Таркăн


Çак ĕç питĕ вăрах вăхăта тăсăлса пычĕ. Малтанах Пашка çумăр витĕр, амăшĕпе пĕрле, çулнă çарансем тăрăх, вăрманти сукмаксемпе пычĕ, унăн атти çумне саралса кайнă çулçăсем çыпçăнчĕç. Вĕсем тул çутăличченех утрĕç. Унтан вăл, икĕ сехете яхăн, тĕттĕм çенĕхре алăк уçасса кĕтсе тăчĕ. Çенĕхре те тулти пекех сивĕ, нӳрĕ. Кас-кас çил вĕрнĕ чухне, çумăр тумламĕсем те сирпĕне-сирпĕне кĕреççĕ. Çенĕхе халăх лăк тулсан, хĕсĕнсе ларнă Пашка пулă шăрши кĕрекен такамăн тăлăпĕ çумне таянчĕ те, кăтăш пулчĕ. Акă, алăка питĕрнĕ кĕлене илчĕç. Алăк яр уçăлса кайрĕ те Пашкăпа амăшĕ приемнăйне кĕчĕç. Кунта каллех нумай кĕтмелле пулчĕ. Чирлĕ çынсем пурте тенкелсем çинче пĕр хускалмасăр шăп лараççĕ. Пашка вĕсене пăхса ларчĕ. Кунта вăл питĕ кулăшла, тĕлĕнмелле япаласем курчĕ пулин те, нимĕн те шарламарĕ. Приемнăя хăрах ура çинче сиксе кĕрекен уксах ачана курсан, Пашкăн хăйĕн те çавăн пек сикесси килчĕ. Пашка, хăйĕн çăварне аллипе хупласа кулса илчĕ те, амăшне чавсинчен тĕртрĕ:

— Анне, пăх-ха, çерçи!

— Ан шарла, ывăлăм, ан шарла! — терĕ амăшĕ.

Пĕчĕк чӳречерен, çывăрса тăранайман фельдшер курăнса кайрĕ.

— Çырăнма килĕр! — терĕ вăл хулăм сасăпа.

Пурте, хăрах ура çинче сикекен кулăшла ача та, чӳрече патне кĕпĕрленсе пычĕç. Фельдшер кашнинченех ятне, ашшĕ ятне, миçе çултине, ăçта пурăннине, хăçан чирленине тата темĕн те пĕр ыйтать. Амăшĕ фельдшера каланă тăрăх, Пашка, хăйне Пашка тесе мар Павел Галактионов, тесе чĕннине, çичĕ çултине, хут пĕлменнине, вăл мăнкунранпах чирлине илтсе тăчĕ.

Çырăннă хыççăн кăшт тăмалла пулчĕ. Приемнăй витĕр шурă халатлă, пилĕкне алшăлли çыхнă тухтăр иртсе кайрĕ.

— Ухмах, чăн-чăнах ухмах! Ухмах мар-и?! Эпĕ сана тунтикун килме хушрăм, эсĕ эрнекун килетĕн. Маншăн пулсан вуçех ан çӳре, ухмах, уру татăлса ӳкет вĕт! — терĕ вăл хăрах урапа сикекен ача патĕнчен иртсе пынă чухне, хулпуççисене хăпартса.

— «Иван Миколаич», каçарăр ĕнтĕ, — терĕ лешĕ, пит-куçне хуйхăллă туса куçне мăч-мăч хупса илсе.

— Мĕн, унта «Иван Миколаич!» — терĕ мăшкăлласа тухтăр. — Каланă сана тунтикун кил тесе, итлес пулать. Ухмах, урăх нимĕн те мар...

Тухтăр хăйĕн пӳлĕмĕнче, чирлĕ çынсене черетпе чĕнсе кĕртсе пăхма пуçларĕ. Час-часах тухтăр пӳлĕмĕнчен кăшкăрни, ача макăрни, тухтăрăн хаяр сасси илтĕнкелет:

— Ну мĕн кăшкăратăн? Касмастăп вĕт эп сана! Лар тĕк!

Пашкăн черечĕ çитрĕ.

— Павел Галактионов! — тесе кăшкăрчĕ тухтăр.

Амăшĕ, çакăн пек чĕнессе кĕтмен пекех, хăраса ӳкрĕ. Пашкăна алăран çавăтрĕ те тухтăр пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Сĕтел хушшинче ларакан тухтăр, пĕр сăлтавсăрах мăлатукпа хулăм кĕнекене шаккаса ларать.

— Мĕн ыратать? — терĕ вăл, пӳлĕме кĕнĕ çынсем çине пăхмасăрах.

— Ачан чавси çине çăпан тухнă, — терĕ Пашкăн амăшĕ хуйхăрса.

— Салтăнтар ăна!

Пашка мекĕрленсех мăйĕнчи тутăрне салатса пăрахрĕ, кĕпе çаннипе сăмсине шăлса илчĕ те, васкамасăр кĕрĕкне хывма тытăнчĕ.

— Хăнана килмен вĕт эс кунта! Мĕн мĕшĕлтететĕн. Эс кунта пĕччен мар вĕт!

Пашка часрах кĕрĕкне хывса урайне пăрахрĕ те, амăшĕ пулăшнипе кĕпине хыврĕ... Тухтăр, ун çине наянăн пăхса çара хырăмран аллипе ачашласа илчĕ.

— Хырăмна аванах ӳстернĕ иккен эсĕ, Пашка шăллăм. Ну, кăтарт-ха хăвăн чавсуна, — терĕ тухтăр, тарăн сывласа илсе.

Пашка, юн чăмаккисемлĕ таз çине, унтан тухтăр халачĕ çине пăхса илчĕ те, макăрса ячĕ.

— Ме-е! — тесе мăшкăлларĕ ăна тухтăр. — Авланмалла пулнă, а вăл макăрать! Намăссăр!..

Пашка макăрма чарăнас тесе, амăшĕ çине пăхса илчĕ: «килте, эпĕ больницăра макăрни çинчен ан кала», тенĕн туйăнчĕ.

Тухтăр Пашкăн чавсине çавăркаласа тытса, пусса пăхрĕ, тутипе чаклаттарса илчĕ те каллех пусса пăхрĕ.

— Сана инке, хĕнемелле те, анчах, хĕнекен никам та çук, — терĕ вăл Пашка амăшне. — Мĕншĕн маларах илсе килмерĕн? Алли пĕтет вĕт! Пăх-ха, ухмах, чавса сыппи ыратать вĕт унăн!

— Эсир лайăхрах пĕлетĕр ĕнтĕ... — терĕ амăшĕ вăрăмăн сывласа.

— Ачан аллине çĕртсе янă та, халĕ лайăхрах пĕлетĕр тесе тăратăн. Алăсăр, ĕçлекен çын ăçтан пултăр-ха ĕнтĕ вăл? Ак, виличченех, пĕчĕк ачана пăхнă пекех, пăхма тивет санăн ăна. Хăвăн сăмсу çине пĕчĕк шăпăнь тухсанах больницана чупса килетĕн пуль, ачуна алли çĕрет пулин те çур çул килтех усранă. Пурте эсир çавăн пек!

Тухтăр пирус туртса ячĕ. Пирус мăкăрланса тăнă чухне, темĕн çинчен шухăшласа, пуçне сулласа хĕрарăма ӳкĕтлет. Çаппа çарамас Пашка ăна итлесе, пирус тĕтĕмне пăхса ун умĕнче тăрать. Пирус çунса пĕтсен, тухтăр хулăмрах сасăпа калаçма пуçларĕ.

— Ну, итле, инке. Кунта эмелсемпе пулăшма çук. Ăна больницана хурас пулать.

— Май килсен, ма хăварас мар?

— Эпир ăна операци тăватпăр. Эсĕ, Пашка, юл, — терĕ тухтăр, Пашка хулпуççинчен ачашласа. — Аннӳ кайтăрах, эпир санпа, шăллăм, кунта юлатпăр. Манăн патра, шăллăм, питĕ аван! Эпир санпа, Пашка ĕç пĕтерсенех çирĕк тăрри тытма каятпăр, эпĕ сана тилĕ кăтартатăп. Хăнана пĕрле каятпăр. А? Юлатăн-и? Санăн пата ыран аннӳ килет! А?

Пашка темĕн ыйтасшăн пек амăшĕ çине пăхса илчĕ.

— Юлах, юл, ачам, — терĕ амăшĕ.

— Юлать, юлать, — хаваслăн кăшкăрса ячĕ тухтăр. — Калаçмалли те çук. Эпĕ ăна чĕрĕ тилĕ кăтартатăп. Иккĕн пĕрле, канфетка илме ярмăнкăна каятпăр. Марья Денисовна, çӳлти хута илсе кайăр-ха ăна.

Кулăшла, хавас тухтăр, халăхпа калаçма юратать пулмалла; тухтăра Пашка та кăмăла илесшĕн пулчĕ, çитменнине тата вăл ĕмĕрне те ярмăнкăра пулса курман тата чĕрĕ тилĕне те пăхнă пулĕччĕ, анчах, амăшĕсĕр мĕнле пурăнас-ха? Кăшт шухăшласан, вăл тухтăртан, амăшне те больницарах хăварма ыйтасшăнччĕ, анчах, вăл çăвар уçма та ĕлкĕреймерĕ, ăна фельдшерица çавăтса картлашка тăрăх çӳлти хута илсе хăпарма тытăнчĕ. Вăл, пынă чухне, çăвара карсах йĕри-тавра пăхса пычĕ. Картлашкасем, урайĕ, алăкĕсемпе чӳрече янаххисем пурте пысăк, пурне те тип çу шăрши кĕрекен яка та сарă сăрăпа сăрланă. Пур çĕрте те лампăсем çакăнса тăраççĕ. Урайне сармалли çивиттисем чăсăлса выртаççĕ, çтенисем çумĕнчен пăхăр крансем тухса тăраççĕ. Пуринчен ытла, Пашкăна, хăйне лартнă кроватьпе яка мар çăм одеял килĕшрĕ. Вăл минтерпе одеяла аллипе хыпашласа пăхнă хыççăн, «тухтăр лайăх пурнать иккен», тесе шухăшларĕ.

Палата пысăках мар, пĕтĕмпе те виçĕ кровать çеç. Пĕр кровачĕ пушах, теприн çинче Пашка ларать, виççĕмĕшĕ çинче час-часах ӳсĕрсе кружка çине суракан усал куçлă старик выртать. Пашка кровачĕ çинчен, алăк витĕр икĕ кроватлĕ тепĕр палата курăнать: унта пĕрин çинче — начар, шурăхса кайнă çын, пуçĕ çине резина хăмпу хурса çывăрать, теприн çинче — пуçне хĕрарăм пек çыхса пĕтернĕ арçын, аллисене сарса ларать.

Фельдшерица, Пашкăна кровать çине лартса хăй тула тухрĕ те, кăшт тăрсан, пĕр тĕрке кĕпе-йĕм çĕклесе кĕчĕ.

— Ку сана. Тăхăн, — терĕ вăл.

Пашка хăйĕн кĕпи-йĕммисене хывса пăрахса, хаваслансах çĕнĕ тум тăхăнма тытăнчĕ. Кĕпине, йĕмне тата кăвак халатне тăхăннă хыççăн, хăйне танлăн пăхса илчĕ, «кун пек тумпа ял тăрăх тухса кайсан аван пулать пулмалла», тесе шухăшларĕ. Ăна амăшĕ пахчана, сысна çӳри валли купăста çулçисем татма янăн туйăнчĕ. Вăл пырать пек, ăна ача-пăчасем йĕри-таврах сырса илсе, унăн халатне кĕвĕçӳллĕн пăхаççĕ.

Чирлĕ çынсене пăхакан хĕрарăм, палатăна икĕ шуç чашка, кашăксем тата икĕ татăк çăкăр илсе кĕчĕ. Вăл пĕр чашкине старик умне, тепĕрне Пашка умне лартрĕ те:

— Çи, — терĕ.

Пашка, чашка çинче çулă яшка, яшкара какай татки курсан, «тухтăр лайăхран та лайăх пурăнать иккен, тата тухтăр вăл, малтан шутланă пек хаяр çын та мар иккен», тесе шухăшларĕ. Вăл кашни сыпмассерен кашăкне çуласа, яшкана нумайччен çирĕ, кайран, чашкăра какай татки çеç юлсан, пăрăнса старик çине пăхрĕ, лешĕ халĕ те яшка çинине курсан ăнланса илчĕ. Вăл вăрăммăн сывласа илсе, какая питĕ пĕчĕккĕн çиме пуçларĕ, анчах какай та унăн часах пĕтрĕ. Пĕр татăк çăкăр çеç юлчĕ. Çăкăра хăй тĕллĕн çиме тутлă мар, анчах нимĕн тума та çук, Пашка çăкăра та çисех ячĕ. Çак вăхăтрах, паçăрхи хĕрарăм ăшаланă какайпа паранкăна урăх чашкăпа йăтса кĕртсе лартрĕ.

— Çăкăрна ăçта хутăн? — ыйтрĕ вăл Пашкăран. Пашка, хирĕç калас вырăнне, пит çăмартисене карăнтарчĕ те, хăш тутарса сывлăша кăларса ячĕ.

— Мĕншĕн çисе ятăн? Кăна мĕнпе çиетĕн ĕнтĕ? — терĕ хĕрарăм ӳкĕтлесе.

Вăл тухса кайрĕ те тепĕр татăк çăкăр пырса пачĕ. Пашка, ăшаланă какая çуралнăранпа та çисе курман, халĕ, тутанса пăхсан, вăл тутлине пĕлчĕ. Ку та часах пĕтрĕ, кун хыççăн паçăрхинчен те пысăкрах татăк çăкăр юлчĕ. Старик, çисе тăрансан, хăй татăкне пĕчĕк сĕтел сунтăхне хучĕ. Пашка та çавăн пекех тăвасшăнччĕ, анчах, ку çăкăр татăкне те çисе ячĕ.

Çисе тăрансан вăл курса çӳреме кайрĕ. Юнашар палатăра, паçăр алăкран курăнаканнисемсĕр пуçне татах тăватă çын пулнă. Вĕсенчен пĕри, пысăкскер, начарланса кайнă, çăмлă питлĕ çын, кровать хĕрĕнче тек пуçне силлесе, сылтăм аллине сулласа лараканскере Пашка нумайччен пăхса тăчĕ. Малтанах, çак сулланса ларакан çын кулăшла туйăнчĕ, анчах, çыннăн питне тинкеререх пăхсан, вăл хăраса ӳкрĕ — вăл, ку çын калама çук йывăр чирпе чирленине ăнланса илчĕ. Виççĕмĕш палатăна кĕрсен тăмпа сĕрнĕ пек хура-хĕрлĕ питлĕ икĕ çынна курчĕ. Вĕсем пĕр тапранмасăр хăйсен кровачĕсем çинче лараççĕ, вĕсен пит-куçне уйăрса илме те çук.

— Мĕншĕн вĕсем ун пек? — ыйтрĕ Пашка чирлĕ çынсене пăхакан хĕрарăмран.

— Вĕсем, чеччепе чирлеççĕ, ачам.

Хăйсен палатине таврăнсан Пашка, кровать çине ларчĕ те, çирĕк тăррисене тытма, е ярмăнкăна кайма тухтăр килессе кĕтме пуçларĕ. Анчах тухтăр килмест. Юнашар палатăна фельдшер пырса кайрĕ. Вăл, пуçĕ çинче резинка хăмпу выртакан çын патне пырса пĕкĕрĕлсе хыттăн:

— Михайло! — тесе чĕнчĕ.

Çывăракан Михайло тапранмарĕ те. Фельдшер аллипе сулчĕ те тухса кайрĕ. Тухтăра кĕтнĕ май, Пашка хăйпе юнашар кровать çинче выртакан старике пăхса ларать. Старик пĕр чарăнмасăр хăйăлтăклă ӳсĕрсе хăйĕн кружки çине сурать. Пашкăна старик ӳсĕрни кăмăла кайрĕ: вăл сывланă чухне, унăн кăкринче темиçе сасăпа темĕн шăхăрать, юрлать.

— Мучи, мĕн шăхăрать унта санăн? — тесе ыйтрĕ Пашка.

Старик нимĕн те чĕнмерĕ. Пашка кăшт тăхтарĕ те, каллех ыйтрĕ:

— Мучи, тилĕ ăçта?

— Мĕнле тилĕ?

— Чĕрри.

— Ăçта пултăр вăл? Вăрманта!

Нумай вăхăт иртрĕ, çапах та тухтăр килмест. Паçăрхи хĕрарăм чей илсе пырса пачĕ, каллех Пашкăна çăкăр çисе янăшăн вăрçса хăварчĕ; тепĕр хут фельдшер килсе Михайлона вăратма тăчĕ. Чӳречесем тепĕр енче тĕксĕмленнĕ, лампăсем çутса ячĕç, тухтăр çаплах килмест. Халĕ ĕнтĕ çирĕк тăррисене тытма кайма та, ярмăнкăна кайма та каç пулчĕ. Пашка вырăн çине тăсăлса выртрĕ те шухăшлама тытăнчĕ. Вăл тухтăр илсе пыма пулнă канфеткăна, амăшне, килти кăмакана, яланах мăкăртатакан асламăшне аса илчĕ те, — ăна кичем туйăнчĕ. Çав вăхăтрах, хăй патне ыран амăшĕ килессине аса илсе, хĕпĕртесе куçне хупрĕ.

Ăна кăшăртатнă сасă вăратрĕ. Юнашар палатăра такам утса çӳрени, пăшăлтатса калаçни илтĕнет. Çĕрле çутакан лампăсен тĕксĕм çуттинче, Михайло кровачĕ патĕнче виçĕ мĕлке çаврăнкаласа çӳрени курăнать.

— Кроватьпех илсе тухатпăр-и, е ахалех? — ыйтрĕ вĕсенчен пĕри хĕрарăм сассипе.

— Ахалех. Кроватьпе кăларма май килмест. Пăх-ха, вăхăтсăр вилсе выртрĕ.

Пĕри Михайлона хулĕсенчен, тепри урисенчен йăтрĕç: Михайлон аллисемпе халат аркисем çĕрелле усăнса анчĕç. Виççĕмĕшĕ, хĕрарăм пек арçын, сăхсăхса илчĕ те виççĕшĕ те урисемпе пĕр йĕркесĕр танкăлтаттарса, Михайлон халат аркисем çине таптаса палатăран тухса кайрĕç.

Çывăракан старикĕн кăкринчен темиçе тĕрлĕ шăхăрни, юрлани илтĕнет.

Пашка итлесе ларнă çĕртенех хура чӳречесем çине пăхса илчĕ те хăранипе кровать çинчен сиксе тăчĕ.

— Ан-не-е! — тесе çухăрса ячĕ вăл хулăм сасăпа. Ответ кĕтсе илмесерех вăл юнашар палатăна чупса тухрĕ. Кунта пĕчĕк лампа çути кăшт çеç çутатать. Чирлĕ çынсем, Михайло вилнĕ пирки тăрса ларнă, вĕсем хăйсен мĕлкисемпе пĕрлешсе хăрушăн курăнаççĕ. Лере кĕтесре тĕттĕмрех çĕрте, пĕр çын пуçĕпе аллине сулса ларать.

Пашка алăкне-мĕнне пăхмасăрах, чеччепе чирлекенсен пӳлĕмне чупса пырса унтан коридора, вăрăм çӳçлĕ, ватă сăнлă çынсем выртакан пысăк пӳлĕмне чупса кĕчĕ. Хĕрарăмсем выртакан пӳлĕмрен вăл каллех коридора чупса тухрĕ. Кунта, хăй паçăр хăпарнă картлашкан карлăкне курсан, унтан чупса анса кайрĕ. Аялта вăл, хăй ирхине пулнă приемнăя палласа илчĕ те, тухмалли алăка шырама пуçларĕ.

Пашка алăка уçса, такăна-такăна картишне чупса тухрĕ. Унăн пуçĕнче пĕр тарас шухăш çеç. Вăл çул пĕлмест, анчах, кирек ăçталла чупсан та киле амăшĕ патне çитессе шанать. Пашка пӳрт умĕнчен тӳрех сарайсем патнелле чупса кайрĕ, сарайран пăрăнсан, çулçăсăр йывăç тĕммисем патне пырса тухрĕ. Унтан кăшт шухăшласа тăрсан вăл каялла больница патне чупса çавăрăнса каллех чарăнса тăчĕ: больница хыçĕнче, масар çинчи хĕрессем шуралса курăнаççĕ.

— Ан-не-е! — тесе кăшкăрчĕ вăл, каялла чупма пуçласа. Хура, тĕттĕм çуртсем çумĕпе чупса пынă чухне, Пашка пĕр çутăлса тăракан чӳречене курчĕ.

Çутă, хĕрлĕ курăнакан тăваткăл тĕттемре хăрушшăн курăнать, анчах хăранипе ниçта кайма пĕлмен Пашка, унталла парăнчĕ. Чӳречепе юнашарах, картлашкаллă крыльца çинче шурă хăмаллă алăк курăнса кайрĕ. Пашка картлашкапа чупса хăпарса чӳречерен пăхрĕ те, сасартăк, савăнса хĕпĕртесе кайрĕ. Чӳрече витĕр вăл сĕтел хушшинче ларса кĕнеке вулакан хаваслă, таса тухтăра курчĕ. Пашка хавасланнипе кулса, паллакан çын патнелле аллисене чăсрĕ, кăшкăрасшăнччĕ, анчах, çав вăхăтрах, ăна темĕнле вăй сывлама чарчĕ, ураран çапса ӳкерчĕ, вăл сулланса кайрĕ те нимĕн пĕлми пулса картлашка çине йăванса ӳкрĕ.

Вăл тăна кĕнĕ чухне тул çутăлнă, ĕнер ярмăркăна, çирĕк тăррисене тытма илсе кайма, тилĕ кăтартма пулакан сасă ун çывăхĕнче калаçса тăрать.

— Ну ухмах эсĕ, Пашка! Ухмах мар-и? Сана хĕнемеллеччĕ те, анчах хĕнекенĕ никам та çук.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ираида (2022-10-31 22:42:36):

кенеке интересле ,малалла вулас килет

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: