Ырантан туртма пӑрахатӑпах


Тусĕмсем, тинех хама хам çĕнтеретĕп пулмалла. Туртма пăрахатăп. Моряк сăмахĕ!

Мĕн туртма тетĕр-и? Лав мар, паллах. Эпĕ лаша мар. Пирус туртма пăрахатăп. Юлашки хут вунпилĕк минут каялла çăвартан тĕтĕм кăларнăччĕ.

Халĕ пуç кашлать. Эрнипех эрех ĕçнĕ тейĕн. Пирус мухмăрĕ пуçланчĕ пулмалла. Тинĕсри ишĕве пĕрремĕш хут тухнăн кăмăл пăтранать. Ара, туртма пăрахас умĕн эпĕ пĕр пачкă «Беломор» çунтарса пĕтертĕм. Виçĕ сехет хушшинче. Халĕ пуç кăна мар, чĕре те ыратать. Юрать-ха çарта моряк пулнă. Морякăн вара çирĕп пулмалла.

Тĕрĕссипе, эпĕ хамăн пурнăçра темиçе хут та туртма пăрахнă. Чи вăрăм тăхтав — туртман вăхăт ĕнтĕ — çур сехете тăсăлчĕ. Ун чухне те мухмăрпа аптрарăм. Каллех çăвара пирус хыпма тиврĕ. Вилсе выртас мар тесе. Тулĕк ирпе ăнланмарăм. Те çав каç эрех нумай лĕрккенипе, те «Беломор» нумай мăкăрлантарнипе пуç ыратрĕ. Çавăнпа ирхине вăранса куçа уçсан стакан чухлĕ йӳççине карланкăна ӳпĕнтертĕм. Кĕленчеренех. Унтан виçĕ хутчен пирус туртса ятăм. Умлă-хыçлă.

Çавăн хыççăн вçо порядок — мухмăр иртсе кайрĕ. Пĕрремĕш хут мар замужем. Хамăн пуç хăçан тата мĕншĕн ыратма пуçланине чухлатăп. Ахальтен-им эпĕ пĕр флакон спиртпа виçĕ пачка «Беломор» яланах хампа пĕрле чиксе çӳретĕп. Сых ятне. Мĕн пулать те мĕн килет!

Халĕ каллех пуçра тем йăшăл-йăшăл тăвать. Калăн, темле ăмансем пуç мими тăрăх шуса çӳреççĕ. Манăн мимесене кăшлаççĕ. Мухмăр вăхăтĕнче яланах çапла.

Шуткă мар! Эпĕ хăватлă шĕвекпе пыра чӳхеменни çичĕ сехет иртрĕ. Çăвара пирус хыпманни — ай, калама та хăрушă! — тепĕр çирĕм çеккунтран çирĕм минут çитет. Кун чухлĕ «выçă тытни» тахçантанпах пулманччĕ-ха.

Ларатăп вырăн çинче — ни пулă, ни какай. Труççикпе тата моряк майккипе кăна. Кĕпе тăхăнма та вăй çук. Алăсем чĕтреççĕ. Каçхине трикона ăçта хунă-ши? Вĕлер, астумастăп! Урайĕнче те курăнмасть. Çĕрле ман йĕме хĕртсурт сĕтĕрсе кайнă-ши?

— Сан Санч, каллех мухмăр пуçланчĕ-и?! — ыйтать мăшăрăм, Санькка, кухньăран пикутиллĕ пуçне кăларса. — Çĕрĕпе ĕçмелле мар ăна. Пирусне те сахалрах мăкăрлантармалла.

Ай, Санькка, ăнланать вăл мана. Арăм мар — ылтăн чăмакки! Ахальтен качча илнĕ-им ăна эпĕ? Арăмăн упăшкана çур сăмахранах ăнланмалла. Э, çук, сăмахсăрах, куçран пăхсах ăнланма тивĕç. Выçă-и, чирлĕ-и, мухмăр-и?

Хам та, мăшăрăм пекех, Санюк ятлă. Вăл — Александра, эпĕ — Александр. Пăтраштарас мар тесе, пĕлетĕр-и, эпир пĕр-пĕрне мĕнле чĕнетпĕр? Вăл мана «Сан Санч» е «моряк» тет, эпĕ ăна «Санькка» тетĕп.

Манăн хушамат та интереслĕ — Александров. Ара, атте те, асатте те Санькка ятлă пулнă. Пĕр сăмахпа, Санчча Саньккисен йăхĕнчен эпĕ.

— Санькка, холодильникра санăн хăяр шывĕ çук-и? Пуç каш-каш! кашлать. Сĕм вăрман пекех, — виçĕ кун тура курман пуçа ярса тытатăп эпĕ, хам асапланнине мăшăрăм ĕнентĕр тесе.

— Сан мухмăру хăяр шывĕпех иртсе каяс çук-ха, — Санькка мана пĕр черкке ярса парать. — Сана вăхăтра сиплемесен — тем курса тăрăн. Халь çынна пытарма та укçа нумай кирлĕ.

Ха, «вилсе выртан» темест-ха. Шеллет мана Санькка. Эппин, юратать! Тепĕр тесен, мана мĕншĕн юратмалла мар, э? Эпĕ, мĕн, туйăмсăр шăна-и? Мăйракаллă шуйттан та мар. Моряк! Моряк вара «бывший» пулмасть.

Сире вăрттăн çеç калатăп: шуйттанĕ мана, хытах ĕçсе лартсан, хамăн куçа кăна курăнать. Мăшăрăм кун çинчен пĕлмест те, чухламасть те. «Белая горячка» мĕнне хăв чăтса ирттерсен кăна пĕлетĕн. Çын каласан — ĕненместĕн.

Фу, лайăх пулса кайрĕ! Пуçра та, ăшра та ăшă. Тавах Саньккана, ăнланнăшăн! Ярса пачĕ те — манран каллех çын турĕ. Кун пек пурăнма пулать. Эх, халĕ «Беломор» туртса ярасчĕ те... Юрамасть! Эпĕ хама хам сăмах панă. Туртма пăрахма.

Халĕ миçе сехет-ха? Вуннă çурă. Эппин, çур сехет ăша тĕтĕм яман эпĕ. Сăмаха тытма пĕлетĕп.

— Санькка, унта санăн тепĕр черкке тупăнмасть-и? — çĕлен пек мăя кухня еннелле пăратăп эпĕ.

Ман сасса илтсе арăм зала чупса килет. Тĕрĕс, мужике итлемелле!

— Сан Санч! Тем каларăн ĕнтĕ? Хăлхана кĕмерĕ, — тет, вăл йĕпе аллине саппун аркипе шăлса.

— Тавтапуç тетĕп! Хăв та манпа пĕрле пĕр черкке ĕçмĕн-и? Паян шăматкун, ĕçе каймалла мар, — сăмахсене çемçен шутарма тăрăшатăп эпĕ.

— А мĕн, шăм-шака çемçетме пĕр черкке пушатсан та хырăма пăсмĕ, — ман çине ăшшăн пăхса илет Санькка. Вăл холодильникран пуçланă «Хамăр ял» эрех кĕленчине туртса кăларать. — Атя, Сан Санч, сывлăхшăн пултăр!

— Ай, лайăх анса кайрĕ-çке! Халĕ эрехне тутлă тума пĕлеççĕ, — тутана алă тунипе шăлса илетĕп эпĕ. — Халĕ туртса яма та юрать. Сывлăхшăн.

— Стоп, моряк! Эсĕ паянтан туртма пăрахатăп темерĕн-и-ха? — алăри пирус пачкине туртса илет мăшăрăм.

— Кам? Эпĕ сăмах панă-и? — тĕлĕннĕ пек пит-куçа пĕркелентеретĕп эпĕ. — Эрех ан ĕç, пирус ан турт! Вара çĕр çинче вупшĕ пурăнма та кирлĕ мар. Тен, эсĕ мана хăвăнпа юнашар çывăрма та чаратăн, э?!

«Беломор» пачкине арăмран туртса илсе эпĕ каллех пирус тивертетĕп. Пĕр сехет туртмасăр чăтрăм. Последний герой! Ку маншăн — рекорд! Сăмса айĕнче кăвайт чĕртмесен тем çитмест пек. Выçă пурăнма пулать, тусăмсем, туртмасăр тăма йывăр.

— Санькка, ан кулян, ырантан туртма пăрахатăпах! — лăплантаратăп арăма. — Кĕçĕр çак пачкăна мăкăрлантарса пĕтеретĕп те — урăх ни-ни. Алла вуçех пирус тытмастăп. Моряк сăмахĕ!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: