Билет


Çула тухсан эпĕ час-часах, темшĕн, Ги-де Мопассана, тĕрĕсрех каласан, Мопассана хăйне мар, унăн «Пышка» произведенине аса илетĕп.

...Франци çĕршывне Пруссия çĕнтерсе илнĕ. Франци халăхĕ, хăйĕн тăван çĕршывне юратаканскер, Прусси салтакĕсене Францирен хăваласа кăларасшăн çапăçать. Анчах та, пăшал сассинчен хăраса ӳкнĕ Франци буржуазийĕ хăрушăсăртарах çĕре тарса пытанма васкать...

Юрлă-пылчăклă çулпа дилижанс чĕриклетсе-натăртатса пырать... Дилижансри çынсем — буржуазирен пуçласа юхха-хĕрарăма çитиех — французсем. Вĕсем пурте хăйсен тăван çĕршывне юратаççĕ, пруссаксене ылханса вăрçаççĕ. Вĕсем пурте хăйсен тăван çĕршывĕн патриочĕсем.

Анчах та, вĕсен патриотизмĕ дилижансран ансанах çухалать. Вĕсем, хăйсен индивидуаллă интересĕсене сыхлас майпа, чĕрĕ çыннах — француженкăна — Прусси офицерне сутса яраççĕ. Çав хĕрарăм — чăн-чăн патриотка — хакĕпе малалла кайма çул уçаççĕ...

Вăрăм çул вĕсене выçăхтарса çитернĕ — çапах та çулăн вĕçĕ курăнман. Француженка çак выçăхнă çынсене хăйĕн çăкăр-тăварĕпе хăналать... Тепĕр темиçе кунранах çак çынсем француженка хăйсене ырă тунине манса каяççĕ — вĕсем чăх пĕççисене турткаланă чухне пĕр татăк çăкăрсăр тăрса юлнă Пышка тăварлă куççулне çăтса ларать... Анчах та, патриотка виççи буржуйсемшĕн нимĕн те мар — вĕсем ана пĕр тĕпренчĕк те памаççĕ.

 

* * *

Канаша кайнă чухне пирĕн автобус çине пĕр хĕрача ларчĕ. Абашра пулчĕ ку, кĕркунне çывхаратчĕ ун чух. Хĕрача хаваслă. Вăл пĕр-пĕр шкула вĕренме каять пулас.

Автобус Абашран тухса анлă уйри тулă çĕмелĕсене шутлама пуçларĕ. Эпĕ, çĕмеллĕ уй-хир анлăшĕпе киленсе пынă хушăра, хĕрарăм-контролер билетсем тĕрĕслеме пуçларĕ пулас. Сасартăк ман умра ларакан хĕрача хыпаланса ӳкнине асăрхарăм эпĕ. Пăхатăп та, хĕрача йĕрес пек тăрать. Пĕрре аллинчи тутăрне салтса пăхать, тепре корзинка арчине уçса унта темĕн шырать.

— Анса юл! — тет хĕрачана хĕрарăм-контролер.

Автобус чӳречинчен Абаш курăнать...

— Çакăнтах хутăм-çке... Ăçта кайса кĕчĕ-ши?

— Билет илес пулать, билетсăр пурĕпĕр лартса каймастпăр.

Хĕрача нимĕн калама та, нимĕн тума та аптраса тăчĕ.

— Шофер, машинăна чар-ха. Пĕрне антарса хăвармалла.

Машина чарăнчĕ.

— Анса юл, юлташ...

— Ман ыран вĕренме пуçламалла... Лайăхрах шырам-ха...

— Çук, билетсăр лартса каймастпăр.

— Ах, мĕн тăвас-ши?... Ансан урăх машина ырансăр пулас çук...

Хĕрача шывлана пуçлана кăвак куçĕсемпе автобусри çынсене пăхса çаврăнчĕ. Вăл такамран пулăшу ыйтнăн туйăнчĕ.

— Контролер, уншăн эпĕ хам билет илетĕп, — терĕ пĕр кăтра çӳçлĕ арçын, арăмĕпе тата хăй пекех кăтра пуçлă икĕ арçын ачипе пĕрле ларса пыраканскер.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: