Çĕрлехи Пишпӳлек
Лăпланать Пишпӳлек...
Пушкăрт каçĕ шупка та тӳлек.
Ха, кунти тӳпере çăлтăр йышлă,
Ял тĕлне пухăнать пĕр çĕре.
Аса килчĕ пулас иртнĕ яшлăх —
Çывăрас ман килмест кĕçĕрех.
Пишпӳлек ыйхăра... Кĕç сас пачĕ урам:
— Уç, Улька, ан хăра.
— Эп выртман-ха, Акрам.
— Нехтă пур-и?
— Тапса тухрĕ леш вырăнтан!
— Вăт маттур. Хулленрех... Веркăна вăратан.
Шур пура умĕнче темĕн чул ункă ав, —
Сапăнса выртать çăмăл çункав.
Пухса хурĕ ăна кил хуçи ир çинче,
Пыл-сăра ăшăтма çĕнĕ пӳрт ĕçкинче.
Шавлă трактор иртет ман тĕлтен.
Фарăн çутă кĕлти ӳкрĕ вĕçсĕр.
Хӳхĕм пулĕ уйра çĕн кĕлте —
Тракторист чăлăм куç хупман кĕçĕр.
Эп курса юлтăм çамрăк сăнне,
Тыр пирки пуль хĕрет ырă шут.
Ахаль мар культиватор çумне
Çыпçăнса ларнă хăрăк шурут.
Ферма кантăкĕнчен шурăмпуçĕ кĕрсен,
Тăрса тухрĕç хире çава йăтнă хĕрсем.
Калаçаççĕ вĕсем шăкăл-шăкăл.
Куçсенче — ĕмĕт шуçăмĕ шукăль.
Çамрăксен пур йăла — чăн пахи —
Яланах асра пурнăç йĕрки:
Ĕç тытсан — юрату сăмаххи,
Туспа чух — калаçу ĕç пирки.
Çăлтăр куçĕ сӳнет.
Ир пушшех те тӳлек.
Автансен сассипе вăранать Пишпӳлек.
Пысăк ял.
Район центрĕ, чĕри.
Çавăнпа-мĕн райком çуртĕнче
Çĕрĕпех виçĕ мăн чӳрече
Çутă тăчĕ.
— Кун килĕ вĕри.
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...