Виктор Рсай


Виктор Ефремович Рсай 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Кавал салинче çуралнă. 1914-1920 çулсенче хăйсен ялĕнчи икĕ класлă шкулта, 1924-1926 çулсенче Шупашкарти совпартшкулта вĕреннĕ. 1927-1929 çулсенче «Канаш» хаçат редакцийĕнче литература сотрудникĕнче ĕçленĕ, «Сунтал», «Капкăн» журналсемпе «Çамрăк хресчен» хаçат ĕçне хастар хутшăннă. 1928-1933 çулсенче Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тутар Республикинчи Çутĕç министерствинче инспекторта ĕçленĕ. 1933 çулта Шупашкара куçса килнĕ, Чăваш писателĕсен Союзĕн правленийĕнче вăй хунă.

1934-1944 çулсенче В.Рсай Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕнчи вăтам шкулсемпе аслă шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. 1944-1945 çулсенче каллех пичет ĕçĕнче пулнă. 1945-1966 çулсенче Канашри медицина училищинче тата учительсем хатĕрлекен институтра вырăс чĕлхипе литература вĕрентнĕ. Кайран мĕн виличченех Шупашкарта пурăннă. Писатель 1970 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ.

В.Рсай 1934 çултанпа СССР писателĕсен Союзĕн членĕ пулнă.

Çыравçă поэзире 1920-мĕш çулсенче вăй хунă. Вăл Ç.Элкерĕн «Шурăмпуç килсен» романне вырăсла, мари прозаикĕн М.Шкетанăн «Эренкер» романне чăвашла куçарнă.

Унăн кĕнекисем: «Çамрăк вăхăт» (1928), «Виçĕ калав» (1930), «Калавсем» (1934).


Хайлавĕсем

Хушма каçăсем