Тавах сана, вĕрентекен!
Анлă коридорсем, шавлă класс, çывăх юлташсем, хаклă учительсем…
Çулсем иртĕç, эпир çитĕнĕпĕр, тĕнче улшăнĕ, анчах та шкул яланлăхах пирĕн асра юлĕ.
Çĕр çинче шкул пурнăçĕ çинчен начарпа аса илекен çук та пулĕ. Кашни çын шкул витĕр тухнă. Вĕсене пурне те вĕрентекен пурнăç çулĕ çине тăратнă: вулама, çырма, шутлама тирпейлĕ те сăпайлă пулма. Унсăр чаплă профессорсем те, ăста тухтăрсем те, паллă сăвăçсемпе артистсем те, космонавтсемпе Президентсем те ӳсеймен пулĕччĕç.
Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне-сăнлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. Унра йăлт пур тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе ăшă сапса тăракан савăклăх та, ырă кăмăллă тараватлăх та, юратнă вĕренекенсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлӳ хывччăр тесе çунса тăни, таса çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăравĕ те…
Эпĕ Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта вĕренетĕп. Çак шкулти пур вĕрентекен те мана килĕшеççĕ. Шкул та вĕсене пула районта пысăк шайра тăрать. Çавăнпа та шухăш тĕввине тав сăмахĕсемпе пуçлас килет.Тав тăвас çынсем вĕсем — мана ăспа пĕлӳ паракансем: пĕрремĕш учитель, класс ертӳçи, аслă класра тĕрлĕ предметсене вĕрентекенсем тата çав учитель, камран эпĕ пурнăçра тĕслĕх илетĕп.
Пĕрремĕш учитель! Ǎна ĕмĕрне те манас çук. Акă вăл сана анне пекех çепĕççĕн алăран çавăтса класа илсе кĕрет, парта хушшине лартать, пĕчĕк пӳрнесене пĕрле çирĕп тытса сас паллисене тĕрĕс те илемлĕ çырма хăнăхтарать. Ку вăл яланах хаваслă сăн-питлĕ Галина Валентиновна.
Шкулти иккĕмĕш çын вăл, хăшĕн умĕнче эпĕ яланах парăмра, класс етӳçи — Григорьева Н.В.. Унăн сăн-сăпачĕ яланах куç умĕнче, вăл яланах çумра. Тепĕр чух çывăх çынсем парса çитереймен чун ăшшине те парать вăл. Атте-анне вырăнне те çирĕппĕн асăрхаттарма пĕлет: ыррине çеç сунакан, ăс-тăн парса пурăнма вĕрентекен, тăван çĕре юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтаракан. Ырă вăрлăх акакан çеç мар, ăна ӳсме çĕрне хатĕрлекен те вăлах. Ача мăнле пуласси класс ертӳçи мĕнле пулнинчен те нумай килет тенипе кам килĕшмĕ.
Çĕнĕ шкул мар, лайăх вĕрентекен шырамалла тенине те илтме пулать хăш-пĕр чух. Ку сăмахсем пачах пирĕн шкулти ĕçченсем çинчен, мана 5-мĕш класран пуçласа вăрентекенсем пирки калаçу пырать.Тав тăвас çынсене хăçан та пулсан çакăнти учитель çинчен çырнă сăмахсене калайăп-и, çук-и, апла пулин те, нумай шкул ачисем манпа пĕр кăмăллă пулнине шанса тăратăп. Ачасене интереслентерсе, кашнин чунĕ патне çул тупма пултарас ăсталăх пысăк вĕсен. Кунсерен хама кирлине, усăллине, кăсăклине тем чухлех тупатăп. Кашнин сăмахĕсене тимлĕн итлеме тăрăшатăп.
Шкулти тепĕр вĕрентекен вара вăл маншăн тĕслĕх, хăшĕнчен эпĕ хама кирлине илсе пурнăçа çав çулпах утса тухма тăрăшатăп. Сăмах кунта нумай çул хушши директор çумĕнче вĕрентӳпе методика енчен пулăшакан пулса ĕçленĕ Журавлева Антонина Николаевна çинчен пырать. Вăлах манăн инке пулать. Тен, çавăнпа эпĕ ăна çывăха хуратăп.
Вĕрентекенĕн профессийĕ анлăшĕпе, тĕрлĕ енлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вăл аслă пĕлӳ, диплом илнĕ çын тенине кăна пĕлтермест. Учитель профессине кирек кам та алла илме пултарсан та унран мĕнле специалист пуласси пĕлӳрен çеç мар, çынран хăйĕнчен килет. Мĕн хаклатăп-ха эпĕ Антонина Николаевнара, мĕне кура манăн ун евĕр пулас килет? Тупсăмĕ вара çакăнта — вăл ачасене сасă кăлармасăр, ятламасăр итлеттерме , вĕсен кăмăлне уçма, пĕтĕмпех хăйне кирлĕ пек çавăрттарса яма пĕлнинче.
Вăл хăйне евĕр педагог, унран вĕренмелли те нумай. Антонина Николаевна ачасемпе ĕçлеме Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта тытăннă. Теччĕри педагогика училищинче вĕреннĕ хыççăн çак шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ, каярах вара, Шупашкарта аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, пултарулăхне кура директор çумĕнче вĕрентӳпе методика енчен пулăшакан ĕç вырăнне шанса параççĕ. Шкул коллективĕнче те ырă ятлă вăл. Пуринпе те лăпкăн калаçать. Çав вăхăтрах сăмахĕсем унăн витĕмлĕ, тарăн шухăшлă. Тен, çавăнпа-и, уçă кăмăллă та пур çĕре те çитме ĕлкĕрекенскере, пурте ырăпа çеç асăнаççĕ, ун сăмахĕсенчен иртмеççĕ. Хăйĕн ĕçне Антонина Николаевна чунĕпе парăнни тӳрех курăнать. Кашни вĕренекенпе кăмăллă калаçать вăл, юратса ăс парать. Çав таранччен пухнă ăс-хакăла, ăсталăхне пĕр шелсĕр валеçет, сапалать, ачасен чунне ыррине кăна хывма тăрăшать. Килне те каç кӳлĕм çеç таврăнать, пушă вăхăчĕ пачах çук темелле. Апла пулин те, тутлă ыйхине татса çак тĕлĕнмелле кăткăс ĕçе пуçăнса чунне парса ĕçлет вăл.
Шкул пурнăçне çĕнĕрен çĕнĕ технологисем кĕрсе пыраççĕ. Антонина Николаевна ĕçтенĕшсем валли те тăтăшах семинарсем, уçă уроксем, çавра сĕтелсем ирттерет, пултаруллă педагог, республикăри пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене йĕркелес ĕçе те хутшăнать. Çакăн пек пултăклă вĕрентекенсем пур Саплăк шкулĕнче.
Учитель! Кашнине юратса ăс-тăн паратăн, ырри енне туртăнма, Тăван çĕр-шыва юратма, темĕн тепĕр ăсталама, юрлама, ташлама, пурăнма — вĕрентсе çул пиллетĕн. Ырă çимĕçе çĕр ĕçченĕ пек темиçе уйăхранах пуçтарса илейместĕн пулин те ăс-хакăл, ăсталăх çӳпçинчи пуянлăха ачасене пĕр шеллемесĕр валеçетĕн. Мĕншĕн тесен çĕр çине пуласлăхшăн ĕçлеме килнине пĕлетĕн. Йывăр та пархатарлă, сăваплă ĕçӳпе этемлĕхе, пурнăçа аталантаратăн.
Паянхи шкул Санран тата çирĕпрех ыйтать, ĕçĕ те кăткăсланса яваплăху ӳссех пырать. Анчах эсĕ малаллах талпăнатăн, ыттисем валли çул уçса хăв хыççăн çамрăк ăрăва ертсе пыратăн. Шанать сана тĕнче, санран çитĕнӳсем кĕтет.
Тавах сана Вĕрентекен, пуриншĕн те тав!
Лиана (2015-05-06 22:34:57):
Хайлава вулана хыссан телентем менле таран шухашла произведени.Маттур.
Аделя (2015-05-07 21:20:31):
Дарья,мĕнле чаплă калав!
Маттур,малалла та çакăнпек тăрăшмалла!
Надежда (2015-05-12 12:54:26):
Произведение автор пите витемле, чан-чан сыравса пек илемлех мелесемпе уса курса сырна.Произведени пите ктилешре
Элина (2015-05-12 16:09:08):
Дарья,мĕнле чаплă калав!!!!Матур!!!
Наталия (2015-05-12 20:48:15):
Дарья,эсир пите пултарулла хер пулас!!! менле сапла сырайрор,чан сыравса пек??ман сомах сук,пите чапла калав!!Молодец!!)
Алёна (2015-05-12 22:48:34):
Калавна вуланăçемĕн чуна илет. Питĕ лайăх çырнă.
Андрей (2015-05-12 22:51:23):
Тĕрĕс те илемлĕ произведени! Вĕрентекенсене хисеплеме вĕрентет.
катерина (2015-05-13 20:36:54):
Пите аван калав.Аван сырна. Молодец!!!
Мария (2015-05-13 20:40:31):
Чăн щыравçă пекех çырнă эсир,Дарья!
олеся (2015-05-13 20:47:46):
Дарья, эсир пите пултарулла. Содержание таран, илемле сырса пана. Молодец!
Светлана (2015-05-13 20:55:29):
Сырас енепе пите пултарулла хер пулас.Астан сакан чухле шухаш,сыравса пек килешулле учитель санарне сырса пама пелет-ха,Дарья.Санан хаван пултарулахна аталантармалла та аталантармалла.
Вероника (2015-05-13 20:58:47):
Дарьяпа перле веренетпер.Вал яланах сакан пек теленсе каймалла хайлавсем сырать.Ку калаве те унан пите чапла тухна.
Мария Васильевна (2015-05-14 09:35:06):
Учитель синчен сакан пек ытрала самахсем сырни пите савантарать.
Аня Тимошкина (2015-05-14 11:40:32):
Дашан сочиненийесем пурте теленмелле пулса тухассе.Учитель урокра яланах теслехшен пире вуласа парать
Милена (2015-05-14 12:07:18):
Маттур!
Даша , питĕ аван калав çыратан!
Выселкина Ксения:) (2015-05-14 12:23:01):
Чăн чăн çыравçă пекех)Пултаран Маттур:)
Инна (2015-05-14 12:34:58):
Произведени питĕ килешрĕ. Маттур!
Мударисова Алина:) (2015-05-14 13:14:59):
Питĕ чаплă произведения)Маттур:)
Романова Марина (2015-05-14 16:10:13):
Дарья эсе питĕ пултаруллă хĕр эсĕ:)
Романова Марина (2015-05-14 16:10:14):
Дарья эсе питĕ пултаруллă хĕр эсĕ:)
Романов Максим (2015-05-14 16:14:21):
Даша мана питĕ вăйлă килешлĕ санăн произведениĕ:)
Николай (2015-05-14 16:19:50):
Произведение вуланă хыççăн эпĕ тĕлĕтĕм)Маттур Даша:)
Юлианна (2015-05-14 16:22:22):
Эс питĕ аван çыран,сан писатель пулмалла:)
Вадим (2015-05-14 19:34:03):
Санра çырас пултарулăх.Маттур!
Елена (2015-05-14 20:11:44):
Дарья,санăн сочиненийĕ мана питĕ килĕшрĕ. Эсĕ мĕн пĕчĕкренех лайăх сочинением çыраттăнччĕ, халĕ тата та лайăхрах çыратăн. Пултаруллă хĕр эсе,Дарья,малалла та аталанма тăрăш. Маттур!
Стас (2015-05-14 20:56:55):
Питĕ хитре сăпайлă çирнă. Маттур!
Юлия (2015-05-14 21:00:04):
Эсе маттур та ăслă херача. Сан произведение пите килĕшрĕ.
Кристина (2015-05-14 21:09:49):
Эсир питĕ пултаруллă хĕр калавар питĕ чаплă
Светлана Львовна (2015-05-14 21:12:55):
Ку калава вуласан шкулти çулсем аса килеççĕ матур пите ăслă та тарăн шухăшлă хĕр
Ирина Васильевна (2015-05-14 21:24:18):
Калав питĕ килĕшрĕ.Мĕн чухлĕ ытарлă сăмахсем унта.Çырас пултарулăх сирте,Даша.Маттур!
Вероника Маркова (2015-05-15 09:39:07):
Хайлавне питĕ лайăх çирнă. Матур!
Любовь Александровна (2015-05-15 09:44:08):
Мана питĕ килĕшрĕ ку произвдени! Лайох, Матур Даша!
Вероника Маркова (2015-05-15 09:44:23):
Хайлавне питĕ лайăх çирнă. Матур!
Вероника Маркова (2015-05-15 09:44:36):
Хайлавне питĕ лайăх çирнă. Матур!
Марианна (2015-05-15 18:24:03):
Лайăх!Питĕ килĕшрĕ сирĕн произведениер!;)
Инна Журавлева (2015-05-15 18:53:57):
Питĕ анлă çырнă. Килĕшрĕ. Дарья, питĕ пултаруллă эсĕ!
Катя (2015-05-15 20:53:28):
Мана пите килĕшрĕ,аван щырнă.Матур!
Кирилл (2015-05-15 21:53:34):
Питĕ тĕлĕнсе вуларăм.Ăçтан çакăн чухĕ ытарлă сăмахсем тупма пултарать-ха 8-мĕш класра вĕренекен ача!Питĕ пултаруллă пулас.
Елена Петровна (2015-05-15 21:59:30):
Произведени сапăрлăх енчен паха.Çын çинче çакăн чухлĕ авана курсан, паллах,çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕ,çынна сума сăвасси пĕтмĕ-ха апла.
Мария Ивановна (2015-05-15 22:04:33):
Эпĕ нумай çул хушшши вĕрентекен пулса ĕçлетĕп.Ачасемпе нумай вĕрентекен çинчен сочиненисем çырнă.Нумай чухне сочиненисен пуххинчен вăрлаççĕ.Вăл йĕркесене пăхмасăр пĕлетĕп.Дашăн вара çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем.Хăй çавăн пек пултăклă хĕр пулас.
Ăнăçу сире.
Алия (2015-05-16 10:09:00):
Мана ку произведени питĕ тĕлĕнтерчĕ чăн та чăн çыравçă пек.
Влад (2015-05-16 10:23:55):
Шухăшĕ вăйлă,чĕлхе илемлĕхĕ пысăк, содержанийĕ тулли
Нонна (2015-05-16 10:25:18):
Произведени вулама питĕ интереслĕ,тарăн шухăшлă.
Галина Вячеславовна (2015-05-16 21:24:05):
Конкурсра учителе мухтакан та тупăннăшăн савăнтăм.Хĕрачана ăнăçу сунатăп!
Павел (2015-05-16 22:00:32):
Даша питĕ пултăклă хĕр.Вăл сăвăсем те çырма ăста.Ку хайлавĕ те унăн шăранса тухнă.
Василий (2015-05-16 22:07:53):
Ку хайлав пурнăçра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.Эпир пурте вĕрентекенсен умĕнче тивĕçре.Пурне те вулама сĕнетĕп.
Ирина Николаевна (2015-05-16 22:10:12):
Учительсене çакăн пек чысласа çырнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Маттур!
Наталья (2015-05-16 22:14:42):
Электронлă вулавăш пурри мĕн тери аван. Чи малтан çакна шутласа кăларакансене тав сăмахĕ калас килет.Мĕн тери çитĕнӳ ку.Тĕлĕнмелле.Дашăн ĕçĕ питĕ килĕшрĕ.
Диана (2015-05-16 22:19:07):
Дашăн ĕçне электронлă вулавăша вырнаçтарнă тесен савăнсах кайрăм.Кĕрсе вуласа тухнă хыççăн тĕлĕнсех кайрам.Пирĕн шкул ачисен хайлавĕсем те кун курчĕç.Ăнăçу сунатăп.
Василина (2015-05-16 22:20:55):
Хайлаву питĕ ăста тухнă.Молодец
Марианна (2015-05-16 22:23:46):
Тĕлĕнмелле çырнă ку произведения.Тĕп шухăшне тупма мĕн тери ытарлă сăмахсем тупнă. Повторсем те сахал. Маттур!
Артем (2015-05-16 22:26:01):
Ку хĕрĕн çыравçă пулас малашлăхĕ пур.
Кристина (2015-05-16 22:29:05):
Даша мĕн пĕчĕкрен çырма юратать.Унăн çырнисен пуххи те пур теме пулать.Вăл вĕсне пĕр альбома вырнаçтарса пырать.Ку хайлавĕ вĕсенчен пĕри кăна -ха. Ыттисем те пичетленессе шанатăп.Ăнăçу сана.
Татьяна (2015-05-17 21:01:46):
Шухăшĕ тарăн. Чĕлхи илемлĕ.Питĕ аван.
Agabazar (2015-06-24 15:42:39):
Ах, Тур, Тур, мĕн кăна çырман кунта! Хайлавĕнче те, комментарисен пайĕнче те! :-)
Agabazar (2015-06-24 15:42:40):
Ах, Тур, Тур, мĕн кăна çырман кунта! Хайлавĕнче те, комментарисен пайĕнче те! :-)
Валера (2015-08-31 00:28:57):
Маттур.Вĕрентекен çак сăмахсене тивĕçлĕ