Хуралçă


— Сыхла çак капана тимлĕ,

Никама та ан яр.

Усал тăшман килĕ,

Тенĕ йыттине

Кулюк каçхине.

Вĕрсе вырт — ан тар! —

— Ляв, ляв, ляв!

Памăп никама пĕр лав.

Шан мана, —

Тенĕ йытă хуçана.

Утă капанĕ тăррине

Йăпăр-япăр улăхайрĕ,

Кулюка-хуçине

Ăшă куçпа ăсатрĕ.

— Тавралла карта.

Кам кнлĕ кунта?

Юрас тесе хуçана

Хупас мар-и кăшт та куçăма?

Парас мар хам вырăна.

Ытти... кай хăть çăвана.

Туртам ăшă ыйха,

Манса мĕнпур хуйха

Хам-хам... А-у-у.

Кулюк, сывă пул! —

Выртрĕ чĕркенсе,

Лайăх витĕнсе

Лаши, ĕни,

Тыни, сурăххи, качаки,

Ун таки

Тăчĕç тавралла —

Каçхи апат тумалла.

Иксĕлет капан

Хăвăрт, аван.

Вăранчĕ Хураçки —

Капан хуралçи:

— А-у, хам-хам.

Кам унта, кам?

— Эпĕр, Хураçка, эпĕр

Пулăшас тетпĕр.

Çывăрах, ыйхуна пуçтар.

Ăшчикне ан çунтар.

— Ляв, ляв, ляв!

Эсĕр миçе лав?

Хăварăр пĕр çĕклем,

Унсăрăн кичем.

Хăварчĕç пĕр çĕклем,

Лайăх пĕр чикем

Хураçки валли

Выртса тăмалли.

Пычĕ Кулюк тĕрĕслеме,

Сакăр лавпа тиеме.

Анчах утă çук

Хуçа пынă чух.

 

* * *

Пулкалаççĕ хăш чухне

Пирĕн хамăр хушăрах:

Пĕтĕм халăх пурлăхне

Салатаççĕ вăр-варах.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: