Тӗл пулсан...


Тав тăватăп Турра:

Паян эпĕ – санпа.

Эс пулсассăн çумра

Кăра мар пек шăпа.

 

Куркасем тултарса,

Пур хуйха та манса

Çак саламлă юрра,

Тен, юрлар пĕр кана.

 

Шăпуна ан хурла,

Çулсене ан шутла.

Пулни пултăр ара —

Çырнă пулĕ çапла.

 

Чĕрене хытарса,

Куççуле пытарса

Çак саламлă юрра

Юрласам пĕр кана.

 

Ярайман салама

Эп усрарăм ăшра,

Калайман сăмаха

Хывас терĕм юрра.

 

Пĕр-пĕрне ăнланса,

Шанчăкпа йăпанса

Çак саламлă юрра

Янратар пĕр кана!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: