Эпĕ те юратнăччĕ...


(Иван Доронин майлă)

 

Хура вăрман тайăлнă-çке пĕтĕмпех,

Хăш-хăш çĕрте хĕвел çутти те курăнмасть,

Хĕвел çутти те.

Виттĕр тухса кайнăччĕ ĕлĕкрех,

Халь пĕр йăвăç та мана палăрмасть,

«Мăйăр» утти те.

Çав вăрманта курнăччĕ пĕр сар хĕр,

Чаплă хĕр.

Ах! телейлĕччĕ те çав эп ун чухне!

Эп юратнăччĕ-çке Унĕççин кăвак куçне!

Хирти чечек —

Хăйĕ пĕчиккĕ,

Çавах та уна такам та юратать,

Юратать такам та...

Пĕрре кĕркунне кайнăччĕ вăрмана,

Кайнăччĕ вăрмана мăйăра...

Сар мăйăр мар тупăнчĕ мана.

Тупăнчĕ сарă хĕр.

Ах, чун!..

Вĕри юн!..

Эсĕ вĕре

Чĕрере!

Вăрманта

Сар хĕрпе

Кунĕпе!..

Сар хĕрпе кунĕпе çӳренĕ-çке эп,

Çӳренĕ-çке эпĕ сар хĕрпе.

Юрланă-çке юрату юррине,

Шăпчăк пек юрланă...

Юрланă-çке çамрăк вăй-хăвачĕ

Тӳперен ытла тухнăран.

Ир пулсан,

Хĕвел тухсан,

Тухаттăмччĕ эпĕ сар хире.

Çӳреттĕмччĕ хир тăрăх лашапа,

Лашапа, сухапа.

Каç пулсан,

Хĕвел ансан,

Чупаттăмччĕ курма сар хĕре

Урам урлă пахчана, —

Чуп тума, калаçма...

Çур çĕрччен

Тăр пĕччен

Ларатпăрччĕ иккĕн Унĕççипе,

Шăпчăк юрри итлесе, пахчара,

Калаçса, чуп туса.

Ах, мĕншĕн чĕрем сикет-ши,

Сикет-ши чĕрем?!

Ах, мĕн усала вăл сисет-ши,

Сисет-ши хуйхăна?!

Сар хĕре

Ют киле

Панă-çке качча ашшĕсем.

Эх, чĕре,

Ан кулян!

Ан сик, ан такка мăлатук пек!

Панă-çке качча сар хĕре

Ют ялти пĕр пуян ывăлне.

Унĕççи —

Чун уççи!

Пĕтрĕн-ши эс маншăн пĕтĕмпех?

Эх, пĕр телейсĕр

Чухăн пурнăçа!

Юратса пурăнма та,

Чунпа юратма та

Пулмасть сар хĕре!..

Хура вăрман тайăлнă-çке пĕтĕмпех,

Хăш-хăш çĕрте хĕвел çутти те курăнмасть,

Хĕвел çутти те.

Виттĕр тухса кайнăччĕ ĕлĕкрех —

Халь пĕр йăвăç та палăрмасть,

«Мăйăр» утти те.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: