Шалу илнĕ чух


Сакмар Палли — N Комиссариатăн аслă делопроизводителĕ — шывран тухса кĕпе-йĕмне тăхăнчĕ те Атăл хĕррине пристань умнелле утрĕ.

Хĕвел хĕртет. Вăл хăйĕн каçхи вырăнĕ патне сулăннă пулсан та пĕçертме пăрахмасть: ĕнер çеç тăртанса ларакан сăрт çинчи курăксем паян пуçĕсене уснă, ĕнерхи симĕс тĕсе çухатнă, саралма пуçланă.

Вĕри çав паян, питĕ вĕри. Сăртран аннисенчен пĕри хăвăртрах салтăнса шыва сикрĕ. Шыв хĕрринче пĕр пушă лутка та çук. Пурин çинче те çынсем. Пĕрисем салтăнса шыва сикеççĕ, теприсем шывран тухса кĕпе-йĕм тăхăнаççĕ.

Тухаканнисем хушшинче Хырăç Микули те пур. Вăл Сакмар Паллипе пĕрле ĕçлет пĕр комиссариатра. Шӳреке сăмси çинчи хура куçлăх Хырăç Микулин кулма юратакан куçĕсене пытарса усрать. Унăннах куçлăх пекех хура портфĕль пур. Хура сăран портфĕль Хырăç Микули пысăк вырăнта ĕçленине пĕлтерет. Ун пек портфĕле пĕчĕк вырăнтисем йăтса çӳреймеççĕ. Пĕчĕк вырăнта ĕçлекенсен: переписчăксен, теловотсен, счетовотсен аллинче е кивелнĕ папка, е презентран тунă портфĕль çеç... Вĕсен портфĕлĕсен ăшĕнче те хутран паха япала темĕн чуль шырасан та тупаяс çук... Хырăç Микулин ун пек мар: 15-мĕшпе 30-мĕш числасенче яланах укçа пулать ун портфĕлĕнче. Хырăç Микули бухгалтер. Шалăва яланах вăхăтра парать. Бухгалтерсем хушшинче унтан кĕçĕннисем те сахал мар теççĕ хăш-пĕр çынсем... Анчах вăл мĕнле çын иккенне кайран пĕлĕпĕр. Халь ĕç патнерех пырар-ха.

Хырăç Микули те, Сакмар Палли пекех, шывран тухнă хыççăн пристань патнелле утрĕ. Сăрт çине хăпарсан вĕсем пĕрле пулчĕç. Ирхине курнă пулсан та Сакмар Палли Хырăç Микулине сывлăх сунчĕ, унтан иккĕш пĕрле площадь патнелле уттарчĕç...

— Айта кĕрсе тухар, пĕрер литтăр... — терĕ Хырăç Микули, кĕтесри пивной патне çитсен, — шыва кĕнĕ хыççăн пит шеп вăл, çывăрма та лайăх...

— Хм!.. Манăн укçа та çук та... аван мар... санне ĕçме те...

— Ай, ан калаç çак эс. Санран укçа ыйтмастăп вĕт эп?! Манăн хамăн пур, айта — кĕрер!

Хăйĕн укçа çуккинчен вăтанса Сакмар Палли кăшт хĕрелнĕ пек пулчĕ, анчах, çаплах, сăрине юратнăран кĕмесĕр тăма чăтаймарĕ.

 

* * *

Урам тăрăх çынсем Атăл хĕрринелле бульваралла утаççĕ. Паян лайăх картина кăтартаççĕ. Мери Пикфорт вылять...

Çынсем çапла калаçкаласа театра утнă чухне Сакмар Палли вĕсене хирĕç хваттерелле каять, тӳрĕ пыраймасть — сулăнкалать.

— Вăт çын!.. Эттă я понимаю. Пĕртте хăйне çӳле çĕклемест. Ытти мăн çынсем пек ниçталла та пăхмасăр пурăнмасть. Пирĕнпе те калаçать. Калаçать çеç те мар, хăна та тăвать!.. Тăватă литтăр сăра ĕçрĕмĕр, апат çирĕмĕр — çара çу! Манран тек нихçан та çиесси пулмасть ун пек. Çав... хĕрĕх виç тенкĕпе мĕн тăвайран унпа?! Арăмна, ачуна, хуна тăрант. Хваттер укçи тӳле... — çапла, хăй тĕллĕн калаçкаласа Сакмар Палли хăйĕн хваттерĕ тĕлне çитрĕ.

Сакмар Палли арăмĕ, упăшкине кĕтсе ывăнса кĕпе саплама ларнăскер, йытă сассине илтсе чӳречене уçрĕ...

— Эх, намăссăр, намăссăр! Ăçта кайса хунă эс хăвăн пит-куçна?! Çак пурнăçпа ĕçсе çӳремелле-и-ха сан? Çынсем пурнăç тăваççĕ, эс пур — пурăн асапланса... — тесе сăмахсене тăса-тăса йĕре пуçларĕ вăл.

Сакмар Палли сак çинче ларать, çул çинче аманнă сылтăм аллинчен, тутăрпа çыхнă пулсан та, юн юхма чарăнмасть. Анчах ăна вăл хăй пĕртте туймастъ.

— Ан йĕр, ан йĕр! тенĕ сана. Кăшт ĕçен те вара... йĕме пуçлать. Çитменнине тата, паян мана... Çын ĕçтернĕ. Мĕнле çын ĕçтерине пĕлес пулать тата! Пĕлетне эс, кам ĕçтернĕ мана?.. Эс юнашар та ларса курман, ларас та çук!

Татах калас шухăшĕ пурччĕ Сакмар Паллин, анчах пуçĕ çине йывăр япала килсе хунă пекех, сак çине йăванса кайса харлаттарма пуçларĕ. Пĕрер пилĕк минут иртсен тĕлĕк хушшинче:

— Вăт çын! Эттă я понимаю!.. Пирĕнпе те лайăх, хăналлă пурăнать. Пӳрократ та мар! — тесе сӳпĕлтетнĕ хыççăн тепĕр айккинелле çаврăнса выртса тата хытăрах харлаттарма пуçларĕ... Арăмĕ виçĕ çулхи ывăлне çертен арăк çине илсе тĕпелти кравать çине выртрĕ. Ывăлĕ часах çывăрса кайрĕ, амăш куçĕсенчен мĕн çутăличченех вĕри куççулĕ юхрĕ...

 

* * *

Паян 30-мĕш июнь. N Комиссариатри служащисем паян пурте хăйсен вырăнĕсенче: ниçта та тухса çӳремеççĕ. Куçĕсем те темшĕн яланхи пек мар: кулаççĕ. Чĕлхи-çăварĕсем те çемçе паян: калаçаççĕ. Мĕншĕн тесен ... паян шалу! Шалу тенĕ япала ниме те пĕлтермест мар вăл, шалу вăл... калама та пĕлмелле мар ун çинчен. Шалу илнĕ кун çул майăн пивноя та кĕрсе тухма пулать. Каçпа кинона та çăмăллăнах уттар! Арăмна та мĕн те пулсан илсе пама пултаратăн... Сăмахран, 30-мĕш числа — калама çук савăнăçлă кун... Мĕншĕн 15-мĕшпе 30-мĕш числасем уйăхра пилĕк-ултă хут пулмаççĕ-ши? Сакмар Палли N Комиссариатăн алăк умĕнчи пӳлĕмре, алăк умĕнчи сĕтелĕ хыçĕнче ларать. Вырăнĕ ытла та паха пулмасан та, Сакмар Палли паян, июнĕн 30-мĕшĕнче, такамран та телейлĕ çын... Ăна хирĕç ларакан машинисткă та паян ĕнерхи пек мар. Ĕнер сӳлкĕш ларатчĕ, паян кулать. Ĕнерхинчен хытăрах, хăвăртрах шартлаттарать машинкине.

Икĕ сехет... 30-мĕш числан телейлĕ сехетсенчен телейлĕ сехечĕ. Çак сехетре N Комиссариатри служащисем пурте Хырăç Микули патĕнче пулаççĕ. Унта: виçĕ переписчĕк, виçĕ теловот, тĕрлĕ пай, пай айĕнчи пуçлăхсем, стурăш, курьер... шутласа та пĕтерме май çук вĕсене. Тĕрлĕ çынсем: пĕчĕкки, вăтамми, вăрăмми, чăсăкки — пур разрядсем те пур унта... Кашниех пухалттĕр сĕтелли çумнерех пыма тăрăшаççĕ...

Акă Хырăç Микули шалу пама пуçларĕ. Хура портфĕлтен çыхă-çыхăпа укçа кăларчĕ...

— Сана вăт... 33 тенкĕ...

— Сана... 43, — текелесе вăхăчĕ-вăхăчĕпе шут шăрçине туртать Хырăç Микули.

Ыттисенчен те питрех кулкаласа тăракан Сакмар Паллин те черет çитрĕ.

Вăл пырса тăрсан Хырăç Микули аллисемпе портфĕль ăшне кĕрсе кайрĕ. Унтан вăл пĕчĕк таса хутран тунă кĕнеке пекки туртса кăларчĕ те (кĕнеки çине «Плокнот» тесе çырнă):

— Сан 43 тенкĕ илмелле-и-ха? — тесе ыйтрĕ.

— Çапла!..

— Ну вăт, çиччас шутлатпăр, — тесе Хырăç Микули шута хăй çумнерех илчĕ. — 21-мĕш числара аванс 10 тенкĕ илнĕ... 10 тенкĕ 43-рен кăларатпăр... 24-мĕш числарине ху та пĕлетĕн, — тесе шăппăнтарах каласа шут турта пуçланăччĕ Хырăç Микули, анчах Сакмар Палли:

— Мĕн вара? 24-мĕш числара пĕр пус та илмен-çке санран?! — тесе васканипе хыттăнах каласа хучĕ.

— Хăм! Мĕнле апла пĕлместĕн эс?.. Аса илтерем эппин: шыва кĕнĕ хыççăн кайрăмăр, астăватна? 43-рен тата 7 тенкĕ те 95 пус кăларатпăр... Çапла вара сана памалли... 26 тенкĕ те 5 пус!

Нимĕн те чĕнмерĕ Сакмар Палли. Укçине илчĕ те тухса кайрĕ. Урамра пынă чухне вăл пĕрре шуралса каять, тепре кĕренленсе чĕтрет. Темĕнскер каласшăн, анчах чĕлхи хăйне пăхăнмасть... Питĕ хăвăрт утать Сакмар Палли, ниçталла та пăхмасть. Хирĕç утса пыракан пĕр крупчаткă тĕслĕ хĕрарăма та çапăнса илчĕ...

Унтан вăл утнине çăмăллатмасăрах... телейсĕр пивноях кĕчĕ.

Тепĕр кунне, 1-мĕш числара, вăл 10 сехетченех çывăрнă, арăмĕ упăшкин кĕсйинче темĕн чуль тĕплĕ шырасан та 9 тенкĕ те 23 пусран ытла тупайман.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: