Эс ман пулас çук


Уйăхпа хĕвел юнашар утмаç,

Уйăх хĕвелпе çуталса çунать.

Эс хĕвелĕм ман, эпĕ уйăху —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Хĕллепе çулла пĕр кунта пулмаç,

Çуллахи ăшша сивĕ хĕл туймаç.

Маншăн пултăн эс шартлама сив кун —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Тухăçра курнать хĕрлĕ шурăмпуç,

Анăçра сӳнет сансăр иртнĕ кун.

Эсĕ тухăç ман, эп сан анăçу —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Юханшыв пайлать икĕ çырана,

Кĕперне хывап эп пĕччен кăна.

Эсĕ туяс çук, эс пулăшас çук —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Пуш уйăхĕ, 2014 çул.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: