Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке
Пӳлĕмре пăч-тĕттĕм. Çывăракансем хĕрсех хуп турттараççĕ. Ирхи ыйхă питех тутлă çав. Анчах будильник шăнкăртаттарчĕ кăна — йывăç краватьсем чĕриклетрĕç, пĕр енчен тепĕр еннелле çытарсем ыткăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, урай хăмине çара ура çатлаттарни илтĕнчĕ. Тахăшĕ каçăхса каясла ахăрса йăлăнчĕ:
— Федя! Федя, тетĕп! Ан кăтăкла! Ан вĕлер! Чуна хăвар, тархасшăн!.. Ха-ха-ха-ха! Хи-хи-хи-хи!..
— Эй!.. Ача купи тума килĕр! — йыхăрчĕ тепри. Малти кĕтесре кĕшĕл-кĕшĕл, кĕптĕр-кĕптĕр турĕç. Йывăç кравать çăтăр-çатăр ишĕлсе анчĕ.
Сасартăках ахăрма чарăнчĕç. Малтанхи сасах юнаса та йĕлпĕрсе кăшкăрчĕ:
— Юрĕ, шереметсем! Ача купи мыскарине кăтартăп сире!
Çуйхашма пуçларĕç:
— Ой-йой-йой, Юман Паттăр! Хыт ан чăмăрта!
— Ванюк, майĕ пултăр!
— Алла хуçатăн!
— Ахă, шереметсем! Аллусене хуçатăп-и?! Мана кăтăкласа антăхтарнă, ача купи айне тунă чухнĕ аванчче-и? Акă ĕнте кăтăк тутине хăвăр тутанса савăнăр!
— Ха-ха-ха-ха!..
— Хи-хи-хи-хи!..
— Ӳлĕмрен çыхланатăр-и?!
— Çук, çук, Юман Паттăр! — Ванюк, каçар!
Микул Ишимбай (2020-10-03 06:19:39):
Кун пек пысăк калăплă хайлава пысăк талантлă çыравçă кăна çырма пултарать.
Татьяна Козлова (2021-02-12 01:16:14):
Никифор Мранькка çырнă произведенин чĕлхи мана çунатлантарса ярать: çакăн пек илемлĕ çырма пулать ман чăваш чĕлхипе.