Ҫивӗч ҫын


Кукама ялта çивĕч çын теççĕ. Вăл Галина Ивановна Манина ятлă. Хамăр районти Туканаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере ултă ача çитĕннĕ: виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Кукам кĕркунне утмăл виçĕ çул тултарать. Вĕсен çемьи ытлашши тулăхах пурăнман, ашшĕпе амăшне ултă ачана çитĕнтерме çăмăлах пулман. Кукам 22 çулта Кĕрлев ялне Гриша ятлă каччăна качча тухнă. Çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Аслă ывăлĕ, пирĕн Игорь кукка, çемьипе Шупашкарта пурăнать, Андриян куккапа пирĕн анне ялтах тĕпленнĕ. Кукамăн пилĕк мăнук. Юнашар ялта çăкăр пĕçермелли пекарня пулнă. Пирĕн кукам çамрăк чухне çавăнта ĕçлеме çӳренĕ. Кив Атикасси ялĕ Кĕрлеврен тăватă çухрăмра. Унта çитме вăл вăхăтра йывăр пулнă, автобус çӳремелли çул пулман, кĕркунне-çуркунне пылчăк тăрăх, хĕлле çил-тăманлă çанталăкра кӳршĕ яла васканă: çăкăр пĕçерме вăхăтра çитмеллех. Вĕсем икĕ сменăпа çăкăр пĕçернĕ, иккĕмĕш сменăра тутлă тĕлĕксем курса çывăрас вырăнне çĕрĕпех ура çинче тăрмашмалла. Кив Атикассинче пĕçернĕ çăкăр тутлă пулнă. Халăх ăна юратсах туяннă. Хăшпĕр чухне çутă пĕтсе ларни те пулнă, ун чухне чустине алăпах çăрма тивнĕ. Çăкăр пĕçерекенĕн ĕçĕ çăмăлах мар, ăшă кăмака умĕнче тарласан, уçăлма тула тухатăн, сивĕ çĕрте чирлесси те часах.

Кукама ялта çивĕч çын теççĕ. Андриян ятлă ывăлĕн арăмĕ унăн мăнукĕ çулталăкра чухне вилнĕ, кукам мăнукне ют алла паман. Стасика кукам мĕн пĕчĕкрен çитĕнтерет. Ăна эпир те час-часах пулăшатпăр.

Вăрманкасри пĕр вăрçă ветеранĕ чирлесе кайнă. Йывăр чирлĕскер малтанах больницăра сипленнĕ, кайран килтех. Ачисем ăна пăхма вăхăт тупайман, ваттисен çуртне кайма хăй килĕшмен. Пирĕн кукам ăна мĕн виличченех пăхса пурăнчĕ, юлашки çула ăсатма пулăшрĕ.

Кукама пурăнма çăмăлах мар, кукаç виçĕ çул каялла вилчĕ, анчах та вăл пурнăçа нихăçан та ӳпкелешмест. Эпĕ кукама нумай çул пурăнма сывлăх сунатăп. Этемшĕн чи кирли — сывлăх.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Зотова Галина (2015-04-29 21:18:09):

Çĕр çивĕч çынсем çинче тытăнса тăрать. Кукамун çивĕчлĕхĕ ан чактăр, сире çитĕнтерме пулăшас вăй-хăвачĕ ан чактăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: