Вунсакӑр çултан


— Рехмет! — пуç тайрăм савăнса.

«Чăнах та паллаймарăн-им вара эсĕ мана, Спирăчкă? Çав териех маннă-и эсĕ ман çинчен?

Санăн Н.»

Çак сăмахсене вуласа илтĕм «пропускра».

— Тавтапуç! — вăраххăн çавăрăнтăм хĕр енне. Анчах хĕр тăнă вырăнта сар пуçлă чечекрен пуçне урăх ним те курăнмарĕ ман куçа.

Вăрăм шухăша путса, васкарăм ванна еннелле.

 

III

Каçхине чылайччен шухăшласа лартăм. Шухăшăн вĕçне шыраса тупаймарăм. Çурçĕр иртни сисĕнмерĕ. Ыйхăн мана пусмăрлас шухăш çук пулас.

Вăрçă кунĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умĕнпе вĕлтлетсе иртеççĕ. 1916-мĕш çул. Хĕллехи шартлама сивĕ. Империализмла тĕнче вăрçи хирет ĕçхалăхĕн вăйпитти пайне. Акă, хамăр ялтанах мĕн чухлĕ пĕтрĕç вăрçă пуçланнăранпа. Патша вăрçине хампа пĕрле кайнă юлташсем: Караçăм Мĕтри, Кăрташу Илли, Арлан Санькки — пачах çухалнă. Никам та пĕлмест. Курман вĕсене, илтмен ним те. Сахал пĕтнĕ-им вара пирĕн юлташсем, паян кун та пурăнас туссем? Аманнă салтаксене чун парса чĕртсе хăварни пулман-и тата? Вĕсемшĕн тухтăр-сестрасем хăйсене те хĕрхенмен. Ман арăм та çаплах пулнă. Анчах...

Акă халь вăл доктор-ординатор. Ун чухне сестраччĕ... Госпиталь... Вилĕм ыталаса илнĕ хăйĕн тискер аллисемпе мана. Унăн ытамĕнче туртăшкаласа выртатăп мĕскĕнĕн. Вилĕм мана пăчăртать, хĕстерет. Акă чуптăвать вăл манăн çемçе, хулăн тутасене хăйĕн сивĕ, тискер тутипе. Хура шăлĕсене кăтартса ихĕрет ман умра. Якăр чĕрнеллĕ аллисемпе вĕçĕмсĕр кăтăклать аякран. Çав вăхăтра мар-и-ха паянхи тухтăр ман койка патĕнчен каймасăр ларатчĕ кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек? Çав сестра вĕт ман пата пынă, вилĕме хирĕç кĕрешнĕ. Вилĕм парăнчĕ. Эпĕ чĕрĕ. Эпĕ вилмен. Эпĕ каллех ĕçе тытăнтăм. Лекпом. Сестра. Çемьеллĕ пурнăç. Госпиталь. Фронт. Юратнă çыннăн вилĕмĕ. Ăна чĕртме çук... Вунсакăр çул... Вунсакăр çул иртнĕ унтанпа. Акă, паян каллех... вăл ман умра. Паян вăл юхтарчĕ куççульне ман çине пăхса. Палларĕ. Алă тытрĕ, чăмăртарĕ. Эпĕ вара? Кам-ши эпĕ? Çав териех манма пулать-и вунсакăр çул хушшинче? Маннă. Чăнахах та маннă. Вилнĕ çын çинчен кам шухăшласа çӳретĕр ĕнтĕ çав вăхăтран ку таранччен? Çук, вăл мар пуль? Вилнĕ çын мĕнле чĕрĕлтĕр тепĕр хут? Йăмăкĕ пулĕ? Анчах мĕншĕн «пропуск» тени çине «санăн Н.» тесе çырнă? Нумайччен çывăраймасăр асаплантăм вырăн çинче каçхине. Тĕрлĕ шухăш çавраçилĕн çаврăнчĕ ман пуçра. Вăраххăн ир енне кăна ыйха путнă.

Алăка тул енчен майĕпен шакканипе вăрантăм ирхине.

— Кам унта?

Нимĕн сасă памасăр тахăшĕ каллех шакăртаттарать.

— Кĕрĕр, кĕрĕр! — терĕм.

— Эсĕ халь те тăман-и вырăн çинчен?

— Тăраймарăм-ха.

— Эпĕ паян 5 сехетрех вăранса, ниçта кайма аптранипе, чугун çул станцине тухрăм. Кунталла каякан поезд тăра парать. «Ну, давай, Адольф, тетĕп, билет ил те юлташу патне шакăртаттар. Ак эпĕ сан патăнта. Тăр ĕнтĕ! — ман çири утияла туртса сирчĕ Блюмсон.

— Лайăхах çывăраймарăм пулас, — ирĕксĕрех тăмалла пулчĕ манăн.

— Санăн тапак пур-и? — ыйтрăм Блюмсонран, чĕлĕм туртма шутласа.

— Нимĕç тапаксăр çӳремест, — малтан хăй чĕлĕмне тултарса, унтан мана тыттарчĕ тапак хутаççине курортри юлташ.

Кăшт калаçкаласа ларсан, хайхи ман сылтăм алла ярса тытрĕ те юн тымарне хыпашлама пуçларĕ:

— Чирлемерĕн пулĕ-çке эс кĕçĕр? — тесе хыпкаланса ӳкрĕ.

— Çук... Каккуй чирлеме... Вăхăт çук вĕт халь чирлеме те.

— Чирлемесен, аван. 1919-мĕш çултанпа эп хам та чирлемен-ха.

— Сывлăхлă пулнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ, — эпĕ хама паттăртарах тытма тăрăшрăм.

— Мĕн пӳлемре ларатпăр-ха? Атя тулалла, — чĕнчĕ мана Блюмсон.

— Тухăпăр. Ирхи апатчен вăхăт чылай-ха, — килĕшрĕм эпĕ.

— Эх, ман ирхи апатчен тухтăр патĕнче пулмалла вĕт-ха, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ нимĕç.

— Ĕлкĕретĕн, — лăплантаратăп ăна эпĕ.

— Сывă пул! Васкас пулать.

Блюмсон сасартăк калама çук хаклă япалана шыранă пек аллине кĕсйине чиксе ячĕ. Унтан конверт туртса кăларчĕ.

— Мансах кайнă. Сана çыру. Тухтăртан. Эпĕ сан патна килессине пĕлсен, ятарласа çырса пачĕ. Ĕнер панăччĕ. Хăй шефла ĕçпе яла кайрĕ. Эсĕр паллтăр пулас пĕр-пĕрне? — ыйтуллăн пăхса илчĕ мана автозавод ударникĕ, çырăва тыттарса.

— Тавтапуç!

— Сывă пул! — васкаса алă пачĕ Блюмсон. — Пырса çӳреме ан ман.

«Ыран килсен, мана курмасăр ан кай. Паян яла каятăп. Н.» Çак хут таткине вуласа юлтăм нимĕç юлташран. Ун хыççăнах васкаса урама тухрăм. Çав минутрах çитессĕм килчĕ манăн Кивĕ Мацестăна. Çунат хушса вĕçсе каяссăм килчĕ унталла. Утрăм çав еннелле. Анчах вăл вăхăтра эпĕ курма ĕмĕтленнĕ çын ялтан таврăнайманнине аса илтĕм те, кăмăл хуçăлчĕ. Ирĕксĕрех каялла таврăнтăм. Вăхăт час иртменни тарăхтарчĕ мана. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсем туса, процедурăсене çӳресе аран-аран ирттерсе ятăм куна. Аран кĕтсе илтĕм каçалахи саманта. Хĕпĕртесех тухрăм çула.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий Петров (2018-07-15 16:06:28):

тĕлĕнмелле ! Те вуламан пулнă , те тахçан вуласа асран кăларнă!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: