Ман пуянлăх


Каçал таврашĕнче вăрман

Пур ман.

Хумпа илем кӳрет пите

Кĕтне.

Çилпе çаврăнкалать аран

Арман,

Хитре курнать хăй сăнĕпе

Тӳпе.

Хăй ăшшипе кĕрет хĕвел

Хĕве.

Каçпа шур уйăх çутатать,

Тата

Ачаш çил вĕркелет вĕл-вел,

Пин-пин çеçке эс улăхран

Татан.

Хĕрсем пирте питех хитре —

Питрен.

Ĕçре курас пулсан енчен —

Ĕçчен!

Ĕç хыççăн вăйăран клубра

Вара

Яшсем ташлаççĕ çурçĕрччен,

Ирччен.

Тăван тавралăхăм, сана,

Сăнна

Асран кăларас çук нихçан.

Ан ман!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: