Тепре авланас-тăвас пулсан
Комбайн юсанă чух самаях хуралнă кĕпе-йĕмне улăштарас тесе шифонерта чакаланнă чух Алексей Иванович куçĕ умне тирпейлĕн пуçтарса хунă тетрадь лекрĕ. Хитре тутăрпах чĕркесе хунă, тата тем интересли курнă ĕнтĕ мăшăрĕ. Арăмĕ тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем, юрă-такмаксем, сценарисем пуçтарнине Алексей Иванович пĕлет. Тепĕр чух хăй те вĕсене кăсăклансах вулать.
Куçлăх тăхăнчĕ. Тетраде васкамасăр уçкалама тытăнчĕ. Сăвă иккен. Ятне фломастерпех илемлетнĕ.
— Хм, вăрттăн сăвă та çырать иккен ман мăшăрăм. Пĕлменччĕ. Ну-ка вуласа пăхар: мĕн шутласа кăларнă, çырма пултараять-и? — текелесе куçлăхне майлаштарчĕ, сăвва вулама тытăнчĕ.
Мăшăрăма
Куçăм сӳнет — эс курмастăн,
Чунăм çунать — эс туймастăн,
Тутам чĕтрет — эс сисместĕн,
Мана эсĕ ăнланмастăн.
Пулăшмастăн, шутламастăн,
Ăшăм вăркать — шарламастăп,
Чĕрем сикет — систерместĕп,
Вăйăм пĕтет — палăртмастăп,
Урам утмасть — кăтартмастăп.
Кăна эсĕ сисейместĕн,
Пулăшмашкăн васкамастăн.
Хăй мăшăрĕн чун ыратăвне вуланăçемĕн Алексей Иванович çиллене пуçларĕ. «Мăшăра халаллатăп» тесех çырнă, «Алешăна» тесе хушса хунă.
Калас тетĕп — итлеместĕн.
Шеллетĕн пуль — палăртмастăн.
Калаçатăп — эс чĕнместĕн.
Никама эсĕ шанмастăн,
Ман кăмăла ăнланмастăн,
Ăшă сăмахпа йăпатмастăн.
— Ха, пулăшмашкăн васкамастăн, пулăшмашкăн шутламастăн, — тесе çырать. Мĕнле хăять вăл? Çынсен упăшки пек вăрманта ĕçлеттеретĕп-и, вутă çуртаратăп-и? Çынсен арăмĕ пек утă çулать-и, колхоза ĕçлеме çӳрет-и, çупкă-патак çитеретĕп-и ăна? Çынсен упăшки пек эрех ĕçсе çӳретĕп-и?!
Чĕри тапăртатса илчĕ арçыннăн, сăвăри кашни сăмах суран çине тăвар сапнăн туйăнчĕ.
— Ман кăмăла ăнланмастăн, ăшă сăмахпа йăпатмастăн, — тесе çырать. Пĕлет-çке вăл, эпĕ ăшă сăмахсем калама юратманнине. Аллăмсем те ĕçпе пиçĕхнĕ, çамрăклăх та иртнĕ ĕнтĕ. Ăшă сăмахпа йăпатмалли вăхăтсем тахçанах иртнĕ...
Хĕвеллĕ кун та тĕксĕмленчĕ. Тарласа кайнăскер, сăвă тетрадьне сĕтел айнелле печĕ, пӳртре каллĕ-маллĕ уткаланă хыççăн каялла илсе вырăнне хучĕ. Арăмĕ çинчен мĕн шутланине, ăна пуçĕнче мĕн пуррине йăлтах калама тĕв туса шухăша путрĕ, мăшăрĕпе мĕнле паллашнине ас илчĕ.
Ун чухне Алексей Иванович (юлташĕсем калашле Леха) иккĕмĕш курсра вĕренетчĕ. Студентсем çулленех çĕрулми çинче ĕçлеççĕ. Çав кĕркунне те пулас инженерсене Кăкшăм ялне ĕçлеме илсе кайрĕç, хваттерсене вырнаçтарчĕç. Çак ялтах пулас воспитательсем те вырнаçнă иккен. Яшсем кун çинчен пĕлсен (вĕсен факультетĕнче яшсем кăна вĕренеççĕ) каçсах кайрĕç, çав каçхинех хĕрсемпе паллашма колхозăн культура çуртне васкарĕç.
Икĕ хутлă, чăваш тĕррипе эрешленĕ Культура çурчĕ Кăкшăм ял пуçĕнче ларать. Умĕнче Аслă вăрçăра пуçне хунисене халалласа лартнă палăк: çамрăк каччăпа хĕр постаменчĕ. Хĕр аллинче пăшал, каччи хĕре çупăрланă. Иккĕшĕ те çар çипуçĕпе. Палăк умне: «Никам та манăçман, нимĕн те манăçман» — тесе çырнă. Палăк айĕнчи стеласем çинче вăрçăра вилнисен ячĕсене çырса хунă, питех те нумай салтак вăрçăран таврăнайман пулас ку тăрăхра, ятсем палăка йĕри-таврах хупăрласа илнĕ. Ун умĕнче — кăкшăмра чĕрĕ чечексем. «Пĕрлешекенсем палăк умне яланах чечек лартаççĕ, паян та ялта туй пулчĕ», — тесе ăнлантарчĕç Лешăпа Веньăна клуб умĕнче тăракан ял каччисем.
Туссем фойене кĕчĕç. Нимĕн те калаймăн, кунти халăх илеме юратни тӳрех сисĕнет. Стенасене хитрелетсе сăрланă. Кунтах чăваш художникĕсен выставки. Картинăсене пăхкаланă май Лешăпа Веня пухăнакансене те сăнарĕç. Хĕрсем те тухнă, вăтанакансем мар пулас: унта та кунта шӳтлени илтĕнет, пĕр ушкăнĕ юрă шăрантарать. Теприсем фойе варринче шейк ташшинче хуçкаланаççĕ. Кам мĕнле пултарать, çапла авкаланать.
— Владик, вальс кала! — кăшкăрчĕ тахăшĕ.
Владик текенни купăсне тăсса ячĕ. Вальс кĕвви шăранма тытăнчĕ.
— Айта-ха, хĕрсене ташлама кăларар, — сĕнчĕ Лешăна Веня.
Вĕсем ташлакан пĕр мăшăра уйăрчĕç те икĕ мăшăр пулса илемлĕн çаврăнма тытăнчĕç.
Лешăна хĕр тӳрех килĕшрĕ. Кĕске хура çӳçне кăтралатнă. Яштака. Хурарах сăн-питлĕ. Кулнă чухне икĕ пит çăмарти те пăт путать, хĕре татах та чиперлетсе ярать.
Хĕр вăтанаканскер пулмарĕ. Пĕр-пĕринпе часах паллашрĕç. Люба ятлă иккен вăл.
— Мана Леша ят килĕшмест. Эпĕ сире Алеша тесе чĕнĕп, капла çепĕçрех туйăнать, — терĕ хĕр каччă ятне пĕлсен.
— Юлташсемшĕн эпĕ Леша, Леха. Анне çех хăш чухне Алеша текелет, — хирĕç хуравларĕ Леша, темшĕн именсе.
— Эпĕ сире Алеша тесех чĕнĕп, капла илемлĕрех, — хăйĕннех печĕ хĕр.
— Апла ман та сире Любаша тесе чĕнме тивет, — хăюлланчĕ каччă та, — пĕр-пĕрне «эсир» мар «эс» тесе чĕнĕпĕр.
— Килĕшетĕп.
Хĕрпе урăх калаçасси пулмарĕ. Тепĕр ташăра ăна урăх каччă чĕнсе кăларчĕ, ăсатма та вăлах кайрĕ.
Тепĕр кунне йĕтем çинче хĕре тĕл пулсан, Леша хĕртен тăрăхлама пуçларĕ:
— Ну мĕнлерех Юрикпе çӳреме? Чиперех ăсатса ячĕ пуль?
— Ху ăсатма пымарăн та кампа каймаллаччĕ ман?
— Ăсатма юрать-и вара? — чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ каччăн.
— Ма юрамасть пултăр, савни таврашĕ çук-ха халлĕхе ман, — хуравларĕ хĕр.
— Кĕçĕртен санран пĕр шит те уйрăлмасăп, — хуравларĕ каччă.
Чăнах та, урăх пачах та уйрăлмарĕ вăл хĕртен. Халĕ те асрах-ха арăмне пĕрремĕш хут чуптуни. Леха хĕре çепĕççĕн хăй çумне пăчăртарĕ, вăрахчен чуптурĕ. Хĕрсене чуптуса курнă вăл, майне пĕлет. Ку таранччен тĕл пулнă хĕрсем хирĕç чуптăваканччĕ, Любăран çакна кĕтсе илеймерĕ.
— Эс ман çинчен усал ан шутла, — терĕ хĕр каччă аллинчен вĕçерĕнсен.
— Мĕн эсĕ? — вăл хĕре каллех ыталаса илчĕ, сывламасăр тенĕ пек чуптума тытăнчĕ.
Хĕр каллех турткаланчĕ, анчах вăйлă алăсенчен вĕçерĕнеймерĕ.
Кашни кунах пĕрле: кăнтăрла — йĕтем çинче, каçхине — клубра. Ирхи шуçăмччен пĕр-пĕринчен уйрăлмастчĕç. Пулас инженерсемпе воспитательсем хушшинче чылайăшĕ мăшăрсем тупнăччĕ. Хăшĕсем вăхăтлăх, теприсем вара — ĕмĕрлĕх.
— Чупту мана, — тархасларĕ Леша Любăна виççĕмĕш каçĕнче.
— Эпĕ пĕлместĕп, — хĕрелсе кайрĕ хĕр.
— Чупту, — тилмĕрчĕ каччă.
— Эпĕ пĕлместĕп, — каллех пуçне чикрĕ хĕр.
Çак каçхине чылайччен аллисем çинче çĕклесе çӳрерĕ çăмăл кĕлеткеллĕ хĕре каччă, çине-çинех ăнтăхса чуптурĕ, юратни çинчен ĕнентерме тăрăшрĕ. Алли-кĕлетки хăй ĕçне тăвать те чĕлхи-çăварĕ ытлах пулăшаймасть çав каччăна, пуклакрах. Хĕртен татăклă хурав кĕтрĕ, кĕтсе илеймерĕ.
Тепĕр кунне икĕ бригадăн пĕрле ĕçлемме тиврĕ. Йĕтемре тырă нумайланса кайнă пирки хĕрсене те каçхи смена ĕçлеме ыйтнă-мĕн. Хĕрсем те каччăсемпе пĕрле кĕлете тырă пушатма тытăнчĕç. Леша Люба çывăхнерех пулма тăрăшрĕ. Кулса-шӳтлесе тупăшса ĕçленипе хăш вăхăтра кузов пушаннине сисмерĕç те яшсемпе хĕрсем.
Çамрăксем тырă купи çине канма ларчĕç, каллех пĕрне-пĕри тĕрткелеме пикенчĕç, тырăпа та сапаççĕ, хĕв ăшне те яраççĕ...
Савнийĕн сăнĕ хаваслах маррине каччă сисрĕ-ха, сăлтавне ăнкараймарĕ. Каччăсем ăна та, ыттисене тĕрткеленĕ пек, пыра-пыра турткалаççĕ. Ку çеç нимĕн те шарламасть. Çамрăксем тăрса утсан, вăл тăма васкамарĕ, йывăррăн сывларĕ. Каччă хĕр тăрасса кĕтрĕ. Тантăшсенчен юлнă икĕ çамрăк васкамасăр грузовик енне утрĕ.
— Чирлемерĕн пулĕ те эсĕ? Паян тем хаваслах мар, — тĕпчерĕ каччă.
— Эпĕ чирлĕ, паян çех мар, яланах чирлĕ.
— Ăнланаймастăп.
— Тахçанах, ачаранпах чирлĕ, чĕре чирĕпе. Михĕ йăтма юрамасть мана. Ку таранччен йывăр ĕç патне пыман. Паян çеç юлташсенчен аванмарланса ыттисенчен юлас мар терĕм, — ăнлантарчĕ хĕр йывăррăн сывласа, тухакан куççульне пытарма тăрăшса.
Каччă хĕр пичĕ çинчи куççуль тумламĕсене чуптуса типĕтме пикенчĕ. Хĕре лăплантармалли мелсем шырарĕ, кирлĕ сăмахсем тупайманшăн хăйне хăй вăрçрĕ. Хăй хĕре юратса пăрахни çинчен каласа ĕнентерме тăрăшрĕ. Хĕр каччă сăмахĕсене илтсен пушшех пăлханса ӳкрĕ, каччăн аллинчен вĕçерĕнсе тарчĕ.
Çав каçран пуçласа Люба каччăран пăрăнарах çӳреме пуçларĕ. Анчах çирĕп алăсенчен вĕçерĕнеймерĕ.
Лешăн аслă пиччĕшĕн арăмĕ мăшăрне ача парнелеймерĕ, çавăнпа та пиччĕшĕпе ашшĕ-амăшĕ Лешăна пулас арăмне тĕплĕн тишкерсе суйласа илме ыйтаççĕ, сывлăхлă пултăр, мăнук парнелетĕр вăл ватăсене.
Каччă чĕрепе чирлĕ хĕр сывлăхлă ача çуратаймасть тенине илтмен мар-ха, ашшĕ-амăшĕ пулас мăшăрне суйласа илме ӳкĕтленине асрах тытать-ха, анчах та юратăва хирĕç каяймастăн çав, чĕрери çулăма шывпа сапса сӳнтереместĕн.
Каччă ятарласа ялти библиотекăна çул тытрĕ, библиотекăри чĕре чирĕ çинчен çырнă мĕнпур литературăна пăхса тухрĕ. Чĕрепе чирлĕ çынсем те ача-пăчаллă пулма пултараççĕ иккен. Паллах, врач каланине итлесен, вăхăтра сипленсен. Çакна пĕлсен каччă хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ, çав каçхинех хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ, пурăнан пурнăçра пулăшса пыма шантарчĕ. Тем пек тархасласа ыйтсан та, хĕр яхăнне те ямарĕ, куççульне пытарса уйрăлса тарчĕ. Тепĕр кунне те шухăшне улăштармарĕ.
Кĕçех яшсемпе хĕрсем ялпа сывпуллашса хулана вĕренме таврăнчĕç. Леша чĕрере хĕлхем çуратнă хĕре тем пек манас тесессĕн те манаймарĕ. Сăнĕпе Любăна аса илтерекен хура çӳçлĕ Наташăпа паллашрĕ, ăна пĕр-икĕ хутчен «Çеçпĕл» кинотеатра та илсе кайрĕ. Атăл хĕрринче уçăлса çӳренĕ чух хĕре «Любаша» тесе чĕнсен, лешĕ тĕлĕннипе куçне-пуçне чарсах пăрахрĕ:
— Тем аташа пуçларăн пулас эс, Наташăна Любаша тесе чĕнме пуçларăн, кала-ха кам вăл саншăн Любаша? — тесе тутине тăсрĕ.
— Паян практикăра пултăмăр, хытах ывăннă. Аппа аса килчĕ, вăл Люба ятлă, мана яланах пулăшатчĕ, Люба çумра пулнă пулсан ывăнни те иртсе каятчĕ пуль, — тесе шутласа илсе Люба ятне аса илтĕм, _ тӳрре тухма хăтланчĕ каччă.
— Эпĕ Любаша ятлă мар! Эпĕ Наташа! — хура çӳçне Атăл хĕрринчен килекен çилпе вĕçтерсе хĕр уйрăлса тарчĕ, каччă пĕр сăмах чĕнмесĕр тăрса юлчĕ.
Леша Любăпа тĕл пулас шанчăкне çухатма та пуçланăччĕ ĕнтĕ. Веня тусĕ ăна хĕрсен пурнăçĕ çинчен пĕлтеркелесех тăратчĕ, вăл Кăкшăмра паллашнă хĕрĕ патне кайкаласа килетчĕ, лешĕ Любăпа пĕр общежитирех пурăнатчĕ.
Айта кĕçĕр хĕрсем патне хăнана каятпăр. Альбинăпа Люба киле кайма билет илеймен. Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе пĕр-пĕр парне туянса парса хĕрсене савăнтарăпăр, — сĕнчĕ Веня тусне уяв умĕн.
Каччăсем шампански эрехĕ тата хĕрсене валли пĕрер пукане туянчĕç, хĕрсем пурăнакан общежитине çул тытрĕç.
Пуканене курсан Любăн куçĕсем çиçме тытăнчĕç.
— Пĕлетĕн-и, мĕн пĕчĕкрен пукане-парне кĕтнĕччĕ. Анчах та мана килтисем те, никам та, нихăçан та пукане парнелемен. Тавах сана! — пуканине чуптуса чĕвĕлтетрĕ хĕр.
Каччăсем унчченех сыпкаланăччĕ. Шампански тутаннă хыççăн хĕрсен пичĕсем те хĕрелчĕç. Мăшăрсем пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçма пикенчĕç. Тем хушăра Веньăпа Альбина Лешăпа Любăна пĕччен хăварса тухса та кайнă.
Хăюлланнă каччă çав каçхине хĕре хăй аллинчен вĕçертмерĕ. Хĕртен арăм пулсан, Люба татăлса йĕме пуçларĕ. Каччă хĕр пичĕ çинчи куççулĕсене чуптуса типĕте-типĕте, юрату сăмахĕсемпе лăплантарма тăрăшрĕ, Любăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ.
Тепĕр кунне çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕ патне пил ыйтма çул тытрĕ. Уйăхран туй кĕрлерĕ, Веньăпа Альбина туй çуммисем (свидетельсем) пулса алă пусрĕç.
Çапла, ашшĕ-амăшне пулас кинĕ чирлĕ пулнине пĕлтерес темерĕ каччă. Ывăлĕ хăйĕн вăйне тата врачсем пулăшасса шанчĕ.
— Пурăнан пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланса, пĕрне-пĕри пулăшса пырсан темĕнле йывăрлăха та, чир-чĕре те парăнтарма пулать, — тесе лăплантарчĕ вăл ашшĕ-амăшне.
Халĕ те хăш чух, кăмăлĕ япăхрах чух, амăшĕ ывăлне тĕккелесе илет: «Çынсен арăмĕсем утă çулаççĕ, вăрманта вутă татаççĕ, кăшман ӳстерсе сахăр та тӳлевсĕр илеççĕ. Санăн арăму çеç пукане вырăнĕнче!»
— Чар чĕлхӳне! Лăплан! Хамăр ĕçлесе илни çитмест — им сана! — упăшки вырăна лартать арăмне.
Çирĕм çул килĕштерсе пурăнать мăшăр. Виçĕ ача çитĕнтерет. Врачсене вăрçтарсах виçĕ ача амăшĕ пулчĕ хĕрарăм. Юрать-ха пурте тĕрĕс-тĕкел, йĕркеллĕ иртрĕ. Тухтăрсем те, хăй те хытах хăрарĕ арăмĕн ача çуратма вăхăчĕ çитсен.
— Сывлăхлă пулнă пулсан эпĕ сана пилĕк ача та парнеленĕ пулăттăм, — йăл кулать Люба мăшăрне юратнă куçсемпе пăхса.
Больницăра вырткалама та тивет арăмĕн. Чулхулара операцинче те пулчĕ, çулсеренех тĕрĕсленсех тăмалла çав, кашни уйăхрах юн анализĕ памалла. Ытлашши пăлханма та юрамасть, ытлашши савăнма та.
Ачисемшĕн савăнать мăшăр. Аслă ывăлĕ врач пулма хатĕрленет, медицина факультетне вĕренме кĕчĕ, чĕрепе чирлĕ çынсене тĕппипех сыватмалли эмел шутласа кăларма ĕмĕтленет. Хĕрĕсем те çитĕнсе хĕр шутне кĕреççĕ, амăшне пулăшсах тăраççĕ.
Иртнине аса илсе арăмĕн сассине, куллине куçĕ умне кăларчĕ арçын. Те пĕчĕк ачасемпе ĕçленĕрен, халĕ те ачалла хăтланкаласа кăтартать вăл. Çакă хăш чухне тĕлĕнтерет те, тарăхтарать те. Суйса кăтарт ăна — ĕненет, хăрат — ачалла çухăрать, кино е спектакль курать — куççульне чараймасть, кĕнеке вулать — каллех йĕрет е сасăпах кулса ярать: «Кур-ха еплерех çырнă», — тесе упăшкине вуласа парать. Лешĕн вара кĕнеке шухăшĕ мар. Унта телевизор юсамалла-и е машина çĕмĕрĕлнĕ — вăт, ку вара ĕç! Арăмĕ çакна пачах ăнланасшăн мар. Мĕнпур кĕлеткинче, сăнĕнче халĕ те ачалла именчĕклĕх, хĕрле тасалăх, çепĕçлĕх, пăртак, тен, ухмахлăх та. Çынна ĕненнипех хăш чухне пăтăрмахсене те лекет. Нумаях пулмасть акă ывăлĕ патне общежитине кайнă чух пĕр чикан хĕрарăмĕ ăна тытса чарать те самантрах кĕсъине пушатать.
— Çунса кайни мар-ха. Сывлăхĕ пулсан укçи хушăнсах пырĕ, — лăплантарчĕ мăшăрне упăшки.
Сăвва каллех вуласа тухрĕ вăл, темшĕн амăшĕн сăмахĕсем аса килчĕç.
— Чăнах, çынсен арăмĕсем михĕ те йăтаççĕ, вутă та хăйсемех çураççĕ, мунча та хутаççĕ. Мĕн усси ман арăмран? Укçине ача пахчинче ĕçлесе илет-ха кăштах. Урăх ним усси те çук. Кĕпе çунă чух та пулăшмалла, ача-пăчана та мунча хамах кĕртсе пурăнтăм. Юрать-ха халь çитĕнчĕç, амăшне пулăшсах тăраççĕ. Ĕне те хамăнах сума тиветчĕ час-часах, касăва та ăна яраймастăн, аптраса ӳкĕ те каллех больницăна лекĕ. Самаях нушалантăм вĕт, хĕрарăм ĕçне туса самях йăлăхрăм. Тепре авланас-тăвас пулсан ăна качча илместĕмех, çынсенни пек лашалла ĕçлекеннине суйлаттăм, арçынпа таннине, — вăрттăн шухăш мĕлтлетсе илчĕ арçын пуçĕнче.
— Алеша, шыв ăсса кӳр-ха, каçхи апат пĕçерме шыв çук пӳртре, — ачашшăн сĕртĕнчĕ хĕрарăм алли упăшкине. (Пӳлĕме арăмĕ кĕрсе тăнине те сисмен иккен упăшки).
— Часах, чунăм, эп халех, Любаша! (Çаплах чĕнет Алексей Иванович мăшăрне халĕ те, çирĕм çул каяллахилле).
Арçын тетрадьне пытарма ĕлкĕрчĕ. Тапса тухнă тарне шăлса, витре илсе тулалла вирхĕнчĕ.
— Ухмах иккен эпĕ, — хăйне хăй вăрçса илчĕ вăл, — тепре авланас-тăвас пулсан та хам арăмах суйлаттăм, хамăн арăмах, урăх никам та кирлĕ мар.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...