Ҫумӑр вӑрттӑнлӑхӗ


Ялта сывлăш уçă, таса. Курăк та кунта симĕсрех пек туйăнать. Вĕсен аслашшĕпе асламăшĕ хуларан аякра пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсен патне тахçан та пĕрре кăна хăнана килкелесе кураççĕ. Ватăсем хăйсемех хуçалăхне пĕчĕккĕн тытса пыратчĕç: пахчара хăйсене тăранса пурăнмалăх пахча-çимĕç ӳстеретчĕç, икĕ качака, чăх-чĕп усратчĕç. Халĕ пахчара ĕçлесси пĕтрĕ ĕнтĕ. Ывăлĕ, Ромăпа Çерушăн ашшĕ, ватăсене килсе пулăшас терĕ. Вĕсем виççĕшĕ лавккаран нумайрах апат-çимĕç туянчĕç те ялалла çул тытрĕç.

Рома çакăнта юлашки хут пĕрремĕш класра вĕреннĕ чух килсе курнăччĕ. Унтанпа ял йăлтах улшăннă. Кивĕ йывăç пӳртсем вырăнне — урам ик айккипе те икĕ е виçĕ хутлă кирпĕч çуртсем лараççĕ. Асаннепе асаттен çурчĕ ял вĕçĕнчех вырнаçнă. Кил карти умне машина пырса чарăннине курсан асламăшĕ хăнасене кĕтсе илме урама тухрĕ.

— Салам, салам, ачамсем, тахçантанпах килсе курмастăр та, мĕнле пурăнкалатăр-ши тетпĕр. Çанталăкĕ пĕрмаях алхасать те, килсе çӳреме майĕ те çукрах пуль-ха. Иртĕр, иртĕр, мăнукăмсем, аслаçупа иксĕмĕр сирĕншĕн тунсăхласах çитрĕмĕр, — пĕр чаранми пуплерĕ вăл. — Чим-ха, Çеруш, мĕн-ха эсĕ питĕ начарланса кайнă? Çăкăр сахал çиетĕн пуль, — хушрĕ вăл куларах. Çеруш ун çине путса ларнă куçĕсемпе пăхрĕ.

— Мĕн нимĕн те чĕнместĕн? Чĕлхене çăтса ятăн-им? — кулчĕ каллех асламăшĕ.

— Асанне, Çеруш пачах калаçмасть, — терĕ Рома. — Вăл хĕрлĕ çумăр айне лекнĕ хыççăн питĕ начарланса кайрĕ, пĕр сăмах та чĕнмест.

— Ай-уй, кун пеккисем пирки илткеленĕччĕ-ха, хамăрăн Çеруша çакă пырса лекесси пирки шутламанччĕ вара, — кулянса ӳкрĕ асламăшĕ.

— Анне, эсĕ ытлах ан кулян-ха, куратăн-вĕт, Çеруш йĕркеллех, часах сывалĕ ак. Çанталăк та, ав, йеркене кĕрет, — сăмах хушрĕ ашшĕ.

— Çук, ку лăпкăлăх вăхăтлăха кăна… — пăшăлтатрĕ асламăшĕ.

— Анне, эпир сире валли кучченеçсем илсе килтĕмĕр, — терĕ ку сăмахсене илтмен ашшĕ. — Атте ăçта-ха?

— Аçу пӳртре темĕн аппаланатчĕ-ха. Ара, эсир иртĕр пӳртелле, иртĕр. Мĕн урамра калаçса тăмалли пур, — пуплерĕ асанне. Ромăпа ашшĕ багажникри сумкăсене кăларчĕç те пӳрте кĕрсе кайрĕç. Асламăшĕ пĕчĕк Çеруша çавăтса хыççăн утрĕ.

Рома пӳрте кĕрсе йывăр сумкăсене урайне лартрĕ те хаш! сывларĕ. Вăл унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Чăн та, кунта пĕтĕмпех улшăннă! Пӳртре çĕнĕ сĕтел-пукан, стенасем çинче тĕрĕсем. Чӳрече анисенче — чӳлмексем. Вĕсенче вара чечексем мар, хăяр тата помидор çитĕнет. Тепĕр чӳлмексенче — сухан, теприсенче — çĕр çырли, пăрçа, пăрăç. Пахчари мĕнпур çимĕç япăх çанталăкран пытанса пӳрте тарнă тейĕн. Диван çинче икĕ самăр кушак тăсăлса выртнă.

— Асатте! Асатте, ăçта эсĕ?! — чĕнчĕ Рома.

— Кунта-ха эпĕ, кунта! — илтĕнчĕ аслашшĕн сасси таçтан. Рома сас илтĕннĕ çĕре кайрĕ. Аслашшĕ верандăра иккен.

— Кил кунталла, мăнукăм! — чĕнчĕ вăл. Рома веранда алăкне уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Кунта чăн-чăн пахча тейĕн! Асламăшĕпе аслашшĕ çак хăрушă çанталăкра та пуранмалли май тупнă иккен. Веранда тăршшĕпех урайĕнче пысăк каткасем, чӳлмексем лараççĕ. Вĕсенчен кашнинчех пахча-çимĕç çитĕнет, ытларах çĕрулми. Рома кĕрсе тăнă чухне аслашшĕ шăпах çĕр улмине шăваратчĕ.

— Салам, салам, манукăм. Тахçантанпах сана курманччĕ, — терĕ вăл куларах. — Кур-ха, еплерех ӳссе кайнă, хамран та çӳллĕрех. Çеруш вара ăçта? Вăл та çитĕнсех кайнă пуль-ха, — пуплерĕ старик, лейкăна урайне лартса…

 

Çак кун вĕсем кунĕпех çанталăк пирки, Çерушăн чирĕ пирки калаçрĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Аслашшĕпе асламăшĕ ывăлĕпе мăнукĕсене хăйсен пӳртри «пахчипе» паллаштарчĕç. Каç пулсан та тăвансем çĕрлечченех калаçса ларчĕç. Çеруш часах анаслама пуçларĕ.

— Ай-уй, çурçĕр те иртсе кайнă иккен, — хыпаланса ӳкрĕ асламашĕ. — Мăнуксен çывăрас та килет пулĕ.

Ромăпа Çеруша иккĕмĕш хутри пӳлĕме вырнаçтарчĕç. Арçын ачасем çывăрма выртма хатĕрленчĕç çеç, алăкран шаккарĕç.

— Эпĕ-ха ку, кĕме юратчĕ-ши? — илтенчĕ аслашшĕн сасси. — Чăрмантармарăм пуль?

— Кĕр, асатте, эпир çывăрмастпăр-ха, — хуравларĕ Рома. Пӳлĕме аслашшĕ кĕрсе тăчĕ.

— Эх, ачамсем, епле ӳссе кайрăр-çке… Юлашки хут сире курнă чух эсир пĕчĕк ачасем кăначчĕ. Ун чухне час-часах пирĕн пата килсе çӳретĕрччĕ. Кунтах çĕр каçнă чух эпĕ сире каçпа, çывăрма выртиччен яланах юмах каласа параттăмччĕ. Çеруш ун чухне виçĕ çулта кăначчĕ те, ас тумастăн та пулĕ. Рома çиччĕре пулнă. Иксĕр те питĕ юмах итлеме юрататтăрччĕ.

— Асатте, халĕ юмах каласа памăн-ши? — ыйтрĕ Рома.

— Мĕншĕн каласа парас мар ара? Итлĕр.

Ромăпа Çеруш юмах итлеме хатĕрленсе ларчĕç.

— Ку юмаха пĕчĕк чухне эсĕ, Рома, питĕ юрататтăнччĕ, кашни кунах каласа пама ыйтаттăнччĕ. Юмахĕ — асамлă кӳлĕ çинчен… Пĕр аякри-аякри тĕнчере пĕр халăх пурăннă тет. Мĕн авалтан вĕсем туслă та пĕр-пĕрин хушшинче мирлĕ пурăннă. Анчах та пĕр кун икĕ çывăх юлташ тем сăлтавпа тавлашса кайнă тет. Утса пыраççĕ тет иккĕшĕ урам тăрăх, хăйсем тавлашнипе ялтан тухса кайса уй тăрăх утса пынине те сисмеççĕ. Чарăнса тăчĕç те хайхисем уй варринче, çаплах ятлаçаççĕ, пĕр-пĕрне вăрçаççĕ. Акă унччен те пулмарĕ, тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем пуçтарăнма пуçларĕç, аслати кĕмсĕртетрĕ. Çынсем пурте аслатиллĕ çумăртан пытанса килелле кĕрсе лараççĕ тет, кусем иккĕшĕ çаплипех тавлашса тăраççĕ. Акă тăвăл вăйлансах пычĕ, аслати сасси тата хытарах илтĕнме пуçларĕ, çиçĕм йăлт! та ялт! ялкăшрĕ, çумăр çума пуçларĕ. Кусем çаплах хирĕçеççĕ тет. Сасартăк аслати хăлхана çурса кĕмсĕртеттерчĕ, тавлашакансен çумĕнче çĕре çиçĕм çапрĕ. Хайхисем пĕр-пĕринчен ик еннелле сирпĕнсе кайрĕç. Телее, вĕсене иккĕшне нимех те пулмасть, вĕсем çĕр çинчен çĕкленеççĕ, вараланнă çи-пуçне тасаткалаççĕ те кашни хăйĕн çулĕпе уттараççĕ. Вĕсем тăнă вырăнта вара çĕр çурăлса пысăк та сарлака шăтăк пулса юлать. Çак кунтан пуçласа çынсем хушшинче харкашу пуçланать. Çĕр шăтăкĕ вара пĕчĕккĕн куççульпе тулма пуçлать. Çынсем мĕн чухлĕ ытларах хирĕçеççĕ, кĕвĕçеççĕ, улталаççĕ, вăрлаççĕ, шăтăкра çавăн чухлĕ нумайрах куççуль пухăнса пырать тет. Куççуль нумайлансах пынипе çак шăтăкран чăн-чăн кӳлĕ пулса тăрать. Çак кӳлле «Вилĕм кӳлли» тесе чĕнме пуçланă. Унти шыв тăварлă пулнипе ăна ĕçме пултарайман, кӳлĕ çумĕнче пĕр йывăç та, пĕр пĕрчĕ курăк та ӳсмен, унта никам та шыва та кĕреймен, мĕншĕн тесен вăл шыва перĕнекенех йывăр чирлесе ӳкнĕ тет. Ватăсем каланă тăрăх, кӳлĕре пĕр пулă та, пĕр кăпшанкă та пурăнман. Чăн та, вилĕм кӳллиех. Çынсем вара çаплипех усал ĕçсем тунă. Кӳлĕ куççульпе тулсах пынă. Пĕррехинче кӳлĕ тĕсне улăштарма пуçланă тет. Ун çумĕнче кĕтӳ кĕтекен ачасем шыв хĕрелме пуçланине асăрханă. Вĕсем кун пирки васкасах ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Вара ял çыннисем кӳлле час-часах сăнаса тăма пуçланă. Малтан шыв кăшт кăна кĕренленнĕ тет, кайран вăл хĕрелсех пынă. Юлашкинчен вара кӳлĕ юн пек хĕрлĕ пулса ларнă тет. «Вилĕм кӳлли» хĕлле те шăнман, ун çумĕнче юр та ирĕлнĕ. Малтанлăха çынсем тĕлĕннĕ, час-часах тĕлĕнтермĕш кӳлле курма çӳренĕ, анчах та часах ун пирки маннă. Пурăннă тет çынсем малтан пурăннă пекех. Пĕр хĕллехи кун вара хĕрлĕ кӳлĕ тавра пĕлĕтсем пуçтарăнма пуçлаççĕ, майĕпен вĕсем те хĕрелсе пыраççĕ. Темиçе кунтан çав пĕлĕтсенчен хĕрлĕ çумăр çума пуçлать. Çынсем питĕ хăраса ӳкеççĕ, çумăртан пытанма васкаççĕ. Кам пытанса ĕлкĕреймест, çумăрпа йĕпенет, çав питĕ йывăр чирлесе ӳкет тет, малтанлăха вăл калаçайми пулать тата питĕ начарланса каять. Ку кăна мар-ха, çумăр айне пулнă çын çав кӳлĕре пухăннă тарăху, кĕвĕçӳ, курайманлăх туйăмĕсене пĕтĕмпех хăйĕн çине илсе усалланать. Ку тӳрех палăрмасть-ха, çын темиçе çул хушши усалланса пырать, тăватă-пилĕк çултан вăл каллех калаçакан пулать, унпа пĕрлех ырă мар ĕçсем тăвакан пулать. Çапла вара, хĕрлĕ çумăр çунă хыççăн шăпах пилĕк çул иртсен çав усал çынсем пĕрле пухăнса ыттисене çаратма, хĕнеме, вĕлерме те пуçлаççĕ тет. Вĕсене никам та ниепле те чарайман. Анчах пĕр кун çакă çынсене йăлăхтарса çитернĕ. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнаççĕ те канашлама пуçлаççĕ: мĕн тумалла? Усал çынсене вĕлерес? Анчах вĕсем пурте такамăн ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, пиччĕшĕсем, йăмăкĕсем-çке. Нимĕн тумасан та май килмест… Çапла май çынсем нумайччен калаçрĕç, юлашкинчен такам хĕрлĕ кӳлле типĕтмелли пирки каларĕ, тен, ăна пĕтерсен тĕнчери усаллăх та пĕтĕ? Çапла вара куççультен пухăннă кӳлле епле пулсан та пĕтерме шут тытрĕç. Тепĕр куннех халăх каллех пуçтарăнчĕ, кӳлле татса ярса урăх çĕрелле юхтарса яма шут тытрĕç. Май килмерĕ! Çыран хĕрринчи тăпра чул пек хытса ларнă иккен, кĕреçе те витмест, пуртăпа та илеймĕн. Мĕн тумалла? Хальхинче кӳлле тăпрапа тултарса лартса типĕтес терĕç. Акă, пĕтĕм халăх тăпра илсе килет тет: кам витрепе, кам урапапа. Эх, тăпрана шыва сапаççĕ тет. Ак тамаша! Тăпра ниепле те хĕрлĕ шыв ăшĕнче путмасть тет, çийĕнчех ишсе çӳрет. Юрĕ, капла май килмерĕ пулсан урăх май тупас пулать. Канашласан-канашласан шутласа тупрĕç тет: шыва витрепе ăса иле-иле урăх çĕре кайса тăкас. Акă пĕри çыран хĕрринех асăрханса пычĕ тет, витрепе хĕрлĕ шыва ăсать тет. Анчах ун аллинчи чипер витренех тĕпĕ шăтать те пĕтĕм шыв каялла юхса тухать.

— Парăр мана урăх витре! — ыйтать хайхи çынсенчен. Ăна çĕнĕ витре тупса пама васкаççĕ. Мĕн япали пулчĕ ку? Иккĕмĕш витре те шăтса юхрĕ. Тепĕр витре тупса пачĕç, ку хутĕнче унăн тĕпне тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Анчах ку та шăтрĕ. Тăчĕç тет вара çынсем ĕнсисене хыçкаласа. Мĕн тумалла-ха? Çак кӳлĕ чĕрĕ тейĕн, хăйне пĕтерме памасть.

— Юрĕ ĕнтĕ, паянлăха килсене саланар, каç та пулчĕ, ыран та кун пур, — тесе çынсем саланса пĕтрĕç. Çыран хĕрринче пĕчĕк ачасем кăна тăрса юлчĕç.

— Атьăр хамăрах мĕн те пулин шутласа тупатпăр, — терĕ вĕсенчен пĕри.

— Мĕн тума пĕлĕпĕр-ха эпир, ав, аслисем те нимĕн те тăваймарĕç вĕт, — хуравларĕ тепри.

— Епле пулсан та кӳлле пĕтермелле, унран усал анчах куратпăр тет анне! — сиксе тăчĕ тет тепри.

— Манăн вара кӳлле пĕтерес килмест. Курăр, мĕнле илемлĕ вăл. Атьăр ăна пĕтересси çинчен калаçса ларас вырăнне юрă юрлатпăр!

— Атьăр, атьăр юрлар! — хаваспах килĕшрĕç тет ачасем. Çыран хĕрринче хаваслă юрă янăраса каять. Акă пĕри кӳлĕ çине пăхса илет тет.

— Пăхăр-ха, ачасем, пăхăр! Шыв пасăрхи пекех хĕп-хĕрлĕ мар, вăл тĕсне улăштарчĕ! — кăшкăрса ярать вăл.

— Чăн та, пасăр шыв самай тĕксĕмрехчĕ, — теççĕ ыттисем те.

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Мария (2015-04-29 20:46:42):

Инесса, маттур!Калав йавăр вăхăтра пĕрне-пĕри пулăшмаллине,ырă шанчăка çухатмалла маррине вĕрентет.Ăнăçу сана,Инесса!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2015-05-17 08:20:09):

Инесса чăваш халăх сайчĕ ирттерекен конкурссене яланах хутшăнса хăйĕн тĕлĕнмелле хайлавĕсемпе савăнтарать.Талантлă автора ăнăçу сунатăп, малашне те вулакансене интереслĕ калавсемпе савăнтар!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: