Ултав


Район центрĕнчен инçе мар самаях пысăк хуçалăхра бухгалтер пенсие тухнă пирки ĕç вырăнĕ пушаннине илтрĕ Лида. Кайса пăхам-ха тесе çула тухнăччĕ. Вырăнта хваттер шантарнипе заявлени çырсах хăварчĕ çамрăк хĕрарăм. Пĕчĕк Мируна çӳреме тата аталанма ача сачĕ те пӳрчĕ çумĕнчех.

Вăхăт сиккипе чупать. Чипер сарă ачи пуçламăш шкул та пĕтерет. Тăрăшуллă амăшĕпе мухтанать вăл. Ăна хӳтĕлеме пăхать. Çиччас велосипедпа кукамăшĕпе кукашшĕне кайса курса килет.

Лида тĕрмерен тухнă арçынна киле кĕртрĕ. Пĕччен пурнăç йăлăхтарать, йăнăшасси кашнинпех пулать вăл тесе хăйне лăплантарма пăхрĕ хĕрарăм. Петя ĕçчен, алли вырăнĕнченех ӳсет унăн. Анчах та ывăнсан-тусан е пĕр черкке эрех ĕçсен кăмăлĕ пăсăлса, усалланса каять. Арăмĕ çине аллине те çĕклеет. Ăна-кăна пăхмасăр халиччен арçынпа пурăнса курманскер икĕ хĕр умлăн-хыçлăн çуратрĕ. Вăтăртан иртнине пăхмарĕ вăл. Çак утăма Мирун валли юлташсем кирлине пĕлсех турĕ. Хĕрачисем амăшĕ пекех кăлкан çӳçлĕ, чипер, кăвак куçлă. Пĕрре пăхма — веçех аптрамасть пек. Укçи çителĕклĕ. Ачисем йĕркеллĕ, ăслă. Анчах та хĕрарăм телейне парнелеймерĕ ăна Петĕр. Канăçсăр упăшкинчен хăраса пурăнса чире кайма пуçларĕ. Малтанласа вĕçĕмсĕрех чăтма тăрăшрĕ. Чун ыратăвне шалта тытрĕ.

— Александр ав иккĕмĕш хут атте пулма хатĕрленет теççĕ, — пĕлтерчĕ Ирина телефонпа шăнкăравласа. Хĕр чухнехи юлташĕ ялтах пурăнать Лидăн. — Арăмĕ хальхинче ывăл кĕтет теççĕ.

— Эп вĕсене телей çеç сунатăп. Саша арăмне курнă эп. Çепĕç чĕлхе-çăварлă, ырă кăмăллă, пултаруллă. Ман шутпа, пурне те ырă сунакан çын çав хĕрарăм. Хĕрне те питĕ юратать, пăхать теççĕ. Упăшкине те юрама тăрăшать,— урăх нимĕн те калама пĕлмерĕ Лида. Ольăна курнă вăл. Тата пĕрре кăна та мар.

— Мĕнле çын эс, Лида? Пурне те юрататăн, хаклатăн, — кăмăлсăрланнă пек пулчĕ юлташĕ.

Вăхăт нумай иртрĕ-и, çук-и — районĕпе, пур ялсене те синкер хыпар сарăлчĕ: Ольга Молгачева ача çуратмалли çуртра çăмăлланнă чухне юн кайнипе вилнĕ, ывăлĕн пурнăçĕшĕн тухтăрсем кĕрешеççĕ тет. Çуралсанах амăшĕсĕр юлнă пепки пурнăçпа вилĕм хушшине çакланнă.

Лидăн хуйхăпа чĕри çурăлса кайнă пек туйăнчĕ. Çап-çамрăк илемлĕ хĕрарăм вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнине лăпкăн йышăнма пултараймарĕ вăл. Темччен кулянса, йĕрсе çӳрерĕ. Каярах ачи те хула пульницинче вилсе кайнă терĕç. Çăлса хăварайман куран ăна та тухтăрсем.

Анчах та Саша йĕрсе ылтăн вăхăтне сая ярас темен курăнать — çур çултанах килне хăйĕнчен икĕ хут çамрăкрах хĕрарăм илсе кĕнĕ. Анчах та лешĕ сусăр хĕрĕпе килĕштереймен пирки кăларса яма тивнĕ. Халĕ те телейне шырама пăрахман ахăр. Çын çăварĕ хапха мар-çке. Ку е вăл хыпар хăлхана пыра-пыра кĕретех. Вара кӳрши-кӳршине, тăван-хурăнташĕ пускиле пĕлтерме васкать.

Пĕррехинче тĕлĕкре Лидăна пĕрремĕш юратăвĕ тĕлленчĕ. Саша шап-шурă капмар çăка йывăçсенчен пура хăпартать пек. Лидăна пӳрнипе хăй патнелле кăчăк туртать. Хĕрарăм хускалмасăр тăрать. Эсĕ мана халĕ те каçараймастăн-и тет. Сăмах чĕнсе ĕлкĕреймерĕ — çӳллĕ капмар çурт тайăнма пуçларĕ. Арçын Лида еннелле аллине тăсать. Хĕрарăмăн чунĕнчен çурта кĕрес килмерĕ. Анчах та хăçан-тăр чунĕнчен юратнă çыннине те инкекре хăварас темерĕ — Сашăна пулăшу аллине тăсса парасшăнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ. Вăранса кайрĕ. Ӳтне сивĕ тар тапса тухнине курчĕ. Лайăха мар ку тĕлĕк, лайăха мар.

Çакăн хыççăнах эрнеренех, Лида инсультпа пульницана çакланиччен уйăх маларах, Саша аварие лекнĕ. Аслă çул çинче икĕ-виçĕ хут çаврăнса ӳкнĕ машининче пĕр чĕрĕ вырăн та çук имĕш. Водителĕ те вилнĕ...

 

— Анне, мана паян самай çăмăлрах. Тухтăр мана пурăнатăн терĕ. Хăйне итлеме хушрĕ. Пĕлетĕн-и паян ман пата кам кĕнине? Çук, пĕлейместĕн. Ир-ирех упăшка, Петя килчĕ. Ав çав чечек çыххине парнелерĕ, улма-çырла илсе килнĕ. Сан сывалмалла, эп сана юрататăп терĕ, каçару ыйтрĕ. Улшăнма шантарчĕ. Анне, пульницаран тухсан маншăн та çĕнĕ пурнăç тытăнасса ĕненетĕн-и эсĕ?

— Ĕненетĕп, хĕрĕм, çапла пулатех, — куçĕнчен пăхрĕ ватă..

— Ман ачасем ӳснине пăхса киленес, хам урапа утса çӳрес килет. Ылханма юрамасть, аннеçĕм, хура ылхан каялла сан патна çаврăнса килет тенине вуланăччĕ эп пĕр кĕнекере. Хуть те мĕнле усал ĕçшĕн те каçарма пĕлес пулать.

Амăшĕ — Униççе — чӳрече енне çаврăнса тăчĕ. Вĕри куççулĕ пичĕ тăрăх юхрĕ ун. Тĕрĕллĕ хура саппунĕпе куçне типĕтрĕ. Хĕрне кӳрентерсен никама та, нихăçан та ылханман ватă хĕрарăм. Çакăнма тăнă çырла пек хӳхĕм хĕрĕн пăявне касса янă хыççăн вăрманта ватă юмана ыталаса темччен хурланса йĕнине астăвать. Тахçанччен лăпланаймасăр макăрнăччĕ. Вăйсăрланнăскер сĕм тĕттĕм пуличчен ури çине те тăрайманччĕ. Хĕрне никама та кӳрентерме памĕ вăл. Никама та, ниме те...

 

— Анне, эп вăрманçă пуласшăн, — терĕ кĕркунне салтакран таврăннă ывăлĕ амăшне ыталаса. — Çак енĕпех иккĕмĕш института каясшăн. Эс мĕнле шутлатăн, анне. Сана, кукамая, йăмăксене мансăр йывăр пулмĕ-и? — ывăлĕ ытараймасăр пăхать инвалид коляски çинче ларакан Лида çине.

— Каях, чунăм, каях. Эп ырлатăп çеç сан йышăнăвна. Анчах та темле лару-тăрура та чи малтан Çын пулма тăрăшмалла. Илтетĕн-и — Çын.

— Анне, эп вĕренме каякан хулара ман тепĕр йăмăк пурăнать. Эсĕ ирĕк парсан эпĕ ăна пулăшма çӳресшĕн. Ăна, суккăрскере, çăмăл мар çак пурнăçра. Анчах та Светлана вăйлă, çирĕп кăмăллă хĕр, сарă хĕвел айĕнче лăпкăн пурăнассишĕн пултарайнă таран кĕрешет вăл.

— Каях, ывăлăм, çӳрех. Сан пысăк чĕрӳнте такам валли те вырăн çитессе пĕлетĕп, шанăçăм, Улăпăм. Питĕме хĕретес çук эс... Нихăçан та...

■ Страницăсем: 1 2 3

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: