Кооператив
— Арăм, атя тăвар кооператив.
Тĕлĕнччĕр пĕрре çынсем —
Терĕ Якку арăмне ан тив! —
Шăматкун ирхине. —
Çĕнĕ пурнăç аври
Пултăр алра, Луккари.
Мĕнле? Юрат-и?
Чуну туртать-и?
— Ара. Ара манпа мĕн тăван?
Эпĕ... Ху пĕлнĕ пек хăтлан.
Ман ĕç çук
Ун пек чух.
Пĕлместĕп эп копертих тенине,
Анчах парас марччĕ ĕнене, —
Терĕ арăмĕ
Çук пек парăмĕ.
— Хамăр Ративан,
Кĕтӳçĕ Йăван,
Хĕветĕр çĕвĕç,
Петĕркке тимĕрç,
Йăванкка Михали,
Петюк Микули,
Унтĕркке Якурĕ —
Саккăрăн мĕнпурĕ
Пĕрлешес пĕр çĕре
Тем кайиччен Çĕпĕре.
— Ачисем харсăр-çке вĕсен, Якку.
Вĕсенчен пĕчĕк пирĕн ак ку
Тата веç сăпкари, —
Терĕ Луккари.
— Уçăпăр яслĕ,
Май килсен еслĕ...
Тытăнсан мĕнле-ши?
Майĕ килет-ши?
Чим-ха,
Лешĕсемпе кайса пуплем-ха, —
Терĕ Якку, —
Пурăнма май çук атту.
... Якку хăй, Рăтиван,
Кĕтӳçе Йăван,
Хĕветĕр çĕвĕç,
Петĕркке тимĕрç,
Йăванкка Михали,
Петюк Микули,
Сантăркка Павăлĕ,
Çаптăркка ывăлĕ,
Унтеркке Якурĕ —
Вуннăн мĕнпурĕ
Пĕрлешрĕç пĕр çĕре
Тем куçиччен Çĕпĕре.
Чухăн хресченсем,
Çĕн пурнăçа ĕненсе,
Турĕç кооператив.
Эй, çул пар! Ан тив!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...