Сцена çинчи çутă ункă
(Çамрăк чăваш артисчĕсен юрри)
Тахçан утма вĕреннĕ,
Вĕреннĕ калаçма.
Тен, хăшĕ ĕмĕтленнĕ
Кайран артист пулма.
Анчах унччен, атьсемĕр,
Тертне те курмалла!
Эппин, тăван çемьемĕр,
Ĕçлер-ха Щепкинла!
Артист тени çапла-çке, —
Пурне те эс пултар:
Пĕри паян ак Чацкий,
Ыран пулать Айдар.
Хушсассăн, уксахлатпăр,
Хушсан, ват çын пулан.
Пуçхĕрлĕ те утатпăр
Режиссерсем хушсан.
Аста артист пуласшăн
Епле чунсем хĕреç!
Кăшт калаçу та маншăн —
Монологпа пĕрех.
Пуласлăх, санран хăрамастпăр,
Ӳсетпĕр хĕрӳ кăмăлпа.
Чуна гримпала сарламастпăр,
Витместпĕр ăна маскăпа.
Пире те «браво» тейĕ,
Тен, савнă Чăвашьен,
Ургалкин, Алексеев,
Тен, тухĕç-ха пиртен.
Хĕрсем пирки пĕлетпĕр
Эпир çакна кăна:
Ырсем-и пулĕç, тетпĕр,
Е Вера Кузьмина!
Тăван чăваш юрлатăр,
Ташлатăр пирĕнпе,
Чĕрин пилне вăл патăр
Çак пурнăç тăршшĕпе.
Эй, çирĕм те тăваттă,
Эс пĕр çемье паян.
Хĕрсе тупа тăватпăр
Пĕрле пулма ялан!
Эй, Галя, Надя, Валя,
Эй, пилĕк Микулай!
Ан чактăр чун хавалĕ
Яш ĕмĕр иртнĕ май.
Пуласлăх, санран хăрамастпăр,
Ӳсетпĕр хĕрӳ кăмăлпа.
Чуна гримпала сăрламастпăр,
Витместпĕр ăна маскăпа.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...