Элюар вилнине аса илсе
Шăпах çав çул вуларăм эп сана.
Некролог айĕнчеччĕ сăввусем.
Çапла — уйрăлупа пĕрле кăна
Пулайрĕ тĕл пулу.
Хура ялав
Усса тăратчĕç пулĕ тусусем...
Пĕлеттĕм: пурнĕç эсĕ çырнисем,
Пĕлеттĕм: пурнĕç Парижпа Мускав,
Анчах эс ху, ялан çынна хăйне —
Ун сассине, ун ăшă аллине
Юратнăскер, — эс çук.
Сыв пул, пичче.
Нумай çулпа, тен, утăп çĕр çинче.
Сан сăввусен кĕрлевĕн йĕркине
Эп хăнăхăп — вĕсен çĕкленĕвне,
Пĕр хăйне евĕр сулăмне пĕлсе,
Пĕле эп пуçлăп — санăн аллусем
Калаçура епле çĕкленнине,
Епле куçса, епле туртăннине...
Сан куçусем епле вылянине
Пĕлме эп пуçлăп. Халĕ... — халь пĕрех —
Сыв пул. Сан аллусен хĕрӳлĕхне,
Вĕсен йывăрăшне, çирĕплĕхне
Пĕлме май килмĕ. Ку — ĕмĕрлĕхех.
1952–1957
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...