Хăмăш
Çилпеле йăпанать çеçенхир,
Хĕвел ăшшăн кулать маччаран.
Ирĕлет пĕлĕт çи – кăвак пир –
Сарăлать майĕпе катаран.
Хумпа хăмăш кӳлĕре тупăшаç,
Тупăшсах хумханса хутăшаç.
Шĕпĕл-шепĕл шăваç, сĕтĕрнеç...
Юратса çупăрлаç пĕр-пĕрне.
Шыв кахаллăн çилпе хумханать...
Хĕвел тупнă шывра куç кĕски;
Тăкăнать шыв çине йăлтăркки,
Хумпа хутăш ун сăнĕ вылять.
Хăмăш шăппăн, хăй ăссĕн юрлать,
Хушшăн-хушшăн ши-ши! шăхăрать,
Сасси шутсăр тушнан* янăрать,
Юррине итлесех çил чарăнать.
– Мĕн юрлан эсĕ, хăмăш, ялан?
Ма тушна сан кĕввӳ, ма салху?
Çулçă çийĕн куççуль ма тăкан?
Ирĕк курăк вĕт эс хуна ху!
Сана выльăх килсе таптать-и?
Сана хурçă çава çулать-и?
Вичкĕн çилĕ сана ачашлать,
Сан айра шыври хум таш ташлать.
– Çук, ман кĕвĕ уншăн мар пит тушна,
Уншăн мар хумхатап шух(ă)шăма.
Уншăн мар куç çинче чĕр куççуль,
Маншăн ирĕк – тăван çутă кӳл...
Астумасп, тахăш çул, тахăш каç,
Хальхи пек хумсемех хумханаç...
Шăппăн-шăппăн çынсем пухăнаç,
Шăппăн-шăппăн çынсем калаçаç,
«Вырăн лайăх кунта, чарăнас!
Хатĕрленĕр, пăшал авăрлар!
Вĕлерес те, кӳлле пăрахас.
Тек астутăр пире коммунар!»
Кĕрĕслетрĕ кӳл çийĕ шартах,
Персе ӳкрĕ çĕре пĕр салтак.
Шыва вăрчĕç тытса ӳт-пĕвне,
Кустарайрĕç хăйсем утсене.
Астумастăп, миçе çул хушши
Çут кӳлре тек выртать çав виле.
Çавăнпа та тушнан кĕвĕлеп,
Эп йĕреп, шăхăратăп, ши-ши!..
Хумпа хăмăш кӳлĕре тупăшаç,
Тупăшсах хумханса хутăшаç...
Хумпа хăмăш хăй ăссĕн юрлаç,
Чăшăл-чăшăл, ши-ши! шăхăраç...
30/XII—27 ç., Ленинград
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...