Инкек
Вăл,
вырăсларах каласан, пултарать
алă хума та
халь хăй çине.
Шырать
çĕрĕ-çĕрĕпе
хăйĕнче темле «пăнчă»
(шăпах, тен, лешĕ:
«идея
фикс»):
темĕн ăнланасла —
çăлăнмашкăн —
халех;
пур
унра — çавă «пăнчă»,
тен, ансатран ансатрах-тăр,
анчах
епле çавă «темĕнлĕхе»
тавçăрса илмелле?
«...Эп
аннене шаннă пек ăна шаннă,
мана вара çав вăхăтра
мĕн кĕтнĕ?
Ултав.
Епле-ха
пулмма пултарать
çавăн пек?
Пурнăç
ăрканчĕ
темиçе самантра...»
Çыру.
Ан вĕçлетĕрчче çеç
ирччен.
Тен,
сĕтелĕ çинче
хĕвел пайăркине
(шанатăп эп) асăрхĕ.. —
ну,
ăнсăртран.
«Пăнчă» («проблема-и» тейĕпĕр),
«нимех те марскер»,
ансатскер,
тен,
çĕмĕрĕлĕ,
«уçăлĕ»,
Аслăлăхăн алăкĕ пек:
тен,
çынни,
улталаканĕ
çав териех
тивĕçсĕрех те, ытла ирсĕрех те-и мар-тăр
(никам курманла),
тен,
айăпĕ те — çакă çеç:
«турă» мар,
вилĕмсĕр мар... «Çветтуй» мар.
Шăпах ĕнтĕ — «вилĕмлĕ»:
«çитменлĕхĕ»,
кăлтăклăхĕ
пăсать-тĕр — çĕртет-тĕр хăйнех (çыннине), —
калăпăр, панулми,
тепĕр панулмипе çапăнса,
пăсăлмашкăн пуçланăн... Кам
айăплă?
Хăш
улми?..
(Пĕр шутласассăн,
хăш чух
сутакана та
шел
çеç).
Ав хĕвел —
«ĕмĕрлĕх»,
«вилĕмсĕрлĕх»,
«ултавсăрлăх». Нихçан пăсăлми
«кăлтăксăр-çурăксăр»,
çирĕп
«улма», —
нихçан нимĕнле ултавпа уçайми-пăсайми
«гигантла»,
улăпла
çутă
«тĕш»,
пурнăç тĕшĕ,
варри.
Сутмасть, улталамасть.
Парать ăшшине
пĕр пек. Уямасăр.
Анчах
хăçан та пулин
(хăçан? — ăнкарма та май çук)
вăл сӳнесси те, иккен,
ăслăлăхшăн паллă
(пĕлетпĕр).
Хĕвелĕн те пур — Трагеди.
— Этемĕм.
Пĕлĕшĕм.
(Те эпĕ ку, те — урăх çын).
Санăн
этемле ыратуллă юратăвăн,
сан асапун
«вĕçсĕрлĕхĕ» темех маррине, —
вăл
(«органикăллă» тенĕ пекех)
хăех,
«кăлтăклă» та вилĕмлĕскер,
вĕçленессе-иртессе
ăнлан-ха эс,
йышăн
(калам-и çаплах), —
Тĕнчемĕрĕн те, — Çутçанталăкăн
Пур —
Трагеди.
Кĕт.
(Çапларах эп калатăп,
«тӳс», —
теес вырăнне).
Кăшт çеç,
халлĕхе те пулин,
хăвна эсĕ мантăн.
Акă çентертĕн (е çĕмĕртĕн)
пуçри «пăнчуна»,
шухăшлатăн та ав ăсунта палархатан:
хĕвел ав ĕçлет. Тĕрмешет.
Пурăнать.
«Кашникунлăхри» кунунта
тĕрмешме те пулин
эс те пуçла-ха, иптешĕм.
(Те эпĕ ку, те — урăх çын).
Тăр.
Тумлан.
«Тăс» — ĕç-пуçна.
Ытларах та калам:
пул — тĕнчере (çемçерех каласан, —
пурăн... — хăть тепĕр кунччен).
Апла-и,
капла-и, —
пул.
Ыран.
Кăшт тăхта та, — каллех
пул —
Тата тепĕр срукчен».
Хĕвелĕн те пур — Трагеди.
(Кайран — куç курĕ».)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...