Çăлтăр куçлă сар пике


Тĕлĕкре çĕркаç эп куртăм

Пирĕшти пек сар хĕре.

Урхамахăмпа халь тухрăм

Вирхĕнсе çеçен хире.

 

Мăкăнь евĕр унăн сăнĕ,

Çăлтăр евĕр куçĕсем.

Чĕрене тивертрĕç сăнă

Илĕртӳллĕ тутисем!

 

Урхамахăм, çил-çунатăм!

Ăнлансам чун çуннине.

Пурпĕрех паян тупатăп

Чун çунтармăш пикине!

 

Пурпĕрех паян тупатăп

Чун çунтармăш пикине!

Тупайсан — унпа ташлатăп

Хĕвелтухăç ташшине!

 

Пирĕнпе пĕрле ташлаччĕр

Шĕл-кăвар пек тюльпансем.

Илĕртӳллĕ пăшăлтатчĕр

Сарă хĕрĕн тутисем!

 

Урхамах çине-çке лартăп

Тĕлĕкри çав пикене!

Сарă кун енне хăвалăп

Çил-çунатлă лашине!

 

Урхамахăм, çил-çунатăм

Вирхĕнер çеçен хире!

Пурпĕрех паян тупатăп

Çăлтăр куçлă сар хĕре!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: