç.
Вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Тем вăхăтран çаксем, сĕнкĕлтетсе-танкăшса, хутран-ситрен «юрлатпăр пекки» туса, çурма çула çитрĕç хайхи. Анчах тăвайккинчен хăпарнă хыççăн Тихăнăн, ватăскерĕн, ура сыпписем шалтăрах пушанса кайрĕç:
— Ах, туртасчĕ пĕрре, Пăрамун хăта, — терĕ вăл чарăнса.
— Туртар, — терĕ Пăрамун та.
Вара çул хĕрринчи курăк çине ларчĕç, хăйсене аран-аран итлекен аллисемпе шалавар кĕсйинчен табак енчĕкĕсем кăларчĕç.
Тихăнĕ татах кĕсъе тĕпне хыпашларĕ:
— Эх, картлă пата-ак! Табакĕ пур, хучĕ çук, — терĕ.
— Хучĕ-и? Х-хучĕ ман пур, — терĕ Пăрамун, кĕсъе тĕпĕнчи хучĕçене кăларса.
Аппаланчĕç-аппаланчĕç, пирускисене çавăрчĕç, Анчах ӳсĕр ал-ура ĕнтĕ, алапашланса кайнă, пирускисем иккĕшин те путлĕ пулаймарĕç. Табакĕ тăкăнать. Хучĕ те темле, çыпçăнасшăнах мар. Çапах, аппалана-аппалана, çăвара хыпмалăх турĕç-турĕçех, чĕркерĕç. Унтан Пăрамун шăрпăк кăларчĕ. Пĕрре çутас терĕ, шăрпăкĕ хуçăлчĕ. Ăна персе ячĕ те тепре кăларса çутрĕ. Ку шăрпăкĕ тата тивнĕ-тивмен лапах сӳнсе те ларчĕ. «Эккей, аптрашки ара!», тесе хăтланчĕ-хăтланчĕ Пăрамун, ниепле те шăрпăк çутаймарĕ.
— Кӳр-ха, хам çутам, — терĕ Тихăнĕ, анчах шăрпăк курупки пушах ĕнтĕ.
— Пулмарĕ. Сурас! — терĕç вара иккĕш те. Пирускисене шăрпăк курупкипе пĕрле çырма тĕпнелле персе ячĕç, улаленсе тăрса килĕсене танкăлтатрĕç.
...Анчах хăйсем киле мĕнле çитнине вĕсем пачах астумаççĕ. Çурт хуçи патĕнче ĕçсе ларни кăна тĕлĕкри пек туйăвать, Ыттисем пĕтĕмпех тĕтре...
Тĕпĕр кунхине Пăрамун Тихăн патне ирех вашкăртса çитрĕ.
— Пĕтрĕмĕр, хăта, шыва кайрăмăр, — терĕ вăл макăрса ярасла.
— Мĕн тата, мухмăр çав тери пусать-и? — тĕлĕнчĕ Тихăн, тин ыйхаран вăраннăскер.
— Ара, ман укçа таçта-çке? Кесъĕре пĕр япала та çук.
— Чим, эсĕ мĕн урăлса çитмен-им? — кăшкăрса ячĕ Тихăн, вырăн çинчен сиксе тăрса.
— Табак хутаçĕ те пулин таçта-çке?
Халь Тихăн та куçĕсене чарса пăрахрĕ.
— Кутамккасем тата ăçта?.. Пуртă? Пăчкă? Сава? Укçа та?..
...Вĕсем васкасах хăйсем ĕнер каç килнĕ çулпа ялтан каялла вăркăнса тухрĕç, мĕн пулса иртнине кăшт та пулин аса илме тăрăшрĕç; çул тăршшĕпе хăйсен пĕр-пĕр япали тупăнмĕ-ши тесе пăхса пычĕç.
Çук, нимĕн те çук! Çурхи вăйлă шыв юхтарса, шăлса кайнă тейĕн.
Нимĕнсĕрех вĕсем киле таврăнчĕç.
— Кунтан юлтăр çав наркăмăша сыпасси! — терĕ Пăрамун, аллипе сывлăша касса çурса. — Ал айĕнче ĕç çук пек, çынсенчен вăрттăн тара кĕрĕшсе çӳретпĕр. Ӳлĕмрен турă ан хуштăрах. Хамăр колхозра та ĕç çителĕклĕ. Пыршăн кастарса-а... Эх! Малтанах каясшăн марччĕ те...
Тихăнпа Пăрамун малашне мĕнле сукмакпа утассине пурăна-киле курăпăр, халлĕхе шарламăпăр. Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...