Ҫылӑх


— Яланхи пекех пĕçернĕ, ху кутăнланан, — терĕ те упăшки хăйĕн пӳлĕмне кайса выртрĕ. — Пĕçернĕ-ха, тата çитмест ăна. Теприсем ывăнса килсен те хăйсем плита умне тăраççĕ.

Яшка çиес килмерĕ Людăн, ăшĕ маринадланă хĕрлĕ помидор ыйтрĕ. Вăл сентре çинчен ӳркенмесĕр пĕр банкине илсе уçрĕ. Тӳрех помидора çиме пуçларĕ. Нихçан курман пек пĕрин хыççăн теприне хыпса çăтрĕ. «Тутлă-çке. Унччен мĕншĕн юратман-ха эп çак çимĕçе?» — шухăшларĕ хăй. Ăшĕ кансан диван çине кайса выртса телевизорне ячĕ. Пĕр çур сехет пек выртсан кăмăлĕ хытах пăтраннипе сиксе тăчĕ. Аран туалета чупса çитрĕ.

«Мĕн амакĕ вара манпа? Темле чир ермерĕ пуль те ĕçре? Кун пекки пулманччĕ-çке? Пĕтĕм ӳт-пĕве кансĕр, апат хуранне те тем кирлĕ пек, мĕнне пĕлместĕп. Ыранах тухтăр патне каятăп», — шухăшларĕ вăл тути-çăварне шăлса тасатнă май.

Тепĕр кун тухтăр патне пуçтарăнчĕ. Палланă терапевта чирĕн паллисене каласа парсан лешĕ кулса ячĕ.

— Люда, сан чи малтан ман пата мар, хĕрарăм тухтăрĕ патне каймалла пулнă. Атя, направлени парам, упăшкуна та саламлама ан ман. Сирĕн миçе ача-ха?

— Пĕрре кăна, — хуравларĕ Люда тĕлĕкри пек. Малаллахи салам сăмахĕсене итлемерĕ те, тепĕр пӳлĕме кайрĕ.

— Эсир йывăр çын, тăватă эрнере ĕнтĕ. Учета тăратăр-и? — ыйтрĕ тухтăр.

— Çук, çук... Мана ача кирлĕ мар. Пăрахатăп эп ăна, — терĕ вăл хытах, темшĕн тухтăра çилленсе.

— Тарăхма кирлĕ мар. Ку сирĕн кĕтмен ача пуль-ха. Çавăн чухне хĕрарăмсем тарăхаççĕ. Çуратмастăр пулсан ача пăрахма анализсене парăр, — терĕ тухтăр та сиввĕн.

Люда кирлĕ хутсене илчĕ те урăх сăмах чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Урама тухсан сывлăш нихçанхинчен уçă туйăнчĕ. Вăл пылак сывлăша кăкăр тулли çăтрĕ. Çăтрĕ, çăтрĕ — тăранаймарĕ. Унтан Славăна шăнкăравларĕ:

— Тĕл пулса калаçмалли пур. Эп яланхи çĕрте, хамăр кăмăллакан паркра пулатăп, — терĕ кĕскен.

Кайран çак утăмшăн хăйне ятларĕ:

— Мĕн-ма шăнкăравларăм-ха? Унран мĕн усси? Вĕсен хăйсен арăмĕпе ача çук. Эп ăна кунта хам ачапа тарăхтаратăп. Каятăп та пăрахатăп никам сисиччен.

Слава вăрах кĕттермерĕ. Вăл килнине аякранах сăнаса тăчĕ Люда. Çӳллĕ, илемлĕ, тӳмисене салтса янă хура пальтовĕн аркисем утнă май вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçеççĕ, пуçне тӳрĕ тытать, савнă çыннине курсан аллипе сулчĕ, уттине хăвăртлатрĕ. Люда патне çитсен ыталаса чуптуса илчĕ.

— Эс çавăн пекех хăвăрт тунсăхларăн-и, чунăм? Хам та тунсăхларăм. Анчах мĕншĕн кичем эсĕ, яланхи пек мар паян?

— Сăлтавĕ пур, пысăк сăлтав. Мĕнле каламаллине те пĕлместĕп. Халь шутлатăп та, каламалла мар пуль тетĕп.

— Чим-ха, мĕнле каламалла мар? Манпа çыхăннă-и вăл? Упăшку пĕлчĕ-им?

— Çук, ман упăшка пĕлсен те нимĕн каламĕ. Тепĕр енчен, ухмах тесе шутлатăн-им эс ăна? Паллах вăл тахçанах сиснĕ ман еркĕн пуррине. Вырăн çине икĕ çул ĕнтĕ юнашар выртмастпăр. Малтанах куншăн тĕлĕнетчĕ. Санпа киленнĕ хыççăн вăл кирлĕ марччĕ. Пĕр-икĕ хутчен хăваласа ярсан урăх çулăхмарĕ.

— Ăнланмалла. Санăнни пек арçынсем урăх тĕнчере çук пулĕ. Ун вырăнĕнче эп чăтас çук.

— Ун вырăнĕнче сан арăму ĕнтĕ.

— Калаçар мар-ха кирлĕ мара. Урăххине каласшăнччĕ вĕт эсĕ.

— Малалла тăссан та юрать. Упăшка пирки калаçсан, эп ăна нихăçан та пăрахмастăп, ун пек лайăх арçын урăх тупаймастăп.

— Вара? Манпа мĕншĕн тĕл пулатăн?

— Санпа-и? Юратушăн. Ман укçа пур, приключени çитмест. Ан кӳрен. Халь вара вăл лăк тулли, приключени текенни. Слава, каламах ĕнтĕ, ман çие юлнă, пысăк хырăмлă эпĕ.

— Мĕ-ĕ-ĕн? Çие?! Упăшкупа икĕ çул çывăрман пулсан... эппин, ача манран-и?

— Камран пулма пултартăр вăл тата? Санран ĕнтĕ? Сансăр пуçне урăх арçын пулман та ман.

Люда калаçу хăш енне çаврăнасса пĕлчĕ. Слава унăн ачи пулнине ĕненмест. Анчах сасартăк арçын Люда умне чĕркуçленсе ларчĕ, аллисемпе ыталаса илсе пуçне унăн варĕ çине хучĕ, хăлхипе темĕн итлерĕ. Унтан хĕрарăма чуптума пуçларĕ — антăхса кайса, урисенчен тытăнса çӳлерех хăпарса пычĕ. Ăсне çухатнă пек чуптурĕ те чуптурĕ, инçех мар уçăлса çӳрекенсене асăрхамарĕ.

— Люда, Мила, Милушка! Тавтапуç сана, тавтапуç... — пăшăлтатрĕ вăл вĕçĕмсĕр.

Людăн чĕри кăрт! туртса илчĕ. Слава савăннине тин ăнланчĕ вăл. Мĕншĕн?

— Пĕлетĕн-и, Милушка. Çичĕ çул пĕрле пурăнса ача пулманнипе тĕрĕслеттерсен тухтăрсем мана сан хăвăн ача пулмасть тенĕччĕ. Арăмăн веçех йĕркеллĕ-мĕн. Вăл мана пăрахмарĕ. Тĕрĕссипе, эп ăна урăх арçынпа пурнăçне çыхса ача çуратма сĕннĕччĕ. «Çук, е санран çуратап, е никамран та» тесе ĕмĕрне манпа ĕмĕрлет. Пирĕн нимĕнле шанăç та çук. Хăнăхнипе тенĕ пек кун кунлатпăр çапла. Пысăк çулăмлă юрату пулман та пирĕн унпа. Килĕштернĕ — пĕрлешнĕ. Эсĕ? Эсĕ вара мана çĕнĕрен чĕртрĕн. Юратăвăн чăн-чăн хăватне санпа туйрăм. Унăн хăвачĕ чăннипех вăйлă. Пур ĕçе те юратса ĕçлемелле теççĕ вĕт. Пирĕн те çапла пулчĕ, чунăмçăм. Епле телейлĕ эп паян! Ман пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрас килет! И-итлĕ-ĕ-ĕр! Эп атте пула-а-атăп! Эп сире иксĕре те алă çинче йăтса çӳрĕп, ылтăн кермен лартса парăп, укçапа такăнса ӳкмелле пуличчен пуян пурнăçпа усрăп. Текех пасарта шăнса тăмăн. Ыранах ĕçне ан кай. Пирĕн ача сывă пулмалла! Мила мана каçарать. Каçарать вăл мана, — пăлханнипе калаçса пĕтереймерĕ арçын.

— Эп хамăн çемьене салатмастăп, мăшăра пăрахмастăп терĕм-иç сана! — хыттăн хуравларĕ Люда.

Слава çак сăмахсене илтсен кăна тăна кĕчĕ. Ури çине тăрса Людăна куçĕнчен тинкерчĕ.

— Хамăр ачана эс пĕрле ӳстересшĕн мар апла?

— Маншăн çемье хаклăрах, ача та пур пирĕн. Ашшĕне вăл хытă юратать. Унăн психикине пăсмастăп. Пуррине хакламалла, — терĕ Люда çирĕппĕн.

— Хакламалла, паллах хакламалла... Эсĕ эп ача мĕнле кĕтнине, ача пулманнипе мĕнле асапланнине пĕлетĕн вĕт. Ача çавăтса пыракан ашшĕсене курсан ман чĕре кашнинчех çурăлса каясла хĕссе килет. Çак телее туяс килет, атте тенине илтес килет. Ман ача вĕт вăл, ма-а-а-а-анăн! Упăшкунтан уйрăлмасан вара мĕн тăвасшăн эсĕ? Шухăшна веçех ăнланса çитеймерĕм.

— Итле-ха, Слава, тăна кĕр. Эп ку ачана çуратмастăп. Каçар, тепре калатăп — çу-рат-мас-тăп!

— Чарăн! Ан кала ку сăмаха! Ман ачана, пĕртен пĕр тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкĕме пĕтересшĕн-и? Çын вĕлерекен пуласшăн-и? Ан хăтлан кун пек! Ан хăтлан! Чĕркуçленсе ыйтатăп, ан вĕлер ачана. Эп арăмпа калаçса пăхатăп, ку ачана хамăра илетпĕр. Эс çуратса кăна пар, эппин. Тархасшăн, çуратса пар. Эпир сана укçа та тӳлĕпĕр. Мĕн чухлĕ кирлĕ, кала!

Слава хĕрарăм умне тепĕр хут чĕркуçленсе ларчĕ, Турăран ыйтнă пек аллине çӳлелле тытса калаçрĕ. Люда унăн сăмахĕсене хăлхине чикмерĕ, хăйĕннех печĕ:

— Эс ухмах-и, каçар та ун пек каланăшăн. Çие юлнине упăшкана Турă амăшĕнни пек «таса сывлăшран» тесе ăнлантармалла-и? Ун куçĕнчен епле пăхас?

— Ăнланатăп. Веçех ăнланатăп. Çавăнпа пĕрле пурăнма ыйтатăп. Паянах, халех, пĕр шухăшласа тăмасăр. Хваттере кайса кĕретпĕр. Тархасшăн, ан вĕлер ачана!

— Шухăшласа пăхăп, — унран уйрăлса каяс тесе юриех шантарчĕ Славăна Люда. — Эрнерен курнăçăпăр. Çак кунсенче тĕл пулу ан шыра, вăхăт пулмĕ.

Иккĕш ик енне уйрăлса кайрĕç. Иккĕн икĕ шухăшпа, икĕ ĕмĕтпе.

Люда чунне хытарса пурĕпĕр ачана пăрахма шутларĕ. Ыранах анализсене парса тепĕр кун ĕçе вĕçлемелле терĕ. Слава вара хăйне ача ашшĕ вырăнĕнче курчĕ. Пепкене пĕрремĕш хут еплерех алла тытасси пирки ĕмĕтленчĕ. Арăмне, Милăна ача пирки каласа парас тесе килне васкарĕ. Пĕлет вăл, Мила ун ачине хаваспах йышăнать.

Людăн сăмахне илтмен пек Слава тепĕр кунах шăнкăравларĕ. Сасси савăнăçлă. Люда пульницара анализсем кĕтсе ларатчĕ.

— Мĕнле туятăн хăвна, чунăмçăм? Мĕн çиес килет?

— Аванах. Йĕркеллех, нимĕн те çиес килмест, — терĕ Люда сӳрĕккĕн.

Тепĕр кун вăл ачана кайса пăрахрĕ, пĕр иккĕленмесĕр.

Кĕтнĕ тĕлпулу каллех малтанхи вырăнта пулчĕ. Слава вĕçсе çитрĕ. Людăна вĕрсе хăпартнă çӳхе кĕленче чăрăш тетти пек тирпейлĕн ыталаса илчĕ, тутинчен хĕрӳллĕн чуптурĕ.

— Мĕн шухăшларăн? Мĕнле хурав паратăн мана? Эп арăмпа калаçрăм. Вăл хирĕç мар. Тем пулсан та... Манăн вара санпах пурăнас килет, ĕмĕр юратса, пĕр-пĕрне савса.

— Слава, ăнлан мана, Слава. Пĕрре ача пулнă пулсан сан татах пулма пултарать. Эпĕ пăрахрăм...

— Мĕн пăрахрăн? Пăрахрă-ăн?

— Çапла, пăрахрăм ачана. Урăх ан ĕмĕтлен, ан та шухăшла.

Слава аллинчи шлепкине мĕнпур вăйран пăчăртарĕ, пичĕ тăрăх итлемесĕр чупакан куççульне шĕлепкипе хупларĕ, анчах шалтан тухакан хуйхине чараймарĕ.

— А-а-а-а-а! — кăшкăрса ячĕ вăл вăрманти тискер чĕрчун пек. Люда хăраса кайрĕ. Яланах лăпкă та илемлĕ Славăн пит-куçĕ те улшăнса хăрушланчĕ. «Вĕлерме те пултарать», — вĕлтлетрĕ пуçĕнче.

— Эп сана тархасласа, чĕркуçленсе ыйтрăм. Мĕншĕн, мĕншĕн çапла хăтлантăн? — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм вăйран. — Мĕн, эп телейлĕ пуласран хăрарăн-им? Эп ачапа савăннине сăнаса кĕвĕçĕсрен шиклентĕн-им? Пĕрех хутчен, мĕншĕн Турă тĕл пултарчĕ-ши пире? Ӳкĕнетĕп сана курнишĕн, шанăç патăн та хăвăн пирки кăна шутласа ăна пĕр шелсĕр каялла туртса илтĕн. Ачана вĕлертĕн, пĕр шухăшламасăр, Гитлер пек ирсĕррĕн, хурах пек вăрттăн. Кураймастăп сана, ылханатăп сана!

Слава куççульне шăла-шăла машини еннелле утрĕ. Çаврăнса та пăхмарĕ. Ылхану сăмахĕсем хыççăн Людăн кĕлетки чĕтренсе илчĕ, ӳчĕ тăрăх сивĕ хăпарчĕ. «Иртĕ-ха», — лăплантарчĕ хăйне. Анчах кун пирки манаймарĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: