Шавла


Шавла, шавла эс, аслă Атăл,

Шавла юрла хыт çĕкленсе.

Ку тĕнчере паха çын — паттăр.

Ăна ан ман эс, юх сиксе.

 

Уйри йăмра, эс те ан тайăл,

Эс те ан тайăл юр çусан.

Есенин пекех çĕрсе кайăн

Хĕллехи кун пуçа уссан.

 

Тăван çĕр-шывăм ман — шур пирлĕ,

Тăван çĕр-шывăн çитсă çук.

Хальхи кунсем пур хытă тирлĕ.

Хальхи кунсен ăшшийĕ çук.

 

Хальхи çанталăк хытă урнă.

Хальхи çанталăк алхасать.

Ăна Элкер поэт та курнă,

Вăл та хĕн-хуршăн ахлатать...

 

Эп те хăш чух пуçа усатăп.

Эп те тайлатăп уй çине.

«Асту, сана эп хам пусатăп», —

Текен сас илтрĕм ирхине.

 

Ку сас кĕр çилĕпе чашлатрĕ.

Çак сас вăратрă ыйхăран.

Ак халь ĕнтĕ лашамăм атрĕ,

Вĕренĕ талчĕ çурмаран...

 

Ан тив. Йĕмест. Лаши те аттăр,

Вĕрен те талтăр çурмаран.

Ку тĕнчере паха çын — паттăр,

Вăл тăманра та çухалман.

 

Уйри йăмра, эс те ан тайăл.

Эс те ан тайăл юр çусан.

Есенин пекех çĕрсе кайăн

Хĕллехи кун пуçа уссан.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: