Аллă пин тенкĕ
Пас тытнă хурăнсем, чăрăшсем пĕр хускалмасăр, мăнаçлăн лараççĕ. Вăрман çуллахинчен те çăрарах, хитререх. Турат çинчи юр пĕрчисем кĕмĕл пекех çуталаççĕ. Таçтан, çурçĕр енчен вĕçсе килнĕ шап-шурă кайăксем чăв-чăв туса çӳрени илтĕнет. Çулла, тем пысăкăш хумсемпе шавласа, катерсене асар-писер силленĕ кӳлĕ йăлтах пăрпа витĕннĕ.
Пĕррехинче эпир кӳлĕ çинче каток тума шутларăмăр. Юра шăлса тасатрăмăр, шыв сапса якатрăмăр. Каток тунă çĕрте уйрăммăнах Николенкопа Гришин пограничниксем тăрăшса ĕçлерĕç.
Çавăнпа та çак катока «Николенко ячĕпе тăракан каток» теме тытăнчĕç. Катока уçма та вăхăт çитнĕччĕ. Анчах кĕтмен ĕçсем килсе тухрĕç.
Çак вахăтра пире питĕ кирлĕ задани пачĕç. Пирĕн застава хуралласа тăракан чикĕ урлă пĕр шпион каçса кайма шутлать иккен. Пире унăн сăнӳкерчĕкне кăтартрĕç. Вăл вăтам пӳллĕ, тӳрĕ сăмсаллă, сарă çӳçлĕ çын. Çак çынна кирек мĕн пулсан та, чикĕ урлă каçарса ямалла мар. Николенкопа Гришин кашни кунах секрета кайрĕç: вĕсене хыр вăрманĕнчи чи вăрттăн вырăна ячĕç. Çапла пĕр эрне те иртсе кайрĕ. Тӳрĕ сăмса çук та çук. Неушлĕ каçса кайма пултарчĕ? Застава начальникĕ Сорокин тарăхмаллипех тарăхса çитрĕ.
Акă, кĕçĕр те Николенкопа Гришин сивĕ юр çинче выртаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те маскхалат тахăннă, винтовкисене марлĕпе чĕркенĕ. Вĕсем ăçта выртнине пилĕк-ултă утăмран та курма çук. Вунпĕрмĕш каç ĕнтĕ кĕçĕр, вунпĕрмĕш каç... Николенкопа Гришин пурпĕрех тӳсĕмлĕ выртаççĕ. Çил улани те, юр вĕçтерни те ним те мар вĕсене.
Сасартăк пĕр хырăн аялти турачĕ чăштăртатни илтĕнет. Ку çил сасси мар. Çил сассине пограничниксем аван пĕлеççĕ. Ун хыççăн маларахри тепĕр хырăн турачĕ чăштăр сĕртĕнет. Мĕне сĕртĕнет-ха хыр турачĕ? Николенко çав тери тинкерсе пăхать, çапах та ним те курмасть. Хайхи çав вăхăтра ун çывăхĕнчех, вунпилĕк-çирĕм утăмра кăна, шап-шурă мĕлке курăнса каять. Николенко сывлама та чарăнать. Шурă мĕлке çывхарнăçемĕн çывхарать. Чикĕ урлă каçакан çын икĕ аллине те пистолет тытнă. Мĕн те пулин килсе тухсан самантрах персе ӳкерме пултарать. Николенко çинеллех килет тăшман. Пограничник шăпăртах выртать. Чикĕ урлă каçакан çын ун çумĕнчен иртсе каять, урипе маскхалат аркине кăшт çеç тĕкĕнмест. Вăл иртсе кайса пилĕк-ултă утăм тусанах, Николенко вăшт сиксе тăрать:
— Стой!
Тăшман, каялла çаврăнса, пеме шутлать. Анчах ĕлкĕреймест. Николенко ăна кăшкăрса пăрахать:
— Ывăт пистолетсене!
Тăшман ирĕксĕрех пистолетсене ывăтать.
— Пограничник юлташ, пограничник юлташ, — чĕтре-чĕтре мăкăртатать тăшман.
— Эпсанăнюлташумар, — татса хурать ăна Николенко.
— Пограничник, господин пограничник, — мăкăртатать каллех тăшман, — эп сана аллă пин тенкĕ укçа паратăп, хăвăр патшалăх укçи, пожалуста каçарса яр мана. Пужалуста... — укçине тăсать вăл.
Николенко чăтма çук çиленсе каять:
— Чарăн мăкăртатма! Ут малалла, тăшман! — тесе команда парать те, шпиона штык вĕçĕпе тĕксе, вырăнтан хускатать.
Чăрăш çумĕнчи Гришин та çĕкленет.
Çапла Николенкопа Гришин задание чыслăн пурнăçларĕç.
Николенко заставăна çитсен те часах лăпланаймарĕ:
— Вăт, шуйттан, аллă пин тенкĕ укçа сĕнет. Çук, эпир Тăван çĕршыва укçалла сутмастпăр, — терĕ вăл.
Тепĕр кунне эпир хамăр тунă катока чаплăн уçрăмăр. Унта пограничниксем кăна мар, çывăхри ял ачисем те нумай пухăнчĕç. Николенко конькине сырчĕ те каток çине чи малтан чупса тухрĕ. Ара, çапла пулма тивĕç те ĕнтĕ, катокне те ун ятне панă вĕт....
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...