Чĕрĕп
— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?
Мĕн тăвать вăл çĕрĕпе?
— Мĕн пултăр-ха Чĕрĕпе —
Йĕп шутлать вăл çĕрĕпе.
— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?
Ма йĕрет вăл иртенпе?
— Мĕн-ха пултăр, ир енне
Вăл çухатнă йĕппине.
— Мĕскер пулнă Чĕрĕпе?
Ма кулать вăл кунĕпе?
— Хăрăк йĕпсен купине
Хыр айĕнче курнипе!
Раиса (2017-03-16 15:34:31):
Питĕ лайăх, çăмăл сăвă кĕçĕн классем валли.
Галина (2017-03-18 12:14:28):
Ыдарайăн пур сăвви те ачасене пит килĕшет!