Хусан


Сĕен пике минарĕ çичĕ ярăм

Ларать Хусан хулин чи варринче, —

Тесе пĕрре те эпĕ пуç таймарăм,

Чĕрем выртмасть аваллăх аллинче.

 

Шупашкарти пекех çӳретĕп эпĕ,

Тутарăн, вырăсăн, марин тата

Чăвашăн пур пĕр пек чыспа хисепĕ,

Чĕлхи те пĕр пекех янрать кунта.

 

Кунта Шелепипе пĕрле Ашмарин

Екки ярса калаçнă çĕрсенче

Çӳренĕ чух Тукай асран каймарĕ,

Хади Такташ сăвви чĕлхе çинче.

 

Тĕнче пек пысăк шухăшăн гиганчĕ —

Çап-çамрăк Ленин пурăннă çурта

Пăхса туятăп эпĕ: ун хăвачĕ,

Сасси, сăнарĕ юлнă пек кунта.

 

Çулпуç утса пынин сасси те шавĕ

Усраннă пек кунти чулсем çинче,

Туйса пыратăп йывăçсен чаршавĕ

Витсе тăран хула урамĕнче.

 

Паян тутарăн, вырăсăн, чăвашăн

Ачисене пурне те пĕр тăван, —

Тесе чăнах та ленинла ачашшăн

Кĕтсе илет совет хули — Хусан.

 

Хансен аваллăхĕн суя халапĕ

Янрамĕ манăн сăвă йĕркинче.

Хусан хули çине пăхмастăп эпĕ

Сĕен пике минарĕ тăрринчен.

 

Кăçал кăна туса пĕтернĕ çуртăн

Чи çӳлĕ хутĕнчен пăхса тăрсан,

Савса мухтав такмакĕ эпĕ çыртăм,

Юрларăм эпĕ сан çинчен, Хусан!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: